Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярас (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна шкултан кӑларса ярас текенсем сахалтарах пулнипе вӑл ҫӑлӑнса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ял пурнӑҫне каялла ярас марччӗ.

Деревенскую жизнь не повернуть бы вспять.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Хӑйсен ӗҫне йӗркелесе ярас кӑмӑллӑ ҫынсене те патшалӑх тӗрлӗ енлӗн хавхалантарать.

И желающим открыть свое дело, государство всячески поддерживает.

Ӳркенмен ҫын валли ӗҫ тупӑнать // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Ун чухне юрлакан «И кто его знает» юрӑ витӗмӗпе-ши, ҫырӑва пӑнчӑсемпе ҫырса ярас терӗм.

Возможно, песня тех лет "И кто его знает", повлияла на меня, письмо решил написать точками.

Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Операци тунӑ вӑхӑтрах, сисетӗп, суранлӑ салтакӑн какайне касса илсе ҫисе ярас килет.

Прям во время операции, чувствую, появлялось желание отрезать мясо раненного солдата и съесть.

Тамӑкран хӑтӑлнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Ялта ҫӗнӗ пурнӑҫ йӗркелесе ярас юхӑма пуҫӗпех кӳлӗнет.

Головой окунается в течение создания новой сельской жизни.

Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Шыв башнине хута ярас тесе ял ҫыннисем 700-шер тенкӗ пуҫтарса насос туяннӑ.

Жители деревни, надеясь запустить водонапорную башню, закупили насос, собрав по 700 рублей.

Шыв тӑварлӑ куҫҫуле ҫаврӑнса юхать // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ ҫу вӗҫлениччен тепӗр шыв башнине ӗҫлеттерсе ярас шухӑш пурри пирки пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Пенза облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Иван Белозерцев Чӑваш Республикипе ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ: «Эпир Чӑваш Ене килсе унӑн ертӳлӗхӗпе Правительствин ӗҫӗн опытне нумай енӗпе тишкеретпӗр. Шупашкарти хӑтлӑх ҫӳллӗ шайра пулни пире килӗшет. Ҫурт-йӗр хута ярас енӗпе Пенза облаҫӗ япӑх мар ӗҫлет пулин те эсир пӗлтӗр пирӗнтен иртсе кайрӑр. Чӑваш Республики паян ӑнӑҫлӑ аталанать, ҫакӑ пире те савӑнтарать».

Куҫарса пулӑш

Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

— Вӗрентӗвӗн иккӗмӗш шайне — магистратурӑна — тӗрлӗ профильпе йӗркелесе ярас тӗллевпе ӗҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округӗнче пӗр ҫын пуҫне пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярас енӗпе малта пыракансенчен пӗри шутланать.

Чувашия является одним из лидеров в Приволжском федеральном округе по вводу жилья на одного человека.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пушаннӑ лаптӑка ахаль сая ярас мар тесе Ҫӗнӗ Чалкасси шкулне ача сачӗпе пӗрлештернӗ.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Михаил Васильевич ака тапхӑрне вӑраха ярас мар тесе тӑрӑшнипе пӗрлех ресурссене перекетлеме майсем шырамалли ҫинчен аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

24. Ҫавӑнпа вӗсем каланӑ пӗр-пӗрне: ӑна ҫурас мар, уншӑн шӑпа ярас — кама тухӗ, тенӗ.

24. Итак сказали друг другу: не станем раздирать его, а бросим о нем жребий, чей будет.

Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Эпӗ сирӗн патӑра Аттем патӗнчен ярас Лӑплантаракан — Чӑнлӑх Сывлӑшӗ, Атте патӗнчен тухаканскер — килсессӗн, Вӑл Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗ.

26. Когда же приидет Утешитель, Которого Я пошлю вам от Отца, Дух истины, Который от Отца исходит, Он будет свидетельствовать о Мне.

Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Халӗ эпӗ сирӗн пата Епафродит тӑванӑма — хампа пӗрле ӗҫлекене, хама пулӑшакана — ярас терӗм, ӑна эсир хӑвӑр ман патӑма мана пулӑшса тӑма янӑччӗ.

25. Впрочем я почел нужным послать к вам Епафродита, брата и сотрудника и сподвижника моего, а вашего посланника и служителя в нужде моей,

Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Хам пыриччен, аякран та пулин, ҫакна ҫырса ярас терӗм: сирӗн пата пырсассӑн Ҫӳлхуҫа панӑ ирӗкӗмпе хаяр пулмалла ан пултӑрччӗ манӑн, ҫав ирӗке мана ӗҫе пӑсма паман, ӗҫе туса ҫитермешкӗн панӑ.

10. Для того я и пишу сие в отсутствии, чтобы в присутствии не употребить строгости по власти, данной мне Господом к созиданию, а не к разорению.

2 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫавӑнпа сирӗн пата эпӗ тӑвансене ярас терӗм: вӗсем сирӗн пата манран маларах ҫитчӗр те эсир унчченех ырӑ сунса пама пулнине хатӗрлесе хума пулӑшчӑр, вара вӑл хырҫӑ евӗрлӗ пулмӗ, ырӑ сунса панӑ парне пек пулӗ терӗм.

5. Посему я почел за нужное упросить братьев, чтобы они наперед пошли к вам и предварительно озаботились, дабы возвещенное уже благословение ваше было готово, как благословение, а не как побор.

2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Эй савнӑ тӑванӑмсем! манӑн сирӗн пата пурте ҫӑлӑнасси ҫинчен темӗн тӗрлӗ ҫырса ярас кӑмӑлӑм пур, ҫавӑнпа халӗ эпӗ сире сӑваплӑ ҫынсене пӗрре ӗмӗрлӗхе панӑ тӗншӗн тӑрӑшма кирли ҫинчен ӳкӗтлесе ҫырса ярасах терӗм.

3. Возлюбленные! имея все усердие писать вам об общем спасении, я почел за нужное написать вам увещание - подвизаться за веру, однажды преданную святым.

Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Вӗсем патне ҫыру ҫырса ярас: вӗсем йӗрӗхсене парне кӳнипе ирсӗрленнӗ апатран, аскӑнлӑхран, пӑвса вӗлернинчен, юн ҫиесрен сыхланччӑр, тата хӑйсемшӗн тутарасшӑн маррине ҫынна та ан туччӑр: 21. Моисей саккунне вӗрентекенсем мӗн авалтанпах кашни хуларах пур, ӑна синагогӑсенче шӑматкунсерен вулаҫҫӗ, тенӗ.

20. А написать им, чтобы они воздерживались от оскверненного идолами, от блуда, удавленины и крови, и чтобы не делали другим того, чего не хотят себе: 21. ибо закон Моисеев от древних родов по всем городам имеет проповедующих его и читается в синагогах каждую субботу.

Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех