Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑл сăмах пирĕн базăра пур.
шӑл (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Полли мӑнаккӑшӗ пурҫӑн ҫип вӗҫне ункӑ турӗ, ӑна ыратакан шӑл ҫине тӑхӑнтарса хытӑ туртӑнтарса лартрӗ, тепӗр вӗҫне кравать пуҫӗнчен ҫыхрӗ; унтан ҫунакан вутпуҫҫине ярса тытрӗ те ӑна ачан сӑмси патнех илсе пычӗ.

Тетя Полли сделала из шелковой нитки петельку, крепко обмотала ею больной зуб, а другой конец нитки привязала к кровати, потом, схватив пылающую головню, ткнула ею чуть не в самое лицо мальчику.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав вӑхӑтра шӑл тӑпӑлтармалли япалисем те килсе ҫитрӗҫ.

Орудия для удаления зуба были уже наготове.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Шӑл?

— Зуб?

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Чӑнах та, Полли мӑнанка, мана пӳрне йӑлтах хӑрса кайнӑ пекле туйӑнчӗ, ҫав тери ыратрӗ те, эпӗ шӑл ҫинчен манса та кайрӑм.

— Тетя Полли, мне показалось, что это гангрена, и было так больно, что я совсем забыл про свой зуб.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ку ӗнтӗ питех вырӑнлӑ пулчӗ, вӑл йынӑшсӑ яма тӑнӑччӗ ҫеҫ, унан пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: шӑл ыратать тесе ҫӑвар уҫсанах, мӑнакка ҫавӑнтах шӑла тӑпӑлтарса кӑларать, — ку, паллах, ыраттарать ӗнтӗ.

Поздравив себя с удачей, Том уже собрался было застонать для начала, как вдруг ему пришло в голову, что, если он явится к тетке с такой жалобой, она просто-напросто выдернет ему зуб, а это очень больно.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Айвансем вӗсем сахалах пулмарӗҫ: арҫын ачасем пӗрмаях хӳме патне пыра-пыра тӑчӗҫ, — шӑл йӗрсе калаҫмашкӑн пычӗҫ те ӗҫлеме тӑра-тӑра юлчӗҫ.

За ними дело не стало: мальчики ежеминутно пробегали по улице; они подходили, чтобы посмеяться над Томом, — и оставались белить забор.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сӑнарлӑ тӑвас тенӗ пулӗ те автор, анчах сӑмах купи ҫеҫ пулса тухнӑ: «Усал кӑмӑлӗ Антун арӑмне (?) йӗнерлесе утланчӗ те: атя шӑл ҫыртса, алӑ чӑмӑртаса, харкашма каятпӑр!» — тесе тинкине кӑларчӗ» (8 стр.).

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

«Сивӗ шатрипе» чирлесе шӑл шаккатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Шӑл тунисем чирлӗ пулсан ҫӑвара алоэ сӗткенӗн 50 процентлӑ шӗвекӗпе чӳхемелле е тин юхтарнӑ 1 чей кашӑкӗ сӗткенне сӗтпе хутӑштарса кунне 3 хут ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Хе-хе-хе, — те шӳт турӗ, те шӑл ерчӗ Яков.

— Хе-хе-хе, — то ли шутил, то ли откровенно смеялся над ней Яков.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Пылчӑкӗ шӑл хушшине ларса юлать, — шӳт туса калаҫрӗ Алексей.

Вся вкуснятина остается в зубах, — шутил Алексей.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

С витамин (аскорбин йӳҫекӗ) ҫитменнине час-часах шӑнса пӑсӑлни, шӑл тунисем юнӑхни, сурана вӑрах ӳт илни, ыйхӑ пӑсӑлни систереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Кикенӗн типӗ тымарӗнчен хатӗрленӗ порошока ҫӗҫӗ вӗҫӗпе /шӑрпӑк вӗҫӗнчен ытларах мар/ илсе чирлӗ шӑл ҫине хуни ыратнине чакарать.

Куҫарса пулӑш

Кикен — алкоголь тӑшманӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Шӑл ыратсан

Когда болит зуб

Кикен — алкоголь тӑшманӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Улатӑпа /горлица/ — вӑрман кӑвакарчӑнӗ, унӑн вӑрӑм чӗрне те, вичкӗн шӑл та ҫук, ҫавӑнпа ӑна Турӑ упрать теҫҫӗ.

Горлица - лесной голубь, у нее нет длинных ноготков, острых зубов, говорят, поэтому ее Бог бережет.

Тӗллев — лайӑхрах пуласси // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫӗнӗ хулари шӑл тухтӑрӗ Николай Розов пулӑшнипе тепре кӑларма май пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Ентешӗсене шӑл ыратнинчен, ҫӑпан-юханран халӑх мелӗпе сипленӗ тата вӑл.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Малтанхи вӑхӑтра икӗ ҫулта шӑл тасатма пуҫламалла тетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫак тапхӑрта Юрий Александрович шӑл тухтӑрӗсен ӗҫ условийӗсене лайӑхлатас, пациентсен кӑмӑлне туллин тивӗҫтерме май паракан условисем туса хурас тӗлӗшпе нумай ӗҫ пурнӑҫланӑ, ку енӗпе халӗ те куллен ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Чӑваш Ен стоматологӗсем ӑсталӑхӗпе, пултарулӑхӗпе Челябинск, Белгород, Омск, Волгоград, Мускав, Екатеринбург хулисенчен, ытти хуларан килнӗ шӑл тухтӑрӗсенчен иртме пултарнинче, паллах, «Дент-а-мед» клиника ертӳҫин тӳпи пысӑк: Юрий Зорин тӗп тухтӑр ӗҫ-хӗле йӗркелеме пӗлнинчен, коллективри кашни ӗҫчене пулӑшса пынинчен тухтӑрсем вӑл е ку енӗпе ҫитӗнӳ тӑвасси нумай килет.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех