Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ясар сăмах пирĕн базăра пур.
ясар (тĕпĕ: ясар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
31. Ху валли кашни ҫул пуҫӗнче асмалли ҫуртсем лартнӑ чухне, кашни уҫӑ хутлӑхра ху валли тӳпем вырӑнсем тунӑ чухне эсӗ аскӑн хӗрарӑм пек пулмарӑн, мӗншӗн тесессӗн парне йышӑнмарӑн, 32. эсӗ ясар арӑм, хӑйӗн упӑшки вырӑнне ют арҫынна йышӑнакан арӑм, пултӑн.

31. Когда ты строила себе блудилища при начале всякой дороги и делала себе возвышения на всякой площади, ты была не как блудница, потому что отвергала подарки, 32. но как прелюбодейная жена, принимающая вместо своего мужа чужих.

Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Эсӗ Ассур ывӑлӗсемпе те асрӑн — тӑранаймарӑн; вӗсемпе асрӑн, анчах кунпа та ҫырлахмарӑн; 29. хӑвӑн ясар ӗҫӳсене Ханаан ҫӗрӗнче Халдея ҫӗрне ҫитичченех сартӑн, нумайлатрӑн, анчах кунпа та ҫырлахмарӑн.

28. И блудила ты с сынами Ассура и не насытилась; блудила с ними, но тем не удовольствовалась; 29. и умножила блудодеяния твои в земле Ханаанской до Халдеи, но и тем не удовольствовалась.

Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Акӑ вӑл, капӑр та ҫамрӑк каччӑ, йӑлт туй тумӗ тӑхӑннӑскер, чиркӳре аналой умӗнче тӑрать, ун ҫумӗнче — венчете кӗрекен хӗрӗн вӑрӑм кӗпипе, шурӑ пӗлӗт килсе хупланӑ пек, чӗнтӗр пӗркенчӗк айӗнче Лятьевский урисене шуххӑн выляткалать, Яков Лукич ҫине ясар куҫӗпе иркеленсе пӑхать, намӑса пӗлмесӗр, йӗрӗнтерсех, вӗҫӗмсӗр куҫ хӗсет.

То ему снилось, что он стоит в церкви возле аналоя, молодой и нарядный, в полном жениховском уборе, а рядом с ним — в длинном подвенечном платье, весь, как белым облаком, окутанный фатой, лихо перебирает ногами Лятьевский и пялит на него блудливо насмешливый глаз и все время подмигивает им бесстыже и вызывающе.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех