Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хупах тулсах ларнӑ: унта — шавлаҫҫӗ, унта — юрлаҫҫӗ; хаваслӑха ӑсне ҫухатичченех кӗрсе ӳкнӗ пӗр-пӗр ҫын, алӑк еннелле вӑхӑт-вӑхӑтӑн сӗнкӗлтетнӗ май, ҫулӗ ҫинчи пукансене ывӑта-ывӑта хӑварать; чашӑк-тирӗк шакӑртатать, — ҫак шавра Дюк икӗ хутчен «Битт-Бой» ятне илтрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Вӑл каялла кӗчӗ те ҫав шавра илтӗнмелле аслатиллӗ сасӑпа: — Камӑн хӗҫ пур, вӑл кунта юлать, кунтан тухмалли вырӑна май килнӗ таранах хӳтӗлет, — тесе кӑшкӑрчӗ.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗтӗм ҫырма музыкӑпа тулать, унӑн тӗп тонӗ — тӗмӗсем ҫилпе татти-сыпписӗр кӑштӑртатни темелле; кайӑксен сатур сассисем ҫак илемлӗ те лӑпкӑ шава ҫӗнтереймеҫҫӗ, вӑл шавра эпӗ ҫӑвӑн юлашки юррине итлетӗп, вӑл мана шӑппӑн темле ӑрасна йышши сӑмахсем каласа тӑрать, вӗсем вара хӑйсемех юрӑ пулса тӑраҫҫӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах ытти чухне пӗр пек шав илтӗнет — кун пек чух опытлӑ педагог йӑнӑшмасть, шӑп пулма хушмасть: ку шавра ачасем пӗтӗм чунтан тӑрӑшса ӗҫлени илтӗнсе тӑрать.
15 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӑшал пени илтӗнмест — ҫӗрпе тӳпе кӑна пӗр вӗҫӗмсӗр кӗмсӗртетет, ҫав шавра авиабомбӑсем ҫурӑлнине ҫеҫ уйӑрса илме пулать, — акӑш-макӑш пысӑк крепоҫсем ишӗлнӗн туйӑнать.
VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Яланах шавра ӗҫленипе Павел Григорьевич витӗрех илтеймест, — котельщиксене ахальтен мар ӗнтӗ «хыт хӑлхасем» теҫҫӗ, — ҫавӑнпа та кӳршӗ хӗрарӑмӗ хӑйне мӗн каланине вӑл уйӑрса илеймерӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ҫак пӑтравлӑ шавра халӗ пӗртен-пӗр сасӑ кӑна хытӑран та хытӑ илтӗнет, вӑл, тӗнчери тӳрӗ те ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсене чӗнсе, вӗсене ҫине тӑрсах вӑратма тӑрӑшать, ку — Толстой графӑн, философӑн тата литераторӑн сасси.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Лайӑх крахмалланӑ, шӑтӑртатакан, анчах юнланма ӗлкӗрнӗ халат тӑхӑннӑ Шура пӗр-пӗр полкра е батальонра, е тата пӗр-пӗр переправа патӗнче (унта вӑл медицина пулӑшӑвӗн группине тем пулсан та фельдшерсене пулӑшма кайнах ӗнтӗ), бомбӑсем ҫурӑлакан шавра кама та пулин «касать», ҫӗлет пулӗ».
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Праҫникри пек шавра, Алеша алли ӳстерсе ҫитӗнтернӗ тӑкӑнса тӑракан тырӑ юххинче Алеша Ленӑна кӗтмен ҫӗртен тата ыттисене курмалла мар тӗл пулассӑн туйӑннӑ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫак шупка хӗрлӗ тырӑ юхакан тӗнчере, праҫникри пек йӑл-йӑл кулакан тата хура алӑсемлӗ ҫынсен тӗнчинче, Алеша ячӗ савӑнӑҫлӑ шавра янӑранӑ ҫӗрте, Алеша чӗрӗ пулнӑ пек, кунта, кӗлтесемпе машинӑсем хыҫӗнче, унӑн кӑвакрах куҫӗсем тата унӑн кулли кашни минутра йӑлтӑртатса илме пултарнӑ пек, Алеша тырри ҫинчен ытла чӑнласа калаҫнӑ ҫӗрте Ленӑна аван та, ҫав вӑхӑтрах йывӑр та пулчӗ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Йышлӑ ача-пӑчан пӗр евӗрлӗ шавӗнче, кирек епле сасса та ҫӑтса яракан шавра, унӑн чӗри сиксе тапрӗ.
XVI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ҫакӑнта шавра эпир пӗр-пӗрне илтес те ҫук.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак вӑхӑта ушкӑнпа е вӑхӑта урӑхла майпа ирттернӗ ҫӗрте ҫав ҫемьесенчен ҫурри пулать, Кирсановсем вара, ыттисем пекех, каҫсенчен ҫуррине ҫак