Шырав
Шырав ĕçĕ:
Будкӑра яланах унӑн учетчици — ҫамрӑк хӗрача ларать — унӑн сӑмсине те, пит ҫӑмартисене те чӗкеҫ шатри пусса илнӗ.
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Илемлисен пурин те чӗкеҫ шатри пулмасть, чӗкеҫ шатри вӑл — ҫурхи чечек, ҫавӑнпа унтан ҫеҫпӗл шӑрши кӗмелле те.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Агафонӑн чечче шатри путӑк-путӑк йӗрлесе пӗтернӗ пичӗ-куҫӗ тӑрӑх шупка йӗрсем тӗмпӗл-тӗмпӗл улаланса тухрӗҫ.У Агафона по изрубленному оспою лицу пошли бледные матежины.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн тӑрӑхларах питҫӑмартисене вӗтӗ чӗкеҫ шатри тапса тухнӑ, чӑпар сӑнӗ-пичӗпе вӑл чакак ҫӑмартине аса илтерет.Мелкие веснушки густо крыли ее продолговатые щеки, пестрым лицом она напоминала сорочье яйцо.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
18. Камӑн та пулин ӳт-тирӗ ҫине ҫӑпан тухнӑ пулсассӑн, кайран тӳрленнӗ пулсассӑн, 19. ҫӑпан вырӑнне шурӑ шыҫӑ е шурӑ шатра, е хӗрлӗрех шатра тухса ларсассӑн, унӑн священник патне пымалла; 20. священник ӑна пӑхса тухӗ, шатри тир айне кайнӑ пулсассӑн, ҫӑмӗ те шуралнӑ пулсассӑн, священник ӑна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ, вӑл ҫӑпан вырӑнӗнче чӗрӗлсе кайнӑ; 21. священник суран ҫинчи ҫӑмӗ шуралманнине, суранӗ те тир айне кайманнине, ҫитменнине тата суранӗ кӑшт ҫеҫ палӑрнине курсассӑн, ҫав ҫынна ҫичӗ куна хупса лартӗ; 22. суранӗ ӳт тӑрӑх питӗ сарӑлса пыра пуҫласассӑн, священник ҫак ҫынна таса мар тейӗ: ку — суран чир; 23. суран пӑнчи хӑй вырӑнӗнчех юлсассӑн, сарӑлмасть пулсассӑн, ку ҫӑпан пиҫӗхни анчах, священник ҫав ҫынна таса тейӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2