Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юласран (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял хушшинче кам та пулин хӗрлӗ е тӗрлӗ тӗслӗ кӗпепе ҫӳренине курсан, типпе юласран хӑраса, ҫав ҫынна шывпа сапнӑ».

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

— Э-хе, — терӗ Илле, — хӑрарӑн-и бригадирсӑр юласран?

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ӳксе юласран, урапа ҫине тӑсӑлса выртса, ӳречесенчен ярса тытса ҫеҫ ҫӑлӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Пӗччен юласран хӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Выҫса ҫитнӗ пек, шывсӑр чылай вӑхӑт хушши аптранӑ хыҫҫӑн ӗҫсе тӑранма ӗмӗтленнӗ пек пӑхрӗҫ пӗр-пӗрин ҫине, мӗн-тӗр курмасӑр, асӑрхамасӑр юласран хӑранӑн куҫӗсене те мӑчлаттармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эсир вара мӗн, ҫӑкрсӑр-тӑварсӑр тӑрса юласран та хӑрамастӑр-и. — ыйтать вӗсенчен Антон.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Сана тӗрӗссипе калас пулсан, эпӗ вӑрҫӑ пӗтес куна, таврара шӑп пулса тӑрас куна хӑраса кӗтсе пурӑннӑ, вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн манӑн нимӗнле шанчӑк та пулмасран, хам тӑр-пӗччен тӑрса юласран шикленнӗ…

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Елюка вӑл картсах каймасть-ха, ҫапах та унсӑр юласран та хӑрать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӑкӑрсӑр тӑрса юласран хӑрамастӑн-и?

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Полина хӑлхине ҫеҫ ан кӗтӗрччӗ тата ку айванла ӑнсӑрт», — ял кулли пуласран ҫеҫ мар, ҫӗр ҫинчи пурнӑҫсӑр пуҫне ниме те ӗненмен юратнӑ хӗрӗ умӗнче тӑрпалтая, шулапи витӗнмен тӑрная юласран шикленсе те хӗсӗнсе илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Доруца хӑйӗн вырӑнне кайса ларнине курсан, Урсэкие те, хута кӗрекен юлташӗсӗр юласран шикленнӗ пек, васкасах ун хыҫӗнчен утрӗ.

А когда Доруца направился к своему месту, Урсэкие поспешно устремился за ним, точно остерегаясь остаться без поддержки товарища.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Куракансем мана алӑсӑр, урасӑр юласран шикленсе асӑрхаттаратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla

Кая юласран хӑранипе мар, ҫамрӑксем тӑрӑхласа кулни вӑтантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хыҫалтисем, мала юласран хӑраса, тата каялла чакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫиелтен тӑлӑп витсе, сирпӗнсе юласран пӑявпа урлӑ-пирлӗ карлакласа ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ху хӑраса ӳкнӗ эсӗ ҫӗрсӗр юласран.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ту енчи мӑрсасем те, кунашкал тискер япалана Хусана илнӗ хыҫҫӑнах темиҫе хутчен курнӑскерсем, лашисене каялла чакарчӗҫ, унтан воевода ҫыннисем палласа юласран хӑрамасӑрах тӑкӑрлӑкалла, ҫуртсем хыҫнелле пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь ӗнтӗ Северьянпа Ятламас ҫур ҫухрӑм пек малалла каймассерен чарӑна-чарӑна тӑчӗҫ, вӗсем Ахтупайпа Эрнепи ытла инҫе татӑлса юласран шикленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗрсӗр юласран хӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӑх умӗнче намӑсра юласран именчӗ пулмалла…

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех