Шырав
Шырав ĕçĕ:
юханшывран (тĕпĕ: юханшыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
32. Юханшывран алтса янӑ шыв ҫулӗ пек, эпӗ сат пахчине юхса кӗтӗм.
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл вӗсен ашшӗсен куҫӗ умӗнче Египет ҫӗрӗнче, Цоан хирӗнче, кӗтретсем пултарнӑ: 13. тинӗсе икӗ енне уйӑрса, вӗсене ун урлӑ каҫарнӑ, шыва хӳме пек тӑратнӑ; 14. вӗсене кӑнтӑрла пӗлӗт хыҫҫӑн, ҫӗрле ҫӗрӗпе вут ҫути хыҫҫӑн ертсе пынӑ; 15. пушхирте чула ҫапса шыв кӑларнӑ, вӗсене тӗпсӗр юханшывран ӗҫтернӗ пек ӗҫтернӗ; 16. чул туран юхӑмсем кӑларнӑ, шыв ҫырма пек юхса аннӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл ӗнтӗ ҫулнӑ ҫаран ҫине ҫӑвакан ҫумӑр пек, ҫӗре шӑваракан тулӑх тумлам пек анӗ; 7. ун вӑхӑтӗнче тӳрӗ ҫын ҫутӑлса тӑрӗ, уйӑх ҫухаличченех тулли тӑнӑҫлӑх пулӗ; 8. вӑл тинӗсрен тинӗсе ҫитичченех, юханшывран# тӗнче хӗррине ҫитичченех тытса тӑрӗ; 9. пушхирте пурӑнакансем унӑн умне ӳкӗҫ, унӑн тӑшманӗсем тӑпра ҫулӗҫ; 10. Фарсис патшисемпе утрав патшисем ӑна хырҫӑ тӳлесе тӑрӗҫ; Аравипе Сава патшисем парнесем илсе пырӗҫ; 11. ӑна пур патша та ӳксе пуҫҫапӗ; ӑна пур халӑх та пӑхӑнса тӑрӗ; 12. вӑл ӗнтӗ тархаслакан мӗскӗне, пулӑшакан ҫуккипе хӗн тӳсекен ҫынна хӑтарӗ.
Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсир ӗнтӗ эпӗ сире ӳкӗтлесе калакан ҫак ӳкӗтсене пурне те тытса пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, юратсассӑн, кирек ӑҫта та Унӑн ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнсассӑн, 23. Ҫӳлхуҫа ҫак пур халӑха та сирӗн умӑртан хӑваласа ярӗ, эсир вара хӑвӑртан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑхсене пӑхӑнтаратӑр; 24. урӑр ҫитсе пуснӑ кирек хӑш вырӑн та сирӗн пулӗ; пушхиртен, Ливан патӗнчен пуҫласа, юханшывран — Евфрат юханшывӗнчен — пуҫласа анӑҫ тинӗсӗ хӗррине ҫитичченех сирӗн ҫӗр пулӗ; 25. никам та сире хирӗҫ чӑтса тӑраймӗ: эсир кирек хӑш ҫӗре ҫитсе ура ярса пуссассӑн та, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, — Хӑй хӑвӑра каланӑ пек, — ҫав ҫӗре сирӗн умӑрта сехӗрлентерсе, чӗтретсе ӳкерӗ.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.