Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярас (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Авланса ярас мар-ши пӗрех хут», — тесе те шухӑшларӗ-ха пӗркунхине.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Эхер те Лашманова бригадӑран каллех хӑваласа ярас тетӗн пулсан, Тихон Евдокимович, — кӑшкӑрчӗ колонна ҫумне сӗвентернӗ пусма ҫинче тӑракан электросварщик, — эпӗ те каятӑп, эпӗ те ӗҫлеместӗп кунта!

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫак ҫынсемпе ермешсе, бригада ятне ярас терӗне?

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пӗрисем кашни утӑмра эрех сутсан та вӑхӑтсӑр пӗр тумлам ӑша ярас ҫук, — терӗ малалла Лашманов.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӗркуҫленсе пуҫҫапас пек, йӗрсе ярас пек ӳкӗтлет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каҫару ыйтӑн, хам ята та, сирӗн ятӑра та ярас ҫук ӳлӗм, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Автокран шоферӗ, типшӗм питлӗ, черченкӗ хул-ҫурӑмлӑ ҫап-ҫамрӑк каччӑ, тарӑхнипе йӗрсе ярас патнех ҫитнӗскер, трос туртса кӑларчӗ те васкаса машинӑпа бульдозертан кӑкарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӑхаттӑмӑр та тантӑшӑмӑр ҫине — шелленипе йӗрсе ярас килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ҫук, ярас мар, ҫыхланас мар таҫти мур ҫыннисемпе, — кавир тавра утрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Пӳрт аслӑ, пӳлӗмсем пуш-пушах, пӗр-пӗр ҫемьене е хӗрачасене хваттере ярас мар-ши?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӑваш Енри чи пӗлтерӗшлӗ промышленность проекчӗсенчен пӗрне – водород перекиҫӗн Раҫҫейри пӗртен-пӗр производствине – СПИК 2.0 шайӗнче хута ярас енӗпе строительство ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

На этапе строительства в рамках СПИК 2.0 один из важнейших промышленных проектов в Чувашии – единственное в России производство перекиси водорода.

Олег Николаев Химик кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/28/ole ... nem-himika

— Паян Раҫҫейри ӗҫлӗ общество умӗнче ҫӗнӗ производство тата суту-илӳ тапхӑрӗсем тӑвас, тӗп сферӑсенче — строительствӑра, машинӑсем тӑвассинче, ял хуҫалӑхӗнче, вӑрман промышленноҫ комплексӗнче, туризмра приоритетлӑ инвестици проекчӗсене хута ярас енӗпе пысӑк тӗллевсем тӑраҫҫӗ, — палӑртнӑ Сергей Катырин.

Куҫарса пулӑш

Сергей Катырин Пӗтӗм Раҫҫейри "Зауралье-2023" инвестици сабантуйне хутшӑнакансене саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3272144

Челка ҫырӑва ярас тесе ҫулакан конвертӑн виҫкӗтеслӗхӗ пекех курӑнма пуҫларӗ.

Челка уже выглядела, почти как тот треугольник конверта, который облизывают, чтобы отправить письмо.

Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601

Хӑшӗсем шухӑшланӑ та килти саппассенчен чи тутлӑ апата ҫисе янӑ: мӗн сая ярас?

Кто-то подумал и съел из домашних запасов все самое вкусное (не пропадать же добру!),

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Тӑшман тытса илнӗ районсенче тӑшманшӑн тата ӑна пулӑшакансемшӗн пуриншӗн те тӳсме ҫук условисем туса хурас пулать, вӗсене кашни утӑмрах йӗрлес тата пӗтерсе тӑкас пулать, вӗсен мӗнпур мероприятийӗсене аркатса ярас пулать.

В захваченных районах создавать невыносимые условия для врага и всех его пособников, преследовать и уничтожать их на каждом шагу, срывать все их мероприятия.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

«Кулак» тенисене тӗп тунӑ ҫулсенче вӗсем иккӗшӗ те Сулагаевсене килӗнчен кӑларса ярас тесе никамран ытларах ҫине тӑнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ытти хӗрарӑмсем вырӑн ҫинче ун пек-кун пекки пулса иртнӗ хыҫҫӑн тӳрех ванна пӳлӗмне чупаҫҫӗ, Маринэ вара нихҫан та унта кайма васкамасть: урисене хӗстерсе чылайччен пӗр хускалмасӑр канлӗн саркаланса выртать, «вӑрлӑха» тӑккаласа сая ярас марччӗ, ҫитес ҫӗре вӑл йӗркеллех ҫитсе вырнаҫтӑрччӗ тенӗ пек ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ашшӗ хыпалансах пирус чӗртсе ячӗ, пӑлханнине ирттерсе ярас тесе ӑна пӗр хушӑ ҫине-ҫинех тарӑннӑн ӗмрӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл сӑмах хушса чӑрманмарӗ, аллинчи пӗчӗкрех хӑмӑр чӑматанне ывӑтса ярас пек сулкалантарса библиотека еннелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мероприятие ертсе пыракансем Иван Яковлевӑн тӑван чӗлхене аталантарас, чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне пуҫарса ярас ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Майӑн 3-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи…» // ТР ЧНКА. https://t.me/malyshevsays/354

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех