Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлкаласа (тĕпĕ: шӑлкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пичче хура мӑйӑхлӑ тутине, аллисене питшӑллипе шӑлкаласа сӗтел хушшинчен тухнӑ чух ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мана курсан, пичче ман пата кулкаласа пычӗ, шурӑ кӗпе ҫаннипе ӑшӑрханӑ пит-куҫне шӑлкаласа илнӗ хыҫҫӑн тӑрӑхласа ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мана пуҫран шӑлкаласа илетчӗ те ҫӑпатине тирме тытӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Санӑн ҫынсен умӗнче ҫӗрулми ҫисе сухална шӑлкаласа лармалла ҫеҫ тет.

А ты перед ними будешь уплетать эту картошку, хвалить и бороду потирать.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сетруна армутирен ҫыхнӑ шӑпӑрпа ун-кун шӑлкаласа илнӗ те каллех аппӑшӗ патне пынӑ.

Сетруна с готовностью схватила полынный веник и, махнув им раза три по углам, снова прильнула к сестре.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ёнер Иван Петрович патӗнче хӑнара пултӑм, — тет тиек пӑртакран тутисене шӑлкаласа.

— Вчера я в гостях у Ивана Петровича был, — довольно утирая губы, говорит наконец дьяк.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эсӗ хӑвӑн тракторупа гектар хыҫҫӑн гектар сухалатӑн, ҫул хӗрринче аҫу савӑнса, сухалне шӑлкаласа тӑрать, пӗрремӗш хут трактор курнӑ пек чупса тухать, унтах тата хӗр тантӑшсем, енчен-енне куҫса, плуг хыҫҫӑн ҫур ҫухрӑм тӑршшӗ утса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла Алексей таврӑнать иккен, — терӗ вӑл, саппун аркипе куҫҫулне шӑлкаласа.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗчӗк ача евӗр хӗпӗртесе ӳкнӗ Петӗр ӗнтӗ машини патӗнчен хӑпа пӗлмест, паян ҫеҫ машинӑпа ҫӳреме ирӗк илнӗ пек, ӑна тӑла татӑкӗпе шӑлкаласа кӑна тӑрать.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй, сухалне шӑлкаласа, ҫемҫен кулчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне лашине чарсан, вӑл аран-аран лав ҫинчен анчӗ те, тумтирне тусантан шӑлкаласа, укӑлча патнелле уксахласа утрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тукай мӑрса манчӗ пире, хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннисене ниҫта та чӗнмест, — кулса мӑйӑхне шӑлкаласа калаҫрӗ ватӑ хусах.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Килӗшетпӗр! — терӗҫ стариксем сухалӗсене шӑлкаласа.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Старик кӑшт кулса сухалне шӑлкаласа илчӗ, унтан хӑйӗн сӑмахне малалла тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӗвӗр сӑмсаллӑ хыткан арҫын куҫлӑхне сӑмси вӗҫнерех сиктерсе лартрӗ те мӑйӑхне пӳрне вӗҫӗсемпе шӑлкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ну, Тукай абзы, — тутине шӑлкаласа сӗтел хушшинчен тухрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курчӗҫ боярсемпе думнӑй ҫынсем — Крым элчи аслӑ князь кунашкал хуравласса кӗтменччӗ, вӑл аптранӑ енне сухалне ҫеҫ шӑлкаласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫитет, — терӗ упӑшки мӑйӑхне шӑлкаласа.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Краснов, хӗрлӗ мӑйӑхне вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн аллине шӑлкаласа, хӗрӳленсе каларӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑрӑм ҫӳҫне шывпа йӗпеткелерӗ те ик аллине шӑлкаласа якаткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех