Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шар сăмах пирĕн базăра пур.
шар (тĕпĕ: шар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫиҫӗме шар та шар куҫа ҫирӗ.

А молонья такая резала.

Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.

Водитель шар курман.

Водитель не пострадал.

Апат-ҫимӗҫ турттаракан Газель кювета чӑмса ҫаврӑнса ӳкнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37766.html

Анчах та информаци пирки Nintendo of America суя тесе пӗлтернӗ, Nintendo-н Японири ӗҫченӗсем, вӑл шутра Тадзири те, шар курманнине, укҫа тенкӗ тӗлӗшӗнчен пысӑк ҫухатусем тӳсменнине ҫирӗплетнӗ.

Однако информация была опровергнута Nintendo of America, подтвердившей, что сотрудники Nintendo в Японии, в том числе Тадзири, не пострадали физически и не понесли существенных финансовых потерь.

Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Шар курни инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.

Пострадавший умер на месте происшествия.

Пенсионера вӗлернӗшӗн 9 ҫуллӑха хупса хунӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37688.html

Ҫын аллинчен вӑл ахаль те самай шар курнӑ ӗнтӗ.

Он и так уже сильно пострадал от рук человека.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Сикким ҫулӗсем час-часах ҫӗр ишӗлнипе тата шыв илнипе шар кураҫҫӗ, анчах Индин ытти штачӗсенчи ҫавӑн пек пӗлтерӗшлӗ ҫулсене илес пулсан вӗсем вӑтамран лайӑхрах.

Дороги Сиккима часто страдают от оползней и затоплений, но в среднем они лучше, чем дороги аналогичного значения в других штатах Индии.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Асӑннӑ регионта ют ҫӗршывран килнӗ туристсем пӗрре мар вӑрӑ-хуравхсенчен шар курнӑ.

Иностранные туристы в данном регионе неоднократно становились жертвами преступлений.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Тӗкӗр те, ӑславҫӑ хӑй те шар курнӑ.

Пострадали и зеркало, и сам изобретатель.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Мана темле шухӑш ҫавӑрса илчӗ, чӗре шар ҫурӑлнӑнах туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Вӑйлӑ палӑракан «Ҫынлӑхлӑха» пула монтажниксемпе сварщиксене ӗҫрен хӑтараҫҫӗ те, вӗсем, биллиард сӗтелӗ ҫинчи тӗртнӗ шар пек, куллен ҫӳлтен аялалла та каялла мӗн чул кускаламаҫҫӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑй ӗҫ вырӑнӗнче пӑтӑрмаха кӗрсе ӳксе шар курнӑран вӑл асли каланине чӗри ҫумне ҫывӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ваттисене, вӗттисене Кӳрет шар вӑрҫӑ ҫилӗ.

Куҫарса пулӑш

Асаттесен шкулӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 61–62 с.

Вӑрра хӑй ячӗпе чӗнсен — Сана вӑл тем тума та хатӗр: Чӗрре кӗрсе, вӗриленсе Хӑвнах сӑлтавсӑр шар кӑтартӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳррӗн калакан — тӑванне юраман // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 60 с.

Эпӗ вун икӗ ҫул Магаданра каторгӑра шар куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Апла пулин те Гронинген тӗп тӳремӗ, Grote Markt ятлӑскер, 1945 ҫулхи ака уйӑхӗнче Гронинген хулишӗн ҫапӑҫнӑ чухне шар курнӑ.

Тем не менее центральная площадь Гронингена, или Grote Markt, пострадала в апреле 1945 года во время Битвы за Гронинген.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Шар курнӑскере пӗр тӑхтамасӑр пульницӑна ӑсатнӑ.

Пострадавшего незамедлительно госпитализировали в одну из клиник.

Кӑнтӑр Корейӑра робот ҫынна вӗлернӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36509.html

Ҫипе пӗтӗрӗр те шар ҫурта умӗнче мӗнле ҫавӑрӑннине сӑнӑр.

Закрутите бечевку и наблюдайте, как шарик вращается перед свечкой.

Кунпа ҫӗр мӗншӗн пулаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫурта умӗнче пӗчӗк шар тытса тӑрӑр.

Держите за бечевку шарик перед свечкой.

Кунпа ҫӗр мӗншӗн пулаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫак шар ҫӗре пӗлтерет.

Этот шарик будет изображать землю.

Кунпа ҫӗр мӗншӗн пулаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ӑна валли тӑмран пӗчӗкҫӗ шар тӑвар та пралукпа тирсе шӑтарӑр, витӗр ҫип тирӗр (аялтан ҫипне тӗвӗ туса ҫыхӑр).

Сделайте шарик из сырой глины, проткните его проволокой, через отверстие продерните тонкую бечевку (снизу завяжите ее узлом).

Кунпа ҫӗр мӗншӗн пулаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех