Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шарламарӗ (тĕпĕ: шарла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анне мана нимех те шарламарӗ, пускилсем вара тӗлпулсан чи малтанах ман ҫивӗтсем ҫине пӑхатчӗҫ.

Мать меня не упрекала, зато соседи мою косу так и сверлили взглядом.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Анне те ҫакна пӗлнӗ пулӗ тетӗп, анчах макӑрнӑ чух вӑл ун пирки ним те шарламарӗ, ҫапла пӳрнӗ пулӗ тесе шутларӗ пулас.

Думаю, что известно, но она ничего не сказала, только плакала, — видимо, считала, что так и следует.

XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Антип Грач Титокӑн ырханланса кайнӑ вӑкӑрӗсемпе ӗҫлерӗ, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чухне хӑй мӗн чухлӗ сухалани ҫинчен нимӗн те шарламарӗ; апатланнӑ хыҫҫӑн ун арӑмӗ, вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканскер, вӑкӑрсене тухакан ултӑ кӗрепенке концентрата арки ҫине хурса, вӗсене аркӑ вӗҫҫӗн ҫитерчӗ; Антипӗ тата, апатран юлнӑ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене те пулин — вӑкӑрӗсене ҫитерме — кив питти сарӑмӗ ҫинчен арӑмӗн арки ҫине силлесе пачӗ.

Антип Грач работал на отощавших Титковых быках, когда полудновали — промолчал о том, сколько вспахал; после обеда жена его, работавшая с ним погонычем, кормила быков своей упряги из подола, насыпав туда шесть фунтов причитавшихся быкам концентратов; а Антип даже хлебные крохи, оставшиеся после обеда, смахнул с ватолы, высыпал жене в подол — быкам на подкормку.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пирӗн пекарь шарламарӗ.

Наш пекарь не отвечал,

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Челкаш: шарламарӗ.

А Челкаш молчал.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Анчах Гаврила чӑтрӗ, пӑспа ӗҫлекен машина пек хашкарӗ, нимӗн те шарламарӗ, Челкаш ҫине куҫ айӗн ҫеҫ пӑха-пӑха илчӗ.

Но он сдерживался, пыхтел, как паровик, и молчал, исподлобья кидая взгляды на Челкаша.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Арман хуҫи шарламарӗ, ҫӑварне шыв сыпнӑ пек чӗмсӗрленсе ларчӗ.

Мельник молчал, точно воды в рот набрал.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Санька шарламарӗ.

Санька молчал.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька нимӗн те шарламарӗ.

Санька усмехнулся и ничего не ответил.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька нимӗн те шарламарӗ, уялла пӑхрӗ, тимӗрҫӗ лаҫҫи ҫумӗнчи ҫырмари шыв шарланине итлерӗ, кулса ячӗ.

Санька ничего не ответил, посмотрел в поле, прислушался, как в овраге за кузницей клокотала вода, и улыбнулся.

2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак пӳлӗме тӗрӗслес пирки чи ӑслине, Илья Ильича, пӗлтерсен, улпут пӳлӗме тӗрӗслеме, хаяртарах хушу пама пикеннӗччӗ, анчах вӑл Захар пӳлӗмне пуҫне ҫеҫ чиксе пӑхрӗ те унти япаласем ҫине минута яхӑн пӑхнӑ хыҫҫӑн, сурчӗ кӑна, пӗр сӑмах та шарламарӗ.

Когда дело было перенесено в высшую инстанцию, на благоусмотрение Ильи Ильича, барин пошел было осмотреть и распорядиться как следует, построже, но, всунув в дверь к Захару одну голову и поглядев с минуту на все, что там было, он только плюнул и не сказал ни слова.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Штольц ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ, анчах шарламарӗ.

Штольц с изумлением поглядел на него, но промолчал.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Садри пӑчӑ каҫ ҫинчен ҫеҫ шарламарӗ — ун чухне хӑйне мӗнле тытамак тытнине тӗрӗс чухламаншӑн ҫеҫ каламарӗ пулӗ.

Только прошла молчанием душный вечер в саду, — вероятно, потому, что все еще не решила, что за припадок с ней случился тогда.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов нимӗн те шарламарӗ: вӑл вӗри чирпе чирлесе ӳкнӗ-мӗн.

Но он не отвечал ничего: у него была горячка.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗншӗн пымарӑн ӗнер? — ыйтрӗ Ольга, Обломов ҫине шӑтарасла пӑхса, анчах лешӗ пӗр сӑмах та шарламарӗ.

— Что ж ты не был вчера? — спросила она, глядя на него таким добывающим взглядом, что он не мог сказать ни слова.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов та шарламарӗ.

Обломов тоже молчал.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех