Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яр сăмах пирĕн базăра пур.
яр (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кишӗр ҫитмесен, ҫарӑк нумайрах тураса яр.

Если у тебя не хватит моркови, накроши побольше редьки.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

Паллах, ку иртнинчи юрату сукмакӗ ҫинчи «тумхах» хӗрпе каччӑ кӑмӑлне «ҫурхи вӑйӑри чуччу ярӑнтараймарӗ», анчах ӑна, кӑмӑла, шартах хуҫса та пӑрахаймарӗ, вӑш-вӑш вӑшлаттарса вӗрекен ҫилӗ те вӗсене сивӗтеймерӗ, анӑҫра анакан хӗрлӗ шан пек ӑшӑ хӗвел те халӗ ылтӑннӑн-кӗмӗллӗн йӑлтӑртатакан, вӗсен пӗрлехи пуласлӑх ҫулне яр ҫуттӑн ҫутатакан ырӑ паллӑ пек курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татӑлсах йӗчӗ Ула Тимӗр арӑмне юлашки ҫула ӑсатнӑ май, пӗтӗм халӑх умӗнче: «Тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, Полина… Пӗлетӗп: эпӗ те айӑплӑ сан умра. Каҫар. Уйӑхпа хӗвел умӗнче тупа тӑватӑп: сана эпӗ юлашки сывлӑш тухичченех чӗрере упраса, яланах асӑнса пурӑнӑп… Санӑн яту, санӑн сӑнару яланах манӑн пурнӑҫ ҫулне яр ҫуттӑн ҫутатса тӑракан ҫӑлтӑр пек пулӗ. Ҫӗр ҫыртса калатӑп: урӑх нихӑҫан та никампа та ҫемье ҫавӑрмӑп…», — тесе чунлашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпир ыйтса хут ҫырнӑ, халлӗхе вара саккӑрмӗш номерлӗ пӑра парса яр.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Бензопӑчкӑна вара бензин яр та, хатӗре тапрат та — пулчӗ те.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Яр шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ ашшӗ, ҫыра сӑн-питлӗ, ҫилпе кушӑрканӑ, ҫунса тӗксӗмленнӗ ӳтлӗ Мӗкӗте пичче, кутник сакки ҫинче ҫӗнӗ армутирен урай шӑлмалли шӑпӑр майласа ларать.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

— Чим, инке, эсӗ хӑш клеткӑран илнӗ, ҫавӑнтах кайса яр, илтрӗн-и?

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Мӗнле намӑс мар сана, килсе яр чӗпписене, вӗлерсе пӗтеретӗн вӗт! — чунтан ыратса тухакан сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ хӗрача.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Парса ан яр мана!

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Парса ан яр мана ҫав ҫынна!

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

— Ӳлӗмрен яшкана пӗр ывӑҫ ҫӑнӑх лӑкаса яр.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

— Пахча мӗлки, эсӗ хӑвӑн ӗҫе ан ман ӗнтӗ: чӑхсене ҫак тавраша ан яр.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Асту, никама та хӑвӑнтан ирттерсе ан яр, никамран та ан пӑрӑн! — чӑрсӑррӑн хушрӗ Кӗҫтук.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӑна нимӗнле ӗҫ те хушса ан яр — пур-пӗрех манать, мӗн тумаллине каялла таврӑнса ыйтать.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Атя, кӑшт ӑсатса яр мана.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Асту, ҫунаттусене ҫунтарса ан яр, тесшӗнччӗ ҫеҫ эпӗ… хӑвна юратнипе…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ан яр ӑна, Кӗркури, ответ тыттарӑр!»

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑй, юнӗпе чыхӑнса, ман ҫине пӑхса, хуллен: — Шутламарӑм хама ҫапла тӑвасса… Ан яр! Ан тарт ӑна, Кӗркури! Ответ тыттарӑр, камне пӗлетӗ-ӗр… — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Ку ҫӗнӗ пулсан та, урӑхне яр, — терӗ вара ман ҫумри тепӗр хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Юмах яр лавсем ҫитиччен, — сӗнчӗ тепри.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех