Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑтарнӑ (тĕпĕ: шӑтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Атте, — тет Алька, ашшӗне хулпуҫҫинчен тӗксе, — Владик калать, пӗр вӗҫевҫӗн аэропланне пулькӑсем тивсе шӑтарнӑ, тет.

— Папка, — трогая за плечо отца, спросил Алька, — Владик говорит, что у одного лётчика пробили пулями аэроплан.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Анчах лаши ывӑннӑ, начарланнӑ, шашки авӑнса тӗксӗмленнӗ, папахине витӗрех пульӑ шӑтарнӑ, ҫӑлтӑрне ҫурмаран каснӑ, пуҫне чӗркесе ҫыхнӑ.

Только конь худой да усталый, только сабля погнутая, тёмная, только папаха простреленная, звезда разрубленная, а голова повязанная.

Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.

Ҫӳлерех те ҫӳлерех ҫӗкленсе, хулӑнланса, вӗсем хӑйсен типсе хӑрнӑ турачӗсемпе пӗр-пӗрне витӗрех чиксе шӑтарнӑ.

Поднимаясь все выше, толстея стволами, они впивались сухими сучьями в живые стволы и местами насквозь прокололи друг друга.

IV // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Унтан сӑсар килнӗ, аялтан кышласа шӑтӑк шӑтарнӑ, сивве пула хуртсем ҫӳлелле хӗсӗннӗ, аял енчен пыла сӑсар ҫиме тытӑннӑ.

Пришла куница, прогрызла внизу дырку, мороз пожал пчел кверху, а снизу мед стала подъедать куница.

Сӑсар — пыл вӑрри // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 120-122 с.

Ҫӳлте асӑннисем ҫумне отставкӑна тухнӑ театральнӑй капельдинерсене, титулярнӑй советниксене, куҫӗсене чиксе шӑтарнӑ, тутисем шыҫса кайнӑ ҫынсене хушма юрать.

Сюда можно причислить отставных театральных капельдинеров, отставных титулярных советников, отставных питомцев Марса с выколотым глазом и раздутою губою.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Михӗсенчен пӗрне кӑшласа шӑтарнӑ, шӑтӑкӗнчен урайне кӗрпе юхса тухнӑ.

Один из них был прогрызен внизу, и крупа высыпалась из него на пол.

Инкек музыкант // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Тӗпсакайӗнче кӑшласа шӑтарнӑ шӑтӑксем пур.

В потолке подполья были прогрызены дырки.

Инкек музыкант // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Вӑл шӑши тӑнне кӑна ҫухатнине пӗлмен, пӗлнӗ пулсан хӑйӗн ҫивчӗ сӑмсипе унӑн пуҫ шӑммине сӑхса шӑтарнӑ та пулӗччӗ.

Конечно, она не знала, что мышонок только оглушён, а то сейчас же проломила бы ему череп своим острым клювом!

Инкекрен инкеке // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Тӗплӗн пӑхса тухрӑмӑр, такам унӑн пуҫ тӳпине шӑтарнӑ, мимине те ҫисе кайнӑ.

Рассмотрели, — череп у неё прогрызен и мозг выеден.

Шӑши патши // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.

Вара эпӗ кӗреҫе тытрӑм та нимӗн тӑвас килмесӗрех, снаряд ӳксе шӑтарнӑ вырӑна, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр пуҫтарса тӑкнӑ ҫӗре тӑпра сапса, тикӗслеме тытӑнтӑм.

Я взял лопату и без особой охоты принялся засыпать землей воронку от снаряда, наполненную мусором.

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

— Казакӗсем хамӑр хуторсем мар-и? — йӳпсӗнсе ыйтрӗ Пантелей Прокофьевич, пуля нумай пулмасть шӑтарнӑ чӳрече харши ҫинелле тинкерсе пӑхнӑ май.

— Казаки-то не наши хуторные? — поинтересовался Пантелей Прокофьевич, внимательно рассматривая в наличнике окна свежую пулевую пробоину.

