Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑнса (тĕпĕ: шӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ, ватӑла-киле, шӑнса ан пӑсӑлтӑр тетӗп-ҫке.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, аслӑ ҫул ҫинчи шӑнса ларнӑ ҫӗр кӳмерккисем ҫинче такӑнкаласа, Чӑваш Яшми еннелле утать.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫумӑрсем хыҫҫӑнах сивӗтсе пӑрахрӗ те, ҫӗр ҫав хальлӗнех шӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тилӗ ҫӗлӗкӗ Захар Петрович ывӑлӗпе тарҫи хӑйӗнчен мӑшкӑллани, килӗнчи тарҫипе аппӑшӗ, вӑл шӑнса вилтӗр тесе, хӑйне юри хапха уҫса кӗртменни, ашшӗ вилес умӗн темиҫе минут ҫеҫ ун патӗнче кӳршӗре пулни, ӑна аппӑшӗпе тарҫи пӗр-пӗринпе каварлашса вӗлерни ҫинчен ӗнентерсе калама хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унчченех шӑнса вилмӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, ҫак пӑр сӑвая килсе ан ҫаптӑр тесе, пакурпа ун ҫулне айккинерех пӑрса яма тӑчӗ, анчах шутланӑ пек пулмарӗ: шӑнса ларнӑ ҫӑпати пӑрлӑ хӑма ҫинче шуса кайрӗ те, карлӑкран та, сӑвай юпинчен те тытса ӗлкӗреймерӗ — ури-аллисене чармакласа, Палас тӗпне чӑмрӗ…

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑнса йӗпеннӗ хыҫҫӑн, ӗҫ пӗтнӗ тӗле, вӑл пире валли мунчине хуттартӑр.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӗлтӗрсенче миҫен ӗҫленӗ? — шӑнса пӑсӑлнӑ сасӑпа ыйтрӗ тахӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук, шиклӗн те хӑюсӑррӑн каччӑ алли ҫине таянса, урипе кимӗ тӗпне пусрӗ, шӑнса кӑвакара пуҫланӑ пичӗ хуллен хӗрелсе тӗлкӗшме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ыттисем ейӳ сарӑлма пуҫласанах кайрӗҫ, — шӑнса хытӑрканипе пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе тавӑрчӗ Хветут.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑкшан тӑрӑхне ҫитсен Кӗркке темиҫе кун вырӑнпах выртрӗ, вӑл икӗ талӑк Атӑлпа анса шӑнса пӑсӑлнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пытармарӗ, ӑҫта шӑнса пӑсӑлнине те, мӗнле вилнине те каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ним мар шӑнса вилетӗр ак.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ав киммӳ пӑрланса шӑнса ларма пуҫланӑ…

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑнса пӑсӑлас тетнем?

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑнса ӗнтӗркенипе-ши е чунӗпе лӑпланаймасӑр вӗҫӗмсӗр макӑрчӗ, макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лекме ан тӑрӑшӑр, шӑнса вилетӗр, — асӑрхаттараҫҫӗ лешсем.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата батарейӑсенче ӑшша насуспа хӑваламалла тунисен те пӳрт-ҫуртра самаях шӑнса ӗнтӗркеме лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen

Паҫӑр хӑйӗн йӑвинче ним шарламасӑр выртакан Улаҫка йытӑ пӳрт алӑкне чакӑртаттарчӗ, паллах, шӑнса кайнӑ вӑл, пӳрте кӗртме ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Ҫанталӑк сивӗтнӗрен сивӗтрӗ, ӑна эпӗ чӳрече мӗнле шӑнса ларнинченех куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех