Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла шухӑшларӑм ӑшра: «Ленинград патне ҫити чакнӑ пулсан та, эпир тискер тӑшмана ҫапса ҫӗмӗрес шанчӑка ҫухатман, вӑл шанчӑк пирӗн кашни атака, кашни ҫапӑҫу хыҫҫӑн ҫирӗпленсе пынӑ. Ҫак шанчӑк мана та тӑшманпа хаяррӑн кӗрешме вӑй-хал кӳретчӗ».
2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Медынская сӑмахӗсем унӑн темӗнле шанчӑкне вӗлерсе пӑрахнӑ; ҫак шанчӑк хӑйӗн чӗринче пулнӑ иккенне вӑл халӗ анчах, шанчӑкӗ вилсе выртсан кӑна, туйса илнӗ.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Часах вӗсен черисенче каллех шанчӑк чӗрӗлсе кайнӑ пек пулнӑ, — мӗнле те пулин сӑлтав пулнӑран мар, шанчӑкӗ хӑй ҫавӑн пек пулнӑран чӗрӗлнӗ: ҫын ҫамрӑк чухне, чӑн ӗҫе ӑнланнине курма хӑнӑхман чухне, шанчӑк ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен чӗрӗлсе пырать.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Оборона министерствин штампне пуснӑ пӗр пӗчӗк пирус хучӗн листи хыҫҫӑн юлашки шанчӑк, вӑйсӑр, алла тытмалла та мар, пӗчӗк пӗлӗт татки пек, ҫилсӗр кунхи тӗтӗм пек шанчӑк пурччӗ-ха.
9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Уяв каҫӗнче е презентацире пулса курас шанчӑка ан вӗҫертӗр, мӗншӗн тесен шӑпах халӗ пурнӑҫ ӑнӑҫлӑ йӗркеленес шанчӑк пысӑкланать.
36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ах, шанчӑк, шанчӑк…
XXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ах, шанчӑк, шанчӑк, ҫурататӑн Эс ырӑ туйӑма ялан, Чун хурлансассӑн йӑпататӑн, Хӑш чух анне пек ыталан.
VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Мӗн пуласса пӗлмесӗр, ҫапах та теме шанса Гервак канӑҫсӑр хӑпартлану та, кӗтмен ҫӗртен тупӑннӑ ҫӑлӑнӑҫ тӗлӗшпе те телей саманчӗсене туймасть; унӑн шанчӑкӗ ҫав тери тӑвӑр та лутра, — тутине ҫыртса лартнӑ шанчӑк.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Кутузовӑн вара пӗр шанчӑк ҫеҫ — вырӑс салтакӗсен ҫав тери пысӑк паттӑрлӑхӗ ҫине шӑнни ҫеҫ, ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тӗрӗс решени йышӑннипе ӗҫе лайӑхлатма пултарас шанчӑк ҫеҫ юлнӑ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫавӑнпа эпӗ хӑм ӗмӗтленнӗ, чунӑмра вӑрттӑн аталантарса пынӑ, ӑшӑмра нумайччен хавасланса усранӑ шанчӑк пурнӑҫа кӗрес ҫуккине ӑнлантӑм, халь эпӗ ҫав шанчӑка, ҫав шухӑша, калама ҫук кулянса, татӑклӑнах кӑларса пӑрахатӑп, мӗншӗн тесен вӑл — ӑссӑр япала.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫул ҫинче ҫемьере юлашки кунсенче пулса иртнӗ кӑмӑллӑ ӗҫсене аса илсе пычӗ вӑл, вӗсем ҫинчен Аннӑна каласа пама шухӑшларӗ — хӗрӗ пӗчченлӗхе ан туйтӑр, хӗрне вӑл Саша хӑйне мӗн тери ҫирӗп тытнине, ывӑлӗ пурӑнас шанчӑк пуррине пӗлтерӗ, ҫирӗп шанчӑках пур, Саша пурӑнатех, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулӗ, тейӗ.
Реферат // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Буржуазие ҫӗнтерни вӑл — Октябрьти революцин мӗнпур ҫӗнтерӗвӗсене хӳтӗлесе хӑвармалли, ҫирӗплетсе пымалли чи пысӑк шанчӑк, рабочи класс ҫулпуҫӗсен хӑрушсӑрлӑхӗн чи пысӑк шанчӑкӗ пулса тӑрать.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Николай Петровичӑн тӗрӗс пурӑнса ирттернӗ пурӑнӑҫ туйӑмӗ юлнӑ, унӑн куҫӗ умӗнчех ывӑлӗ ӳссе пынӑ; Павел туйӑмӗ пачах урӑхла пулнӑ, — пӗччен хусах, вӑл хӑй пурӑнӑҫӗн пӑтравлӑ ӗнтрӗк хыпнӑ вӑхӑтне — шанчӑк евӗрлӗ пӑшӑрхану, пӑшӑрхану евӗрлӗ шанчӑк пуснӑ вӑхӑтне, ҫамрӑклӑх иртсе ватӑлӑх ҫитмен вӑхӑта ҫитсе тӑнӑ.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ку ӗнтӗ, Нью-Йорк ҫыннисем трамвайпа кайнӑ чухнехи, е ҫӗнӗрен тӑвакан ҫурт ҫуммипе иртсе пынӑ чухнехи шанчӑкӗ пекех, лайӑх шанчӑк.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Паян ирхине ман пата тухтӑр кӗрсе тухрӗ, вӑл санӑн часах сывалас шанӑҫ пур, терӗ, — ан кансӗрле-ха, эпӗ вӑл мӗнле каланине тӗрӗсрех аса илем, — вӑл ӗнтӗ сывалма пӗр шанчӑк вырӑнне вунӑ шанчӑк пур терӗ.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Эсир ӑна хӗллехи пальто ҫаннин ҫӗнӗ фасонӗ ҫинчен аса илтерсе, пӗр ыйту та пулин памалла тӑвас пулсанах, сире ӗнентерсех калатӑп, унӑн сываласси ҫине вунӑ шанчӑкран пӗрре ҫеҫ мар, пиллӗкрен пӗр шанчӑк пулӗ.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
— Унӑн, калӑпӑр, вунӑ шанчӑкран пӗр шанчӑк ҫеҫ, — терӗ вӑл, хӑйӗн термометринчи ртутне силле-силле антарса.— У нее один шанс… ну, скажем, против десяти, — сказал он, стряхивая ртуть в термометре.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Ҫил ҫинчи эрешмен карти евӗр чӗтренекен ҫак сасӑра шанчӑк та, шанчӑк пӗтни те сисӗнчӗ.В этом дрожащем, как паутина на ветру, голосе звучали и надежда, и отчаяние.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Маскировка сеткисемпе «нускисем» йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерекенсемшӗн шанчӑк тата ӗненӳ символӗ пулччӑр.
Хушӑлкара ҫыхнӑ "нускисем" госпитальсене каяҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ya-3645056
Ҫак ҫирӗп шанчӑк ҫынсен ирӗклӗн ӗҫлес кӑмӑлне, лайӑхран лайӑх пурнӑҫ тӑвас ӗмӗтне темиҫе хут ӳстерет паян.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.