Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юхать (тĕпĕ: юх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑнкӑр кӑна шӑнкӑр шыв юхать, Шӑнкӑрчӑ та чӗппи, ай, шыв ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑнкӑр кӑна шӑнкӑр шыв юхать, Шӑнкӑрчӑ та чӗппи, ай, шыв ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать, Арман чулӗ ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иккӗмӗшӗн суранӗ ҫукпа пӗрех, анчах пӗрремӗшне кашкӑр аллинчен хытах ҫыртнӑ иккен: асав шӑлӗн йӗрӗнчен юн шарласа юхать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйӗнчен таса мар пыльчӑклӑ шыв пӑчӑртатса юхать, таптаса юман урайне варалать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑра пички-пичкипе Юхать шилӗк хӗрипе, Каччӑн кӑмӑл пӗсехе — Хатӗр уншӑн эреке.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӗкеҫ юнӗ — вӗри юн, Вут-кӑвар пек вӑл юхать, Ҫамрӑк пуҫпа телей кун Еркинейпе ӑмсӑхать.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сарлака улӑхра халӑх утӑ ҫулать, Шӑрҫа пек тар юхать ҫулаканӑн ӳт тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавал юхать ҫаврӑнса, Кӗмӗл пекех ҫутӑлса; Ункӑ шывне, Йӗршшӳне, — Тата ытти шывсене Пухса пырать Атӑла — Ӗмӗтленсе малалла.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ватти-вӗтти сӑмахлать, Карчӑк-кӗрчӗк калаҫать, Юр юрлаҫҫӗ яшӑсем, Кӗвӗлеҫҫӗ кӗслеҫсем: «Йӗршшӳ юхать йӗрленсе, Ҫавал ҫине ҫаврӑнса, Чӗнтӗр кӗпер чӑнт! тӑвать — Урлӑ ула ут каҫать».

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑват ялӑн киремечӗ Хӗрлӗ ҫыран хӗрринче; Асӑнмаллӑх, ун тивлечӗ, Ҫӑлкуҫ юхать тӗлӗнче.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Юхать Йӗршшӳ йӑлтӑртатса Симӗс улӑх хушшипе, Туй ҫӗлен пек авкаланса Ҫырма-ҫатра тӑршшӗпе.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫамрӑк Чӗкеҫ пуҫӗнче Тӗтре пекех иртнӗ ҫӗр, — Юнӗ вӗрӳ чӗринче Юхать каҫхи канӗҫсӗр…

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫурхи шыв пек, Атӑл шыв пек сарӑлса Эрехпеле сӑра юхать хутӑшса…

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫамрӑк хӗрен таса юн Тӳлек юхать кӗлеткере; Тӗл пулать ҫеҫ тепӗр чун — Иртет канлӗх чӗрере…

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ал-урана, шӑм-шака Хӗртсе ярать пыл-сӑра Ӗҫкӗ хӗре пуҫласан, Ташӑ кӗвви тапратсан, Пуҫлать ташша Унерпи: Юхать, шӑвать ун ури!

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Икӗ енчи хӑва хушшинче кӗмӗл пек тӑп-тӑрӑ йӑлкӑшса юхать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Бруствер ҫинчен хӑйӑрлӑ-тӑмлӑ ҫӑра шыв окопа шарлаттарса юхать.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Тарас юлташӗн гимнастеркине ҫавӑнтах ик еннелле туртса ҫурчӗ: кӑкӑр лупашки тӗлӗнчен хӗп-хӗрлӗ юн юхать.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Ҫамки тӑрӑх мухмӑр тарӗ юхать.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех