Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Вӑл Исаака та Авраамшӑн — ашшӗшӗн — пур этеме ҫитес пиллӗхне панӑ, халала ҫирӗплетнӗ; 25. пур этеме парас пиллӗхе, халала Иаков пуҫӗ ҫинче ҫирӗплетнӗ: 26. ӑна Вӑл малтанхи ывӑлӗ вырӑнне хурса пилленӗ, ӑна еткерлӗхе ҫӗр панӑ, ҫӗрне пайласа, ӑна вуникӗ йӑха уйӑрса панӑ.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Этеме вилме ҫырнинчен ан хӑра: аслаҫусене, авалтанпа мӗн пулса пынине, пулас ӑрусене мӗн кӗтнине асна ил.5. Не бойся смертного приговора: вспомни о предках твоих и потомках.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Хӑш ҫиле этеме тавӑрмашкӑн пултарнӑ, вӑл вӗрнӗҫемӗн хаярланса пырать, тулашать, 35. вирхӗннӗҫемӗн кӑраланать, хӑйне Пултараканӗн хаярлӑхне ҫырлахтарать.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Этеме пурӑнан пурӑнӑҫра чи кирли — шыв, вут, тимӗр, тӑвар, тулӑ ҫӑнӑхӗ, пыл, сӗт, иҫӗм ҫупкӑмӗн юнӗ, ҫу тата кӗпе-тумтир: 33. таса пурӑнакансемшӗн ҫак япаласем пурте усӑллӑ, ҫылӑхлӑ ҫынна вара ҫавӑ сиен кӳме пултарать.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эмелҫӗ этеме хӑйӗн пӗлӗвӗпе имлет, ӑна чир-чӗртен хӑтарать.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Турӑ этеме пӗлӳ панӑ, Хӑйӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсене курса Хӑйне мухтатӑр тенӗ.6. Для того Он и дал людям знание, чтобы прославляли Его в чудных делах Его:
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӑкӑр мӑйне сӳсменпе чӗн пушӑ, усал чурана тӑлӑпа суран авать; 28. чуруна ялан ӗҫлеттер, ахаль ан тӑтӑр вӑл: ӗҫсӗрлӗх этеме тем тӗрлӗ усала та вӗрентнӗ; 29. хӑйне тивӗҫлӗ ӗҫ патне тӑрат ӑна, итлемесессӗн — сӑнчӑрпа сӑнчӑрла.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Чӳлмек тӑмӗ — чӳлмекҫӗ аллинче, аллинчи тӑмран вӑл мӗн тӑвас тет, ҫавна тӑвать, ҫавӑн пекех этем те — хӑйне Пултараканӗн аллинче, этеме Вӑл мӗн кӑтартас тет, ҫавна кӑтартать.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эрехсӗр мӗн пурӑнӑҫӗ вӑл? ӑна этеме савӑнтарма пултарнӑ.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Кӗвӗҫӳпе ҫилӗ кунҫула кӗскетет, хуйхӑ-суйхӑ этеме вӑхӑтсӑр ватӑлтарать.26. Ревность и гнев сокращают дни, а забота - прежде времени приводит старость.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫын ҫынна ҫилленсе тӑрать, хӑй Ҫӳлхуҫаран сывлӑх ыйтать; 4. хӑй пек этеме хӗрхене пӗлмест, хӑй ҫылӑхӗсене каҫарма тархаслать; 5. хӑй — ӳт кӑна, хӑй ҫилӗ тытать: кам ӑна ҫылӑхӗнчен тасаттӑр?
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсене тӗпчесе ҫитернӗ пекех туйӑнать те этеме — анчах вӑл пуҫланӑ ҫеҫ иккен, вара вӑл чарӑнса тӑрать те — тӗлӗнсех каять.6. Когда человек окончил бы, тогда он только начинает, и когда перестанет, придет в изумление.
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа этеме ҫӗртен пултарнӑ, ӑна каялла ҫӗре кӗртнӗ.1. Господь создал человека из земли, и опять возвращает его в нее.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл этеме унӑн ӗҫне кура сут тӑвать.
Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Турӑ этеме пуҫламӑшӗнчех пултарнӑ та ӑна хӑй ирӗкӗпе пурӑнмашкӑн хӑй аллинех панӑ.14. Он от начала сотворил человека и оставил его в руке произволения его.
Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Этеме вилнӗ кунӗнче ӗҫӗсене кура тавӑрса памашкӑн Ҫӳлхуҫашӑн нимӗн те мар.26. Легко для Господа - в день смерти воздать человеку по делам его.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӑслӑлӑх хӑйӗн ывӑлӗсене ҫӳлелле ҫӗклентерет, хӑйне шыракансене хунтӑлать: 13. ӑна юратакан пурӑнӑҫа юратать, ӑна иртенпех шыракан туп-тулли савӑнӑҫ тупать; 14. ӑслӑлӑх пурри еткерлӗхе ырӑ ят илӗ, кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа ӑна пиллесех тӑрӗ; 15. ӑслӑлӑхшӑн ӗҫлекен Святойшӑн ӗҫлесе тӑрать, ӑслӑлӑха юратакана Ҫӳлхуҫа юратать; 16. ӑна итлекен халӑхсене сут тӑвӗ, ӑна тимлекен шиксӗр пурӑнӗ; 17. кам та кам ӑслӑлӑха шанать, ҫавӑ ӑна еткерлӗхе илет, ӗнтӗ ӑслӑлӑх унӑн тӑхӑмне тивӗҫӗ: 18. малтан вӑл этеме кукӑр-макӑр ҫулпа ертсе ҫӳрет, ӑна шиклентерсе-хӑратса пӗтерет, 19. унӑн чунне шанса ҫитериччен, хӑйӗн йӗркипе сӑнаса тухиччен этеме вӑл ӑстӑн парса тӗрӗслет; 20. кайран вара ун патне тӳрӗ ҫулпа тухать те савӑнтарать ӑна, 21. хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлтерет ӑна.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Туп-тулли ӑслӑлӑх вӑл — Ҫӳлхуҫаран хӑрани; тулли ӑслӑлӑх этеме хӑйӗн ҫимӗҫӗпе тӑрантарать: 17. унӑн кил-ҫуртне мӗн кирлӗ, ҫавна парӗ, кӗлечӗсене хӑйӗн мулӗпе тултарӗ.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫаран хӑрани — Ҫӳлхуҫа тивлечӗ, вӑл этеме юрату ҫулӗ ҫине тӑратать.Страх Господень - дар от Господа и поставляет на стезях любви.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑслӑлӑх тӗнченӗн малтанхи ашшӗне, пӗртен-пӗр пултарнӑ этеме, упранӑ, ӑна пӗтесрен ҫӑлса хӑварнӑ: 2. вӑл ӑна мӗн пуррине пуҫ пулмашкӑн вӑй-хӑват панӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.