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Петро пурнӑҫӗнчи юлашки вӑйӗпе, кӑкӑрӗн сулахай енчи пуля шӑтарнӑ вырӑна ҫатӑрласа тытса, аялти кӗпин ҫухине аяккалла сирсе хучӗ.

Последним в жизни усилием Петро с трудом развернул ворот нательной рубахи, обнажив под левым соском пулевой надрез.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл пуля шӑтарнӑ хулпуҫҫине, сарлака куҫ харшине сиктерсе илчӗ.

Он шевельнул простреленным плечом, шевельнул широкой бровью.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл кӗпине ҫӗклерӗ, сенӗкпе шӑтарнӑ айӑкӗпе хырӑм айне кӑтартрӗ.

Он завернул рубаху, показал пробитый вилами бок и низ живота.

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах шӑтарнӑ вырӑнсем ыратаҫҫӗ, вӗсенче юн чӑмаккаланса кӗвелнӗ.

Но разрывы болели, на них комками запеклась кровь.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сенӗкпе тирсе шӑтарнӑ айӑкӗ чӑтма ҫук пӗҫерсе сурчӗ.

Жарко пощипывал тронутый вилами бок.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий, мӑя пӑвакан кӗпе ҫухине тӳрлетнӗ май, чӳречерен пӑхрӗ те, юра юнпа вараласа, йытӑ йӑваланнине, вилес умӗн хӑрушла асапланса, персе шӑтарнӑ айӑкӗпе тимӗр сӑнчӑра кышланине курчӗ.

Григорий, поправляя ворот душившей его рубахи, увидел в окно, как в снегу, пятня его кровью, катается собака, в предсмертной яростной муке грызет простреленный бок и железную цепь.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каҫ пулса ҫитес умӗн вӑл вите умне хывӑх тӑкса хӑварнӑшӑн тата шыв валашки ҫумне шӑннӑ пӑра катса тасатманшӑн Дуняшкӑна хирсе илме те, Степан Астаховсен сысна аҫи шӑтарнӑ ҫатан картана питӗрме те ӗлкӗрчӗ.

Он уже успел за короткий предвечерний час и Дуняшку выругать за то, что мякину просыпала у катуха и не выдолбила льда из корыта, и лаз заделать, пробитый в плетне боровом Степана Астахова.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тен, тӳрленетчӗ те пулӗ малашне Максимка, анчах Ростов патӗнчи пӗр ҫапӑҫура пуҫне пуля сӑхса кайрӗ те, Максимкӑн кӑвак куҫӗ кӗпи ҫине юхса анчӗ, консерва банкине шӑтарнӑ пек шӑтарнӑ пуҫ чашкинчен юн пӗрхӗнсе сирпӗнчӗ.

Может, и исправился бы Максимка, да в бою, начавшемся на подступах к Ростову, колопнула ему пуля голову, вытек на рубаху голубой Максимкин глаз, забила ключом кровь из развернутой, как консервная банка, черепной коробки.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кле-кле-кле-кле-вззи-и-и! — пӗрремӗш ҫурма рота салтакӗсен пуҫӗсем ҫийӗн, сывлӑша пӑрапа пӑраласа шӑтарнӑ пек, ҫивӗччӗн шӑхӑра-шӑхӑра, хӑрушла ахлатса вӗҫеҫҫӗ снарядсем; унтан пӗр самантлӑха шӑп пулса килет те, хаплатса ҫурӑлнӑ сасӑсем таҫта инҫетре, Стаход шывӗ урлӑ каҫмалли кӗпер ҫывӑхӗнче, илтӗнсе каяҫҫӗ: бах!.. бах!..

Кле-кле-кле-кле-вззи-и-и! — заквохтали с нарастающей силой снаряды, как буравом, высверливая воздух, со скрежетом проносясь над головами солдат первой полуроты; мгновение тишины — и далеко, возле переправы через Стоход, облегчающий гул разрывов: бах!.. бах!..

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех