Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑвала, Элентей! — хуҫа хӑйӗн эрешлӗ ҫатан урапи ҫине улӑхса ларчӗ.
6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шап-шурӑ чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ хӑй, арки вӗҫӗ эрешлӗ, ҫаннисен вӗҫӗ шӑтӑклаллӑ, кӑкри ҫинче хитре тӗрӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ку — пысӑках мар пӳлӗм, ӑна шалтан эрешлӗ китай пурҫӑнӗпе сӑрнӑ.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпир портри слесарь мастерскойӗн таврашӗнче ӑҫта килнӗ унта сапаланса выртакан эрешлӗ шӑвӑҫ таткисемшӗн тӳпелешнӗ хыҫҫӑн паллашрӑмӑр та туслашрӑмӑр.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Унтан, эрешлӗ тимӗр хӗскӗче илсе, — унпа кальяна кӑмрӑк хураҫҫӗ, — араб ӑна Гента тыттарчӗ.Затем, взяв узорные железные щипцы, которыми кладут уголь в кальяны, араб дал их Генту:
XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кӗмӗл ывӑс ҫинче — хӗрлӗ фарфор сервиз; тепӗр ывӑс эрешлӗ пӑхӑр чӳлмексенчи пловпа, кукӑльсемпе, ӑшаланӑ ҫӑмартапа пӑсланать.
XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӗсен ҫурчӗсем тавра — террасӑсем, аслӑксемпе эрешлӗ юпасем; пур ҫӗрте те фига, финик, кокос пальмисем ӳсеҫҫӗ.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Эпир юлашки картлашкасемпе ансан Поп Дюрока вӑрӑм уҫӑ пачӗ те Дюрок ӑна эрешлӗ тимӗр алӑк ҫӑрине чикрӗ; вӑл чул маччаллӑ ҫурма тӗттӗм канал еннелле уҫӑлчӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Стена ҫумӗнче сулахайра эрешлӗ ылтӑн юпа ҫинче хура статуя тӑрать: куҫӗсене ҫыхса хупланӑ хӗрарӑм, унӑн пӗр ури кустӑрмаран пӳрнисемпе ҫӑмӑллӑн-ҫепӗҫҫӗн перӗннӗ, — хайхискере тӗнӗлӗн икӗ енчен те ҫунатсемпе капӑрлатнӑ, тепӗр ури хыҫалалла тӑсӑлса ҫӗкленнӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Урайне сӑрӑ-сенкер эрешлӗ мрамор плитасем сарнӑ; тип-тикӗс стенасем шнурсемпе тулсах ларнӑ, вӗсем пӗр вӗҫӗнчен теприн еннелле фарфор тыткӑчсем тӑрӑх хӗлӗхсем пек тӑсӑлаҫҫӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хутран-ситрен сулахайран та сылтӑмран ҫутӑ йӑлтӑртатать, арпашӑнчӑк ӳсен-тӑран хыҫӗнчи каплам-каплам эрешлӗ карнизсемлӗ фасада е колоннӑсене кӑтартать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Черчен карӑ-чаршав, вырӑн тавраш, симӗс калпаклӑ электричество ламписем, сенкер эрешлӗ фаянс, хуҫланчӑк сӗтел-пукан, тӗрлӗ тӗслӗ гравюрӑсен чаплӑ пуххи, ҫавӑн пекех нумай ҫул ӳсекен чечеклӗ ӳсен-тӑран нумайлӑхӗ тата мӗн пур пӳлӗмшӗн ҫӳхе француз кавирӗ, — унӑн кӑвак эрешӗсем кӗнеке шкапӗсен кӗленчисенче сӑнланаҫҫӗ, — ҫаксем пурте, мӑн чӳречесенчен хӗвел ӳксе ҫутатнӑскерсем, пӳртре тӳлеккӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ытларах левкойпа шупка хӗрлӗ гвоздика; вӗсен эрешлӗ, ҫутӑ кавирӗсем пирӗн тавра тӑсӑлаҫҫӗ, лайӑх сӑрланӑ, ҫӳллӗ чул карта патӗнче нарциссен пӗчӗк уйӗсемпе вӗҫленеҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Эпӗ ҫинӗ вӑхӑтра старик чӗнмерӗ, вӑхӑт-вӑхӑтпа тимӗр тӑхаллӑ кӗнекине пӑхкалать, ӑнланмалла мар паллӑсем ӳкерсе тултарнӑ эрешлӗ патакпа шӳрпине пӑтраткалать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Тепӗртакран хӑна ҫурчӗн картишӗнчен эрешлӗ хура тӑрантас тухса кайрӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вырӑс купцисемпе мещенсем революциччен пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла лартса тултарнӑ капмар та эрешлӗ ҫуртсене кӑштах курса ҫӳресен, кинотеатра кайрӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ир пуласса аванах кӗтсе илсе, Ленин брошюра планне тума пуҫларӗ (эрешлӗ сӑмахсенчен, ытлашши хӗрсе кайса хӑпартланнинчен хӑпас тесе, вӑл ҫӗнӗ кӗнекине юриех брошюра терӗ).
15 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Хӗвел ҫуттинче ҫакӑн пек эрешлӗ бронза шлемсем йӑлтӑртатса кӑна тӑнӑ.Под лучами солнца бронзовые шлемы с такими украшениями ослепительно блестели.
Шлем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ҫапах та, кайран вӑл тӗлӗнмелле ӑсталанса ҫитрӗ, пӗр-ик сехет хушшинчех кирек епле эрешлӗ пичете те туса хуратчӗ.Но потом он так набил руку, что за час-два мастерил любую ажурную печать.
Чăн чăннисенчен те лайăхрах // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ҫӗре тикӗслесе эрешлӗ тимӗр карта йӗри-тавра тытса тухрӗҫ.
Специалист алла пӑчкӑ тытсан... // А.Сусмет. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 2 с.