Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, виҫӗ пусне енчӗке ярса, лавкка умӗнчен пӑрӑнчӗ, паҫӑрхи вырӑна таврӑнса, икӗ пичке хушшине вырнаҫрӗ, сӑхманне пуҫӗ ҫине туртса витӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Яшсем хӑравҫӑ хӗрсене ҫухӑртма юрататчӗҫ: вӑрттӑн пырса ярса тытатчӗҫ те ывӑтатчӗҫ шыв юхӑмне!

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Унччен те пулмарӗ, кушак хаяррӑн кӑшкӑрса ярса ман ҫине сиксе ларчӗ те пӗтӗм вӑйпа мана тӑватӑ урипе те чӗрсе алӑран шӑвӑнса тухрӗ, аяла шыв кӳллине сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Эпӗ костыле ярса илтӗм те класран тухса тартӑм.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вовӑпа «юлташӗ» автобус тӑрӑх пӗр-пӗрне тӳпкенӗ вӑхӑтра хӑватлӑ ОМОН ҫитет те ҫапӑҫакансене ярса тытать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Госпитальте сипленнӗ чухне эпӗ аннене ман валли чиркӳре туяннӑ алюмини хӗресе ярса пама ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Шупкаланнӑ шпалер тӑрӑх хӗвел шевлисем урамран пӳлӗме хӑюллӑнах ура ярса пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ҫӑмӑл ураллӑскерсене тарӑн юр ҫинче тытас тесе хӑтланнин усси ҫук, никама та ярса илеймерӗ леш.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Ҫавӑнпа шӑпа ярса пайланатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Иккӗшӗ те «шыв тураттинчен» ярса илеймен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Пирӗн сӑмахран иртен пулсан, кил енне ура ярса ан пус, килсе ан кӗр!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӑл пилӗк таран ӳстернӗ йӗтӗн сӳсӗ тӗслӗ ҫӳҫне чылай чухне ирӗке ярса ҫӳрет, ҫивӗтре те илемлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫарта вӑй-хал хушнӑ, инҫе ҫула утма-чупма хӑнӑхнӑ каччӑшӑн сакӑр ҫухрӑм саккӑр ярса пусмалӑх пек ҫеҫ туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫук, ни алӑран, ни ураран кап ярса илмерӗ вӑл мана, шӑлӗсене те йӗрмерӗ, хаярлӑхне кӑтартмарӗ-палӑртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ӳксе юласран, урапа ҫине тӑсӑлса выртса, ӳречесенчен ярса тытса ҫеҫ ҫӑлӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Выртмаран таврӑнсан, шуратса, тӑвар ярса пӗҫернӗ ҫӗрулмие каҫхине нӳхрепе лартманран кӑмӑскаланма пуҫланӑ уйранпа кап-кап хыпкаларӑм та, тислӗк тӑкма кайма лаша кӳличчен, кӑштах ҫывӑрса илме шутларӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Купӑса малтан Уҫӑп Ваҫҫи Коли ярса илчӗ, унтан ӑна пиччӗшӗ, Танюк, пулӑшрӗ, Тир Мӗтри Толи те йӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хулпуҫҫинчен аяларах кастарнӑ кӗмӗл пек йӑлтӑртатакан ҫӳҫне ялан ирӗке ярса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑл ывӑлӗ патне сиккелесе пырса ун ҫине уртӑнчӗ тет те часах аллисене, пушатнӑ сӳсмен пӑявӗ пек, лӑштӑр ярса, урайне тӗшӗрӗлсе анчӗ, тет — илтӗнчӗ хӗрарӑмсем хушшинче тӑракан Мархва сасси.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Сивви ҫаплах пит-куҫа чӗпӗтет, ал-урана ярса илет, шӑм-шак сыпписене шутлать.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех