Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яхӑнне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яхӑнне те эпир… — пуҫланӑччӗ Слава.

— Вовсе мы… — начал было Слава.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Берендей хӑй патне фермӑри ҫынсене яхӑнне яманнине те пӗлет, ун патне колхоз зоотехникӗ ҫеҫ пыма пултарать, вӑлах илсе килнӗ иккен Берендее Ярославль енчен.

Знал он также, что Берендей не подпускает к себе ни одного из работников фермы и что ладит с ним лишь колхозный зоотехник, который и привез Берендея откуда-то из-под Ярославля.

«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.

Кил хуҫи малтанах, чирлӗ ҫынна пӑхма вӑхӑт ҫукки, вӑл чӑрмантарса ҫеҫ пурӑнни ҫине ярса, яхӑнне те килӗшмерӗ, унтан, апат ҫисе тӑрансан, ҫапла каларӗ:

Хозяин вначале отказался наотрез, ссылаясь на то, что ухаживать за больной будет некогда, что она стеснит их, а потом, кончив обедать, сказал:

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий яхӑнне те килӗшмерӗ, анчах кучченеҫлӗх сӗннӗ пӗр кӗленчине илме хирӗҫ пулмарӗ.

Григорий отказался наотрез, но бутылку спирта, предложенную в подарок, взял.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫук-ҫук, яхӑнне те ан ҫывхар унпа!

Нет-нет, и близко не подходи с ними!

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Прохорӑн темле старике пытарса аппаланасси килмерӗ, ахӑр, анчах Григорий унпа яхӑнне те килӗшмерӗ:

Прохору, как видно, не хотелось возиться с похоронами какого-то старика, но Григорий решительно отклонил его предложение.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хаҫатра ҫырчӗҫ те ун ҫинчен, тӳрех мӑнаҫланса кайрӗ, яхӑнне те ан пыр, аякранах ялкӑшса тӑрать.

Как в газете ее расписали, так она возгордилась — не подступи, искрит на расстоянии.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Строительствӑна яма ыйтрӑмӑр та, Никита Никитич яхӑнне те ямарӗ.

— Просились на строительство, а Никита Никитич не пустил.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Яхӑнне те килӗшмест!

И гладиться не дается!

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хуҫи вилнӗ йытта илсе тухасшӑн пулнӑ, анчах арӑслан ӑна яхӑнне те яман.

Хозяин хотел унести мёртвую собачку, но лев никого не подпускал к ней.

Арӑсланпа йытӑ // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 13–16 стр.

Вӗсем, эпӗ ют ҫын пулнине туйса, мана хӑйсем патне яхӑнне те ямастчӗҫ.

Они чувствовали чужого человека и меня к себе не подпускали.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Анчах пуҫтарасси яхӑнне те пымарӗ.

Но из этого ничего не вышло.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах ырӑ чӗри ҫак ҫынна тӑшмана сутас пирки яхӑнне те ямарӗ.

Но ее доброе сердце не допускало и мысли о предательстве.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чи лайӑх каччӑсем пиллӗк таран ӑна ҫураҫасшӑн пулса хӑтана ҫӳрерӗҫ те, ашшӗ яхӑнне те ямасть…

К ней пятеро лучших женихов сватались, да отец ее не отдает…

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тухтӑр яхӑнне те ярасшӑн пулмарӗ.

Доктор махнул рукой.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тӗрӗс мар, яхӑнне те пымасть; тава кӗрер-и?

— Нет, совсем нет; давай спорить…

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унӑн пӗтӗм сӑнарӗнче яхӑнне парӑнми кӑмӑл палӑрса тӑрать.

Всем видом своим он являл воплощенную недоступность.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ вӗсене колхоз яхӑнне те яман пулӑттӑм, эсӗ, авӑ, ҫав калла-малла ҫӳрекен ҫынсене ҫӗрӗшӗпех каялла йышӑнатӑн, вӗсенчен лайӑх колхозниксем пулаҫҫӗ, тесе шухӑшлатӑн пулӗ-ха?

Я бы их и близко к колхозу не подпустил, а вот ты напринимал таких перевертухов целую сотню и думаешь небось, что из него сознательный колхозник выйдет?

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав шухӑшпа вӑл ҫур сехете яхӑн сывлама хӑяймасӑр йӑпшӑнса выртать, анчах чӑххисем, юри тенӗ пекех, таҫта, ҫатан карта ҫумӗнче, чакаланса ҫӳреҫҫӗ иккен, арпа купи яхӑнне пыма та шухӑшламаҫҫӗ тейӗн.

Он пролежал, тая дыхание, с полчаса, но куры, как назло, рылись где-то около плетня, а подходить к вороху мякины словно и не думали.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яхӑнне ан пынӑ пултӑр! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл каллех тараса патнелле ҫывхарма пуҫланӑ Дымока, Трубачева тата ыттисене асӑрхаттарса.

— Не подходи! — закричал он снова подступавшим к весам Дымку, Трубачеву и другим.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех