Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑрашать (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗрӗллех ҫунса кайӑр, шуйттан чӗпписем! — янӑрашать Иванюк.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Сана эпир хӑҫан килме каланӑ? — янӑрашать кантур этемми.

— Тебе когда было велено явиться? — грозно спрашивает конторщик,

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Апат валли пальт пулать!.. — янӑрашать вӑл.

У нас на обед будут пальты!.. — вопила она.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ывӑлӗ ҫав-ҫавах янӑрашать:

Сын все так же кричал:

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗретӗп хайхискер, унта-кунта пӑхкалатӑп та, сирӗн пата хурахсем кӗнӗ, картишӗнче чӑх-чӗп урнӑ пек янӑрашать тесе ним шикленмесӗр каласа патӑм.

Вхожу, осматриваюсь и дерзновенно заявляю онбаши, что у вас разбойники и куры носятся по двору как угорелые.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Алла ярса тытӑрсам ҫавна, чӑрсӑрскере!.. — янӑрашать Марина Пояркова ытла та хытӑ тарӑхнӑран вӗчӗхсе тӑракан сассипе.

Берите его, храброго, до рук!.. — звучал негодующий, страстный голос Марины Поярковой.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех