Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗрӗ (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрӗ чупайсен чаплӑ ҫӗр пулман, мухтанма пултарайман вӗсем унпа.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Кунта, Шӑмӑршӑ районӗнчи «Восход» колхоз ҫӗрӗ ҫине, эпир сехет каялла килсе ҫитрӗмӗр, анлӑн, лӑпкӑн саралса выртакан хир урлӑ каҫнӑ май хамӑр ӑш-чикре те темӗн анлӑланнине, инҫе ҫул ӗшентернӗ ӳт-пӳ ҫӑмӑлланнине, пушаннӑ, шӑпланнӑ ҫӗр пекех ирӗкленнине туйрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ӗҫленӗ хисеплӗ Евлалия Васильева ҫинчен аса илнӗ май Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый хӑйне сӑмах панипе усӑ курса: «Пирӗн округри 3 ҫын Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ. 9 ҫын — Социализмла Ӗҫ Геройӗ. Вӗсенчен 8-шӗ Василий Зайцев ертсе пынӑ Совет Союзӗпе паллӑ «Победа» хуҫалӑхран. Вӗсем Елчӗк тӑрӑхӗн кун-ҫулӗн историйӗнче ӗмӗрлӗх уйрӑм страницӑра ҫырӑнса юлӗҫ», — тесе уйрӑммӑн палӑртни те ҫамрӑксене иртнине астуса тӑма, ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме хистекен чӗнӳ пекех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

«Чӑваш ҫӗрӗ ҫамрӑксене яланах вӑй-хӑват парса тӑнӑ, малашнехи аталану ҫулӗ ҫинче те эпир сире тӗрев парса тӑма хатӗр», – терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре 5 пине яхӑн ҫамрӑк шкул пӗтерет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-M3jCMBQJxo

Чӑваш ҫӗрӗ яланах сире ӳлӗмрен те ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма вӑй-хӑват хушӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пысӑк тӗллевсем лартӑр, йывӑрлӑхран ан хӑрӑр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/25/pisk ... n-oleg-nik

Украина ҫӗрӗ ҫинче ҫар задачине пурнӑҫлакан салтаксем аван пӗлеҫҫӗ - СВОна пуҫарни кирлӗ утӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet

Кирек хӑш еннелле пӑхсан та пӗр евӗрлӗ сӑн: йывӑҫлӑ ялсем, пӗчӗк вӑрман лаптӑкӗсем, ҫырма-ҫатра ҫуркаласа пӗтернӗ уйсем — ӗҫчен чӑваш ҫыннин ӗмӗртен хӗсӗк ҫӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Германи ҫӗрӗ ҫинче ҫапӑҫать.

Куҫарса пулӑш

Ветерансене оркестр саламларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61066

Эпир Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче Яковлев чиркӳ уҫнӑ, чӑвашла кӗлӗ тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи кунӗ сумлӑ иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60941

Ҫителӗклӗ пурӑннӑ тет вӗсем, ҫӗрӗ нумай пулнӑ.

Жили они, говорят, в достатке, и земли у них было много.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Мӑйӗнче — шӑрҫа, аллинче — ылтӑн ҫӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ах, Караҫӑм, мӗнле ырӑ ҫын пулнах эсӗ! — ҫаврака пит-куҫне уйӑх пек ҫутӑлтарчӗ Улькка пӳрнине ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартсан.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унӑн кӑмӑлне сар ҫу пек ирӗлтерме ылтӑн ҫӗрӗ те пулӑшрӗ паллах.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑта пӳрнинче унӑн илемшӗн тӑхӑннӑ хаклӑ чуллӑ ылтӑн ҫӗрӗ йӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Казахстан ҫӗрӗ маншӑн хурланса йӗчӗ тейӗн — октябрь пуҫламӑшӗнче эрнене яхӑн ҫумӑр куҫҫуль пек шӑпӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Чӗрелле ҫӗрӗ чикӗр!

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ ӗлӗкхисем, чӑваш ҫӗрӗ пирӗн империне кӗричченхи пирки, калатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗлетпӗр-ха ӑна, атте-анне килӗ — ылтӑн сӑпка, атте-анне ҫӗрӗ — ылтӑн тӗнче.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗтӗм чӑваш ҫӗрӗ тӑрӑх чухӑн ҫынсене, ӗҫлекенсене пурне те юратакан патька-патша ҫинчен, вӑл Атӑл урлӑ каҫнӑ кунхинех тин ҫуралнӑ пӗчӗк чӑваша ят хуни, унӑн аталӑхӗ пулса тӑни ҫинчен ҫӗр ҫунатлӑ асамлӑ кайӑк пек ырӑ хыпар ҫав тери хӑвӑрт сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ирҫе-мӑкшӑ ҫӗрӗ урлӑ кайма хистесех чӗнетӗп.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех