Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шавӗ (тĕпĕ: шав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ухта енчен хаяр ҫапӑҫу шавӗ лайӑх илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мотоцикл шавӗ аяккалла кайса ҫухаличченех, ачасем пӗр хускалмасӑр выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Улттӑмӗш класа куҫнӑ кӗвӗ-юрӑ пултӑкӗллӗ Гена аллисене питлӗх тата йӗтӗр тытнӑ та халь-халь «туй шавӗ» пуҫлама хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Хуҫалӑхри юсав мастерскойӗнче ӗҫ шавӗ самантлӑха та лӑпланмасть.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Ӗнтӗ тӗпри туй шавӗ ҫеҫ мар, кашни урамрах, кашни килте тенӗ пекех шӑпӑлтатни-шӳтлени, купӑс кӗввипе юрлани-ташлани, савӑнни-кулни, тӑванла-пӗлӗшле ырӑ сунӑм, кӗреке калаҫӑвӗсем илтӗне пуҫларӗҫ — чӑвашӑн ӗмӗрсенчен пыракан ҫакнашкал йӑли ҫапла сас парать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Выляса-кулса, илӗхсе-иртӗхсе тӑвайкки те «катаччи» ярӑнса кӑмӑл тултарсан, таврана ҫутӑ сӑрӑ ӗнтрӗк ҫапсан, туй-ҫуй шавӗ те самаях сӗвӗрӗлсен, пичӗсене нар тивнӗ ачасенчен нумайӑшӗ ытлашши арӑш-пирӗшленмесӗр, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, сӑмсисене нӑш-нӑш турткаласа, килӗсене саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каҫхи урам шавӗ ерипен лӑпланса тавралӑхри ытлашши ҫутӑсене сӳнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Йӗркипех вырнаҫтарнӑ станоксен шавӗ пӗр кӗвӗллӗн янӑраса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ача-пӑчасене ҫывӑрма вӑхӑт ӗнтӗ, апла пулин те клубран иртсенех пуҫланакан сӗвек тӑвайкки ҫинче вӗсен хаваслӑ шавӗ янӑраса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫак вӑхӑтра ҫулпуҫ патне ҫырнӑ ҫырусенче ҫӗршывра пулса иртекен пысӑк ӗҫсен шавӗ илтӗнсе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Ҫав кунсен хӗрӳ шавӗ лӑпланнӑ-лӑпланманах ӑна управление чӗнсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Умра — сӑртран шыв хӗрринелле кӑтраланса анакан вӑрман хӗрринче — ӗҫ шавӗ кӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Унчченхи ӗҫ шавӗ чарӑнман темелле.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Вӗсен шавӗ лӑплансан, коридорта икӗ хӗр хуллен юрлани, пӗчӗк ҫурасем ачашшӑн нӑриклетни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Шавӗ нумай, ӳсӗмӗ ҫук…

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анчах вӗсен сассисем, халӑхӑн хӑватлӑ шавӗ айне пулса, пӑчланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Агрохмель» агрофирмӑн «симӗс ылтӑн» плантацийӗнче те ӗҫ шавӗ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулми лартаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10678-c- ... mi-lartacc

«Иккӗмӗш ҫӑкӑр» пуссисенче те ӗҫ шавӗ илтӗнме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулми лартаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10678-c- ... mi-lartacc

Хальхи вӑхӑтра, хӗрӳ ӗҫҫи пынӑ тапхӑрта, кунта иртен пуҫласа каҫчен техника шавӗ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑн» ытамӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11312-si ... -ytam-nche

«Агрохмель» агрофирмӑри хӑмла плантацийӗнче техника шавӗ татӑлма пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех