Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эрехрен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак япала пурте эрехрен килнӗ, — ӳсӗр пулнӑ эпӗ, — ҫитменнине тата ҫилленсе кайнӑ…

Все это водка наделала, ну и нервы тоже, я думаю.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

6. Вара Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫакӑ ту ҫинче пур халӑхсем валли чи паха апатран, паха эрехрен, шӑмӑ ҫӑвӗнчен тата чи таса эрехрен ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлӗ; 7. ҫакӑ ту ҫинче Вӑл пур халӑхсене витсе тӑракан вителӗке, мӗнпур ӑру ҫинче выртакан вителӗке, тӗп тӑвӗ.

6. И сделает Господь Саваоф на горе сей для всех народов трапезу из тучных яств, трапезу из чистых вин, из тука костей и самых чистых вин; 7. и уничтожит на горе сей покрывало, покрывающее все народы, покрывало, лежащее на всех племенах.

Ис 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ах, йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм, мӗнле ҫепӗҫ сан евӗкӳ! ачашлатӑн та — эрехрен ытларах ӳсӗртетӗн, эсӗ сӗрӗннӗ сӗрӗш шӑрши пур ырӑ шӑршӑран селӗмрех!

10. О, как любезны ласки твои, сестра моя, невеста! о, как много ласки твои лучше вина, и благовоние мастей твоих лучше всех ароматов!

Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Кӑчӑк туртсамччӗ мана, эпир сан хыҫҫӑн чупса кайӑпӑр; патша мана хӑйӗн керменне илсе кӗчӗ — сана мухтавлӑпӑр, саншӑн савӑнӑпӑр, санӑн евӗкне эрехрен мала хурӑпӑр; юратӑва тивӗҫлипе юратаҫҫӗ сана!

3. Влеки меня, мы побежим за тобою; - царь ввел меня в чертоги свои, - будем восхищаться и радоваться тобою, превозносить ласки твои больше, нежели вино; достойно любят тебя!

Юрӑ 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Вӑл мана ҫупӑрласа чуптӑвинччӗ: санӑн евӗкӳ эрехрен те савӑкрах!

1. Да лобзает он меня лобзанием уст своих! Ибо ласки твои лучше вина.

Юрӑ 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те арҫын е хӗрарӑм хӑйне Ҫӳлхуҫана халалласа назорей пулма сӑмах парас пулсассӑн, 3. унӑн вара эрех те, хӑватлӑ шӗвек те ӗҫмелле мар, эрехрен тунӑ сӗрхе те, ӗҫмелли шӗвекрен тунӑ сӗрхе те сыпса пӑхмалла мар, иҫӗм ҫырлинчен хатӗрленине нимӗн те ӗҫмелле мар, чӗрӗ иҫӗм ҫырли те, типӗтнӗ иҫӗм ҫырли те ҫимелле мар; 4. назорей пулса пурӑннӑ хушӑра унӑн нихӑҫан та иҫӗм ҫырлинчен мӗн тунине — вӑрринчен пуҫласа хуппи таранчченех — нимӗн те ҫиес те, [ӗҫес те] пулмасть.

1. И сказал Господь Моисею, говоря: 2. объяви сынам Израилевым и скажи им: если мужчина или женщина решится дать обет назорейства, чтобы посвятить себя в назореи Господу, 3. то он должен воздержаться от вина и крепкого напитка, и не должен употреблять ни уксусу из вина, ни уксусу из напитка, и ничего приготовленного из винограда не должен пить, и не должен есть ни сырых, ни сушеных виноградных ягод; 4. во все дни назорейства своего не должен он есть [и пить] ничего, что делается из винограда, от зерен до кожи.

Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех