Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанас (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патшалӑх Канашӗнче ирттернӗ анлӑ канашлуран усси пуласса шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Анчах тепӗр ҫул урӑхларах пуласса шанас килет.

Но хочется верить, что в следующем году будет по-другому.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Кусемпе те ҫаплах пуласса шанас килет.

И хочется верить что с этими так же будет.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Тантӑшӑмӑрсем вӗсене хастар хутшӑнасса шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи, ҫамрӑклӑх, малашлӑх... // Ольга Иванова. «Тантӑш», 2014,09,10

Кӑҫал хатӗрленекен ытти ял уявӗсенче те ҫак сӗнӳпе усӑ курасса шанас килет — уявра чӑваш саспаллийӗ те пулассине курас килет.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Кӗрлев ял уявӗ тавра пуҫланнӑ калаҫу вара, шанас килет, республикӑри ытти ял тӑрӑхӗсенче чӑваш чӗлхи пирки аса илме сӑлтав пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Республикӑра пурӑнакансем ҫыравҫӑсене 2010 ҫулта кӑмӑлпа кӗтсе илнӗччӗ, кӑҫал та асӑннӑ тишкерӗве яваплӑха туйса тата ӑнланса хутшӑнасса шанас килет.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ку тӗллеве пуҫаруллӑ та хастар предпринимательсем кооперациленсе пурнӑҫа кӗртессе шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Паллах, вӑл та медицина кадрӗсен ыйтӑвне татса пама пулӑшасса шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫапах та вӑл унта хутшӑнакан кашни ҫын асӗнче нумайлӑха юласса шанас килет.

Хочется надеяться, что этот день останется в памяти каждого человека, принимавшего участие на этом празднике.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Муркаш райповӗн пуҫарӑвне ытти федерацисем те ырласа кӗтсе илессе шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

-Владимир Сатайӑн палӑкӗ ял пуянлӑхӗ кӑна мар, пурӑна-киле Раҫҫей пуянлӑхӗ пуласса шанас килет, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Пурӑна киле «Изумруд» ертӳҫин ҫак ӗмӗчӗ пурнӑҫланӗ тесе шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫакна тӗпе хурса ялта пурӑнакансем хӑйсем патне пынӑ ҫыруҫӑ ыйтӑвӗсене уҫҫӑн тата тӗрӗс хуравласса, ҫапла вара патшалӑх пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене пурнӑҫламашкӑн тӳпе хывасса шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫак уява ирттернӗ чухне малашне сцена ҫи-пуҫне ҫеҫ мар, кулленхи тум пирки аса илни те вырӑнлӑ пуласса шанас килет.

Пока проводят такие мероприятия, хочется верить, что в дальнейшем будет к месту вспомнить о чувашской одежде не только как сценическую одежду, а как и повседневную.

Чӑваш тумӗ — халӑх мулӗ, сумӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

ИААФ ертӳлӗхӗ ырӑ улшӑнусене шута хурасса, йывӑр лару-тӑрура Олимп комитечӗ пире пӑрахмасса шанас килет.

Хочется верить, что руководство ИААФ учтет лучшие изменения, комитет Олимпиады не бросит нас в тяжелой ситуации.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

«Салам» фестивалӗн паянхи ҫӗнтерӳҫисем Раҫҫейри мероприятисенче чи лайӑххисем пуласса шанас килет.

Хочется верить, что победители сегодняшнего фестиваля "Салам" станут лучшими на российских мероприятиях.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Каччӑсенчен пӗри амӑшӗсӗр, тепри ашшӗсӗр ҫитӗнет пулин те вӗсен ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗрессе шанас килет.

Хоть и растут парни один без матери, другой без отца, верится, что их мечта сбудется.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хӗрарӑм ҫумӗнче пепке пулсан, кашни шӑпӑрланӑн тытӑнса утмалли аркӑ — амӑшӗн арки — пулсан тата вӗсене арҫын — ашшӗ, упӑшка — хӳтӗлесе-упраса тӑрсан шанас килет, чӑваш тӑрӑхӗнче килсе тӗпленнӗ телей кайӑкӗ ҫуначӗпе сулса пирӗн тӑрӑхпа сывпуллашма васкамӗ...

Если рядом с женщиной будет малыш, то у непоседы будет подол - материнский подол - за который сможет ухватиться, и если их будет мужчина - отец, муж - защищать-оберегать, то хочется верить, что птица счастья которая обосновалась в чувашских краях никогда не поторопиться в прощанье с нашим краем помахать крыльями...

Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать // Маргарита ИЛЬИНА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Пепкесене садикренех пушар хӑрушлӑхӗ пирки вӗрентни усӑллӑ пуласса шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Вут-ҫулӑм ан тухтӑр тесе // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех