Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ганко, ӗҫне пӗтернӗ май, кӑпӑкне ҫуса тасатрӗ, тирпейлӗх хакне тӑман пит шӑллипе питне шӑлса илчӗ те Базуняка ҫӗмрӗк куҫ кӗски парса: — Ну, сывлӑхна пытӑр! — терӗ.
VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Врач кухньӑна тухрӗ, шуралса кайнӑ, пӑхма лӑпкӑ, ҫаннисене тавӑрнӑ хӑй, ал шӑллипе шӑлӑннӑ май вӑл ним чӗнмесӗр ларакан Давыдов тусӗсен ыйтӑвне ответлерӗ:
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шутласа кӑлартӑм вара: виҫӗ кӗренкеллӗ кире пуканне ал шӑллипе чӗркерӗм те, Поликарп кил картине йӑпшӑнса кӗтӗм, вӑл ан илттӗр тесе, ҫаруран утрӑм, вара, вӑл уссине пӗтӗркеленӗ вӑхӑтра, эпӗ ӑна ӗнсерен пӗтӗм вӑйпа шаплаттартӑм.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кӗпе ҫухине ярханах ярса, ҫӳҫне тӑмаласа, йӗп-йӗпе тара ӳксе, вӑл яри уҫса хунӑ чӳрече умӗнче сӗтел хушшинче ларать, кӑкӑрӗ тата ҫурӑмӗ ҫинчи тарне ал шӑллипе шӑла-шӑла илет, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, чӳрече урлӑ сӗвенсе, пуҫӗ ҫине кӑкшӑмран шыв ярать, киленнипе лӑпкӑн хӑрлата-хӑрлата илет.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1
- 2