Шырав
Шырав ĕçĕ:
Артур усӑнса аннӑ шӑлан чечекне татса илчӗ те ӑна хытӑ чӑмӑртаса тытрӗ.Артур сорвал несколько цветков с упавшей ветки наперстянки и нервно теребил их в руке.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫав вӑхӑтра тайгара пур ҫӗрте те шӑлан йывӑҫҫи чечеке ларнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Козельцов Владимир каснӑ-лартнӑ пиччӗшӗ пек, Михаил пек, пулнӑ, халь кӑна ҫеҫкене ларнӑ розанпа ҫеҫкине тӑкнӑ шӑлан йывӑҫҫи пӗр евӗрлӗ пулнӑ пекех, пӗр пек пулнӑ вӗсем.
6 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Йӗри-тавра анлӑ ҫаран, халӗ ҫаран ҫинче хӑмӑрланнӑ курӑк та хӑш-пӗр тӗлте типе пуҫланӑ шӑлан йывӑҫҫи тӗмӗсем курӑнкалаҫҫӗ.
Ҫаран ҫинчи парӑс // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
— Шӑлан нумай лармасть, часах тӑкӑнать, — тет Нюра.
Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
— Ту айӗсенче шурӑ чечекпе шӑлан пур-ха.
Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫаран ҫинче темӗн чухлӗ чечек: шурӑ салтак тӳмисем йӑлтӑртатаҫҫӗ, хирте ҫитӗнекен цикори кӑн-кӑвак чечек кӑларнӑ, шӑлан чечекӗ хӗп-хӗрлӗн ялкӑшать.
Ӗнесене киле илсе кайма хатӗрленеҫҫӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Чӑнах та ҫу илемлӗ вӗт: кӗтмел ҫырли хӗреле пуҫларӗ, ӑвӑс кӑмпи, шӑлан ҫырли, хыр кӑмпи хӗрелчӗҫ.Ведь и впрямь красное: подосиновик закраснел, шиповник, рыжики.
Власьевна вӑрманта мӗнле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Йывӑҫ ҫулҫисем шанса кайнӑ пирки аялалла усӑнса тӑраҫҫӗ, симӗс курӑк вара, типсе, шӑлан йывӑҫҫи пек йӗпленсе кайнӑ.Даже листья на деревьях сморщились, поникли, а зеленая травка стала сухой, колючей, как шиповник.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Шӑлан йывӑҫҫипе нӳрлӗ курӑк шӑрши кӗре пуҫларӗ…
14 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Упасаррисемпе шӑлан йывӑҫҫин йӗплӗ хуллисем тӗл пулаҫҫӗ, ҫула пӳлеҫҫӗ, чӑрмантараҫҫӗ.
9 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Пысӑк культурӑллӑ ӗлӗкхи халӑхсем ҫывӑх ҫынсене чечексемпе (пуринчен ытла сарпуҫ ятлӑ чечексемпе, ҫамрӑк хӗрсене шӑлан чечекӗсемпе) ӑсатнӑ.
Вилӗм, пытару тата асӑну // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вырӑнӗ-вырӑнӗпе мӑй таран хӑях, аяккисенче тӗммӗн-тӗммӗн хӗрлӗ шӑлан палӑрать, ҫырли хӗп-хӗрлӗ пиҫсе ҫитнӗ.
XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Юлашки паллӑ, йывӑҫ ҫине пекӗпе чавса тунӑскер, вӑрман чӑтлӑхне каймаллине кӑтартать, унта шӑлан ҫырли тӗмӗсем, хӑрӑк туратсем, тӑвӑлпа хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫсем ҫула пӗтӗмпех пӳлсе хуна.
38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Вӑл сӑскипе шӑлан ҫырлин тӗксӗмрех хӗрлӗ ҫырлисене ҫаклатса илесшӗн пулчӗ те, унӑн тӗрексӗр сӑски йӗпсенчен ҫакланчӗ, вара вӑл урисемпе тапӑртатма, ятлаҫма пуҫларӗ:
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӗрлӗрех сарӑ тата кӗрен тӗслӗ ир пиҫсе ҫитекен кавӑнсем, ҫутӑ сарӑ дыньӑсем, пӑрӑҫсен хӗрлӗ ҫыххисем, пирсем ҫине сарнӑ хура-хӗрлӗ кизилсем, шӑлан ҫырлисен коралл куписем тата терновник ҫырлисен тӗксӗм кӑвак куписем, инжирӑн симӗс-сарӑ та хура ҫыххисем тата гранатсен тӗксӗм хӑмӑр чӑмӑрккисем ҫурт виттисен тайлӑмӗсене илемлетсе тӑраҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Кил-ҫуртсем хысака ларса тухнӑ, кӑшт аяларах виноградниксемпе табак лаптӑкӗсем илемлӗн чӑпарланса лараҫҫӗ, ҫырмара йӗплӗ хулӑпа кизил тӗмӗсем тата шӑлан йывӑҫҫисем ӳсеҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Анчах та хӗрарӑм юрпа витӗннӗ тӗмескесем ҫине, йывӑҫ тӗммисем ҫине, кӗркуннеренпех унта та кунта упранса юлнӑ шӑлан ҫырлисен хӗрлӗ пӗрчисем ҫине пӑхман.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫӳҫӗсене вӗсем пилеш сапаккисемпе илемлетнӗ, мӑйӗсенче шӑлан ҫырлинчен тунӑ шӑрҫасем, — Алеша сӑртӗнче йӗрки ҫакӑн пек пулнӑ.
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл унӑн пуҫне тутӑрпа ҫыхнӑ, мӑйне пилешпе шӑлан ҫырлинчен тунӑ шӑрҫа ҫакса янӑ, ӑна ача пек ачашланӑ, унпа хӑйӗн тусӗ пек калаҫнӑ, ун-шӑн чирлӗ ҫыншӑн макӑрнӑ пек макӑрнӑ.
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.