Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янине (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑкӑр ҫумне чиксе тухнӑ ҫӑкӑр таткине хӑҫан ҫисе янине аса илме те хӗн халь.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Черкке ҫынна выльӑхлантарса янине татӑклӑн сивлесси — кирек хӑш вӑхӑтшӑн та кирлӗ, пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫапла хӑтланни Павӑла епле уртарса янине курасчӗ сирӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Терен ҫынсӑр тунсӑхласа ҫитнине, пуплес-калаҫас екке ирӗке янине тӳрех сисрӗ-ха Левен:

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мӗн тӗслӗ шӑрҫине ытларах янине кура тухья симӗс е хӗрлӗ сӑн туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

— Акӑ мӗн: ӗҫ планне кашни ҫыннах вӑл ку таранччен мӗн чухлӗ ҫӑкӑр ҫисе янине шута илсе памалла.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Инвестицисен тӑтӑш юхӑмӗ» проекта хута янине кура инвестици проекчӗсене пурнӑҫлама чарса тӑракан сыпӑксене тупса палӑртмалла, вӗсене пӗтермелли мерӑсене туса хатӗрлемелле, ҫав шутра федерацин патшалӑх корпорацийӗсемпе, влаҫ органӗсемпе тата прокуратурӑпа ведомствӑсен хуш-шинче ҫыхӑнса ӗҫлесе те.

Посредством реализации проекта «Сквозной инвестиционный поток» необходимо выявить звенья, тормозящие ход реализации инвестиционных проектов, выработать меры по их устранению, в том числе за счет межведомственного взаимодействия с федеральными госкорпорациями, исполнительными органами и прокуратурой.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

1993 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Раҫҫей халӑх депутачӗсен тата Раҫҫей Аслӑ Канашӗн Съездне вӑйпа хӑваласа янине ырласа «Хӗрӗх иккӗшӑн ҫырӑвне» алӑ пуснӑ.

В октябре 1993 года подписал «Письмо сорока двух» в поддержку силового разгона Съезда народных депутатов России и Верховного Совета России.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

Хуҫа мӗн ӗҫпе янине хӑвӑра ҫеҫ калама пултаратӑп.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унта аллӑ пин тенкӗ выляса янине вӑхӑтра тӳлемесен, ӑна вилӗм кӗтет.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан укҫине енчӗке чиксе хучӗ те ку тӗлӗнмелле ырӑ вырӑс хӗрарӑмӗ кинӗпе мӑнукӗ валли мӗнле кучченеҫ парса янине пӗлесшӗн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук хӑй мӑйӗнчен кам питлӗх ҫакса янине те, аллине кам патак тыттарнине те асӑрхаса юлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара Дуся хӑй кунта пулнине, упӑшки укҫа тата хаклӑ парнесем парса янине никама та пӗлтерме юраманнине астутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑхсем хурчкана ҫисе янине этем ӑрӑвӗ курман-ха.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнтах пуҫӗ шаклине ҫеҫ мар, сухалӗпе мӑйӑхне те хырса янине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ватӑ вӑкӑра, Партизана, какая янине пӗлсен унчченхи пӗчӗк хуҫи, шофер правиллӗ каччӑ, чылай вӑхӑт хурланса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Эпир «каҫармастпӑр» сӑмаха тӗрӗс мар персе янине ҫийӗнчех ӑнлантӑмӑр вара.

Куҫарса пулӑш

Калля пичче култарать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.

Ваҫиле килне никам сисмелле мар, ҫӗрле пырса кӗчӗ пулин те, Хвекла хӗрне институтран кӑларса янине ялта пурте пӗлетчӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Курнавӑшри волонтерсем вара ырӑлӑх талисманне йывӑҫ ҫинче тӗрӗлесе хӗртнине, Аслӑ Елчӗкри медик-волонтерсем шӑл тӗрӗс тасатмаллине, Кушкӑсем салтаксем патне виҫӗ кӗтеслӗ ҫырусем ҫырса янине кӑтартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Вӑл юмана хӑҫан кам касса янине Ванюк ас тумасть.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех