Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑрать (тĕпĕ: янӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Жаркийӗн сасси туртса карӑнтарнӑ хӗлӗх пек янӑрать.

 — Голос Жаркого зазвенел, как натянутая струна…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Театрта сахӑр заводӗнчи рабочисен духовой оркестрӗ янӑрать.

В театре играет духовой оркестр рабочих сахарного завода.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ахӑртнех сӑмахӗсем текех тупӑнмарӗҫ пулмалла та, пӗр вӑхӑт ҫӑвар хуппи ӗнӗрлев ҫеҫ янӑрать.

Больше, видимо, ему не удается ничего сочинить, и он просто мычит что-то вроде песни.

Улттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Пурпӗрех хӑлха ҫурасла янӑрать:

А всё равно в голову ей проникают птичьи голоса:

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Музыка янӑрать.

Играла музыка.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Тӗлӗнмелли пулнах ӗнтӗ, вӗсем хытӑ тапӑртатнипе диван тӗлӗнчи картинӑсем чӗтренсе тӑраҫҫӗ, стена ҫинчи пысӑк сехетӗн пружини чанкӑртатса янӑрать.

Было чему удивиться: колотят каблуками по стене, да так здорово, что трясутся картины над диваном и гудит пружина стенных часов.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Пӗтӗм пӗлӗт тӑри юррисемпе янӑрать.

Со всего неба сыпались песни жаворонков.

XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Пӗр сасӑ та ҫук: автансем кӑна ялта, хӑйсене илтекенсене тӗлӗнмелле тӗлӗртсе, кичемлетсе, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса авӑтаҫҫӗ; тата таҫта, ҫӳлте, йывӑҫсен тӑрринче, ҫамрӑк хурчӑка такама макӑрса чӗннӗ пек лӑпланми пиклетни янӑрать.

Все молчало, одни петухи задорно перекликались на деревне, возбуждая в каждом, кто их слышал, странное ощущение дремоты и скуки; да где-то высоко в верхушке деревьев звенел плаксивым призывом немолчный писк молодого ястребка.

XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Тахӑшӗ, хӑнӑхман алӑпа пулин те, киленсех Шубертӑн «Ожидание» кӗввине вылять, илемлӗ кӗвӗ сывлӑшра пыл пек тутлӑ сасӑ сарса янӑрать.

Кто-то играл с чувством, хотя и неопытною рукою «Ожидание» Шуберта, и медом разливалась по воздуху сладостная мелодия.

IX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Эпӗ кӗтесре хӗсӗнсе ларатӑп; пуҫӑмра пӗрмай янӑрать те янӑрать:

Я сижу, забившись в угол; а в голове все звенит да звенит:

«Мӗнле хитре, мӗнле чеченччӗ роза!..» // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 173–174 с.

Авӑ ман умра пӗлӗт ҫӗкленет, аякра ҫӑлтӑр йӑлтӑртатать; тӗксӗм йывӑҫсемлӗ вӑрман тӑрса юлать, ӑна уйӑх ҫутатать; ура айӗнче кӑвак тӗтре сарӑлать; тӗтрелӗхре хӗлӗх янӑрать: пӗр енче тинӗс, тепӗр енче Итали ҫӗршывӗ; авӑ вырӑссен пӳрчӗсем те курӑнаҫҫӗ.

Вон небо клубится передо мною; звездочка сверкает вдали; лес несется с темными деревьями и месяцем; сизый туман стелется под ногами; струна звенит в тумане; с одной стороны море, с другой Италия; вон и русские избы виднеют.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Ялсенче вут-ҫулӑм янӑрать, уй-хир ҫийӗн хумлӑн-хумлӑн тӗтӗм шӑвать.

А в селениях продолжал бушевать огонь, волнами плыл над полями дым.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Федя куҫӗсем умӗнче унӑн сӑнарӗ курӑнса тӑрать, хӑлхара: «Манӑн савниҫӗм»… тени янӑрать.

Светящееся любовью ее лицо стояло перед глазами Феди, а в ушах звучало: «Любимый мой…»

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тан-тан-тан-тан… — чан паҫӑрхинчен те шиклӗрех, хӑвӑртрах янӑрать.

Дон-дон-дон… — все тревожнее и учащеннее звучал набат.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Сивӗ сывлӑшра пуртӑ сасси кӑмӑллӑн янӑрать, пӑчкӑсем янӑраса илеҫҫӗ, ҫынсен сассисем хаваслӑн илтӗнеҫҫӗ.

В морозном воздухе стук топоров разносился с каким-то задором, лихо взвизгивали пилы; голоса звучали весело.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Унӑн сасси хыттӑн та влаҫлӑ янӑрать.

Голос его звучал резко и властно.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Анчах лапамра паҫӑрхи пекех нимӗҫсем харкашни, ахӑлтатса кулни янӑрать, стариксем йынӑшнипе хӗрарӑмсем макӑрни илтӗнсе тӑрать.

Но из низины все так же продолжали доноситься хохот и лающие крики немцев, стоны стариков, рыдания женщин.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Анчах та вӗсен ҫинҫе сасси хурлӑхлӑн янӑрать: вӗсен ҫемйинчен иртнӗ каҫ виҫӗ тӑванӗ вилнӗ.

Но их тоненькая песня звенела печально, в их дружной стайке недоставало троих, погибших ночью.

Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.

Старикӗ те итлет; аван янӑрать хӑйӑ.

Старик тоже слушает: хорошо поёт щепка!

Музыкант // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 17–86 с.

Ку тӗрӗс мар, — сасси унӑн куҫҫуль витӗр илтӗнчӗ пулин те, хӗрӳллӗн те ӗнентермелле янӑрать.

Это неправда, — в голосе ее хотя и слышались слезы, но прозвучал он горячо, убежденно.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех