Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япшар сăмах пирĕн базăра пур.
япшар (тĕпĕ: япшар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗлхи те япшар пулчӗ паян унӑн.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тумланма, уяв чухнехи пек, япшар тумланнӑ хӑй.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Хӑй литературӑпа вӗрентет, чӗлхи япшар пулмалла пек ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Калаҫать япшар та ҫуллӑн — Пурӑнма Армет пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Пӗвӗ унӑн япшар, анчах кӑкри сарлака.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Якур япшар кӑмӑллӑ.

А у Ягура душа нараспашку.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Япшар ҫӑкалӑх ҫумӗнче Кашлать куллен ем-ешӗл хырлӑх.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӗлхерен те халичченхинчен ытларах япшар пек, вӗҫӗмсӗр калаҫать, вӗҫӗмсӗр култарать.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ах, ҫав профессорсен чӗлхи, — терӗ вӑл, — ытла япшар калаҫаҫҫӗ-ҫке, итленӗҫемӗн итлес килет. Эпир йӗркеллӗ ӗҫлеме те, халӑхпа калаҫма та пӗлместпӗр. Тӳрментерех ҫав пирӗн чӗлхе».

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнер вӗсемпе питӗ хитре сӑн-питлӗ, япшар чӗлхеллӗ ҫын — Алексей Адашев пуплерӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑванлашма ӗлкӗрнӗ ҫынсем пек, вӗсем питех те ӑш пиллӗн калаҫрӗҫ, упӑшки пӗлӗшӗсем патне ҫав тери час хӑнӑхакан Чураппа япшар чӗлхеллӗ те элккен сӑн-питлӗ Саррие чунтан кӑмӑлласа пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паймук, реальнӑй училищӗре вӗреннӗскер, яланхи танцмейстер, сцена ҫине хӑпарса: — Япшар каччӑсем, чипер пикесем!.. — Ташӑ пуҫланать! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ трибуна умне чӑваш эсерӗсен пуҫлӑхӗ, хитре те япшар калаҫма пултаракан Алюнов тухать.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Унта кайни телее марах; япшар сӑмахӗсемпе витӗнсе вӑл пурин пирки те киревсӗрлӗх каласа тултарать».

Поехать с ней — несчастье; она под видом излияний начнет говорить гадости обо всех».

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Япшар калаҫма пӗлместчӗ те, тӑрӑшмастчӗ те Маригоспожа- Марикарчӑк, ятласси вара час-час пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эсӗ питӗ япшар каччӑпаччӗ, эпӗ, темле каламалла, вӑтанаттӑм ун чухне, пӗр сӑмахпа каласан.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫав вӑхӑтра — инкеке — ҫамрӑк лейтенант хӗре япшар сӑмах калама шут тытать.

В это время, как на грех, молодой лейтенант, вздумал ей сказать комплимент.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тата теприн чӗлхи япшар, юхса вуланать, хитре, анчах сюжечӗ — ытти вун-вун авторӑнах.

Еще у другого язык красноречивый, легко читается, красивый, но сюжет — что и у других десятков авторов.

Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.

Унпа ташлакан каччӑ та япшар.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Упӑшки ҫавӑн пек япшар чӗлхеллӗ пулма пултарассине пӗлмен те вӑл.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех