Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урампа пуҫне усса пырсан-пырсан, Тамара хирӗҫ вашкӑнса хӑпаракан шӗвӗрккене, Левенӗн Сантӑр ятлӑ шӑллӗне, тӗл пулать.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Теприсен килӗнче икӗ шӗвӗр, арҫын ачасем, ҫенӗк умӗнчи пусма картлашки ҫине ларнӑ та, пиччӗшӗ шӑллӗне хӑйма ҫитерет.
7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Малтанах Николайпа унӑн Владимир Досталь (каярахпа продюсер тата кинорежиссёр пулса тӑнӑскере) шӑллӗне Нина Владимировна ашшӗн йӑмӑкӗ пӑхса ӳстернӗ, 1958 ҫултанпа — Наталья Андросова (ҫуралнӑ чухне — Искандер княжна) амаҫури амӑшӗ.
Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87
Мӗнле пиччӗшӗ тата хӑйпе пӗрле шӑллӗне илсе ҫӳремӗ.
1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Ҫӗҫӗпе чикнӗ чухнех палланӑччӗ Ҫӗпритун шӑллӗне, анчах тӗттӗмре васканипе хӑй ӗҫне тӗплӗ тӑваймарӗ — ҫак упа тӑлӑпех чӑрмантарчӗ ӑна шӑллӗне чӗри тӗлӗнчен тӗллесе чикме.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Яка пӑр ҫине лартса хӑварӗҫ-ха сана ваттисем, — шӑллӗне шеллерӗ аппӑшӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Элле эсӗ хӑв пек ҫамрӑксене курмастӑн, Хӗветӗр? — терӗ вӑл, шӑллӗне асӑрхаттарнӑ пек.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Лайӑх юлташ эс, Иван, — терӗ сержант, пиччӗшӗ шӑллӗне канаш панӑ пек.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Унтанпа ҫамрӑклах кино юратма вӗреннӗ Толик амӑшне савӑнсах пулӑшма пуҫларӗ — кунне темиҫе хутчен вӑл хӑй ирӗкӗпе лупасай ҫине хӑпаратчӗ — чӑх йӑвисене тӗрӗслеме, май пулсан хӑйӗн тата хӑш-пӗр чухне шӑллӗне — Венькана валли кино курма мӑшӑр ҫӑмарта пытарса хӑваратчӗ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Ак ку шурути, ҫакӑ хурхуххи, яшкара иккӗшӗ те лайӑх, — вӗрентет Толик шӑллӗне.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анчах хӗрача каялла, пӗчӗк шӑллӗне алла тытса, вупӑр карчӑкӗ хӑваланинчен хӑтӑлма тӑрӑшса тарса килнӗ чух тулли юхан шыв ӑна каҫса кайма ҫул уҫса парать, кайӑк ӑна сывлӑш тӑрӑх ҫӗклесе пырать, йывӑҫсем хӑйсен тураттисене пуҫтарса илеҫҫӗ, тусем, хӗрачапа шӑллӗне ирттерсе яма, вырӑнтан хускалса пӑрӑнаҫҫӗ, унтан вупӑр карчӑк ҫулӗ ҫинче иртсе каймалла мар стена пек пулса тӑма каллех пӗрлешеҫҫӗ…
18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ӑна пӗр юмах аса килчӗ: пӗр хӗрача вупӑр карчӑкӗ вӑрласа кайнӑ хӑйӗн шӑллӗне шырама каять.
18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Васкаса авлантарасси ҫавӑнтан килет: ҫуркунне карчӑкпа старик хӑйсен кӗҫӗн ывӑлне, Думитру шӑллӗне, салтака ӑсатаҫҫӗ, ҫапла вара иккӗн ҫеҫ тӑрса юлаҫҫӗ.
XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӑл шӑллӗне питӗ вӑрҫтарма юрататчӗ.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
— Ҫапла, начар, — шӑллӗне ҫирӗпреххӗн ҫупӑрларӗ Кирик.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Татти инке вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ шӑллӗне (ӑна Герасим Федотович Иссар кукка тесе чӗннӗ) Севетех качча илтерчӗ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Тарас Кӗркури шӑллӗне, Мишшана, аса илчӗ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Тарас крыльца ҫине тухрӗ те симӗс пальто тӑхӑннӑ хӗре тата Кӗркури шӑллӗне Мишшӑна асӑрхарӗ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
— «Еркиней, асту, ӑйӑр ытла хастар, Ҫӑварлӑхпа касмӑкласа мӗн пур вӑйпа кастар», Тет пиччӗшӗ шӑллӗне, ҫивӗчине, Хӑй юлать кӳмме кутне тепӗр шӑллӗпе.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Хашкана ернӗ пулин те Кирук ниҫта та чарӑнса тӑмасть — унӑн вӑхӑт та ҫук: шӑллӗне вилӗмрен ҫӑлса хӑвармалла.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.