Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: чӗрӗ юлас тесессӗн, шӑматкун ҫӗклем йӑтса ан ҫӳрӗр, Иерусалим хапхисем витӗр йӑтса ан кӗрӗр, 22. шӑматкун хӑвӑр ҫуртӑртан ҫӗклем йӑтса ан тухӑр, шӑматкун нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, шӑматкуна Эпӗ сирӗн аҫӑрсене хушнӑ пек тасалӑх тивлечӗ кӳрсе тӑрӑр, 23. анчах аҫӑрсем итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхине чикмерӗҫ, чурӑс пулчӗҫ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Манӑн сӑваплӑ кунӑмра шӑматкуна уяса уруна хӑвӑн еккӳ хыҫҫӑн кайма тытса чарсассӑн, шӑматкуна хӑвӑн савӑнӑҫу, Ҫӳлхуҫанӑн таса, чыслӑ кунӗ тесессӗн, ӑна чысласа аллуна кулленхи ӗҫе тытмасассӑн, кӑмӑлу хыҫҫӑн каймасассӑн, сӑмах-юмах вакламасассӑн, 14. эсӗ Ҫӳлхуҫа урлӑ савӑнӑҫ курӑн, Эпӗ сана ҫӗр тӳпине хӑпартӑп, Иаков аҫу ҫӗрӗн ҫимӗҫӗпе тӑрантарӑп: ҫакна Ҫӳлхуҫа чӗлхи-ҫӑварӗ каланӑ.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Урӑх йӑхсен ывӑлӗсене — Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ятне юратма, Унӑн чурисем пулма Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ ывӑлӗсене — шӑматкуна ирсӗрлетесрен сыхланакансене, Манӑн халала ҫирӗп тытакансене пурне те 7. Эпӗ Хамӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫине илсе килӗп, вӗсене Хамӑн кӗлӗ Ҫуртӗнче савӑнтарӑп; вӗсен парнисем — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнисем те, ытти парнийӗ те — парне вырӑнӗ ҫинче Маншӑн кӑмӑллӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Манӑн Ҫуртӑма мӗнпур халӑхсенӗн кӗлӗ Ҫурчӗ тейӗҫ.
Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хайрансем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн шӑматкуна уякансене, Маншӑн юрӑхлине суйласа илекенсене, Манӑн халала ҫирӗп тытакансене 5. Эпӗ Хамӑн Ҫуртӑмра, Хамӑн килӗмре ывӑлсемпе хӗрсенчен лайӑхраххине — нихӑҫан пӗтмелле мар ӗмӗрлӗх ят — парӑп.
Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫапла тӑвакан ар, ҫакна ҫирӗп тытса тӑракан, шӑматкуна ирсӗрлӗхрен упракан, аллине усал ӗҫ тӑвасран тытса чаракан этем ывӑлӗ телейлӗ.
Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Шӑматкуна] асӑнса.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир вара шӑматкуна ирсӗрлетсе Израиль ҫине тата вӑйлӑрах ҫилӗ ҫитеретӗр, терӗм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ вара ятлӑ-сумлӑ иудейсене хытах асӑрхаттартӑм: мӗншӗн эсир усал ӗҫ тӑватӑр, шӑматкуна ирсӗрлететӗр?
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ӳкӗтлесе каланӑ пек, шӑматкуна уяма астуса тӑр; 13. ултӑ кун ӗҫле, хӑвӑн пур тӗрлӗ ӗҫне туса тӑр, 14. ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, шӑматкун пултӑр: [вӑл кун] эсӗ ху та, ывӑлу та, хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, вӑкӑру та, ашаку та, пур тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхӳ те, ютран килнӗ ҫын та, сан патӑнта пурӑнаканскер, нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, санӑн арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, [ашаку та] сан пекех канччӑр; 15. ан ман, [эсӗ] Египет ҫӗрӗнче чура пулнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе сана унтан илсе тухнӑ, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана шӑматкуна уяса, [упраса тӑма] хушнӑ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: 13. Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Манӑн шӑматкунӑмсене уяса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн ку — Эпӗ сире тасалӑх тивлечӗ парса тӑракан Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлтерсе тӑмашкӑн Манпала сирӗн хушшӑмӑра сыпӑкран сыпӑка хунӑ хӑват палли; 14. шӑматкуна уяса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн сӑваплӑ: кам ӑна ирсӗрлентерет, ҫавна вӗлермелле туччӑр; кам ҫав кун ӗҫ ӗҫлет, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерччӗр; 15. ултӑ кун ӗҫ ӗҫлеччӗр, ҫиччӗмӗшӗ — канӑҫлӑх шӑмачӗ, ӑна Ҫӳлхуҫана халалланӑ: шӑматкун ӗҫ ӗҫлекен кирек хӑш ҫынна та вӗлерме тытса паччӑр; 16. Израиль ывӑлӗсем шӑматкуна упраччӑр, ӗмӗрлӗхе панӑ халал вырӑнне хурса, сыпӑкран сыпӑка уявласа тӑччӑр; 17. ку — Манпа Израиль ывӑлӗсем хушшине ӗмӗрлӗхе хунӑ паллӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа тӳпепе ҫӗре ултӑ кун пултарнӑ, ҫиччӗмӗш кунне канлӗхлӗ, канӑҫлӑ тунӑ, тенӗ.
Тух 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Шӑматкуна уяма астусах тӑр; 9. ултӑ кун ӗҫле, [ҫав кунсенче] хӑвӑн мӗнпур ӗҫне ту; 10. ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, шӑмат пултӑр: ҫавӑ кун эсӗ хӑв та, санӑн ывӑлу та, хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, [вӑкӑру та, ашаку та, пур тӗрлӗ] выльӑху-чӗрлӗхӳ те, санӑн ҫуртӑнта пурӑнакан ютран килнӗ ҫын та нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, 11. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа тӳпепе ҫӗре, тинӗсе тата унта мӗн пуррине пурне те ултӑ кун хушши пултарнӑ, ҫиччӗмӗш кунне канлӗхлӗ тунӑ; Ҫӳлхуҫа шӑматкуна ҫавӑнпа пилленӗ, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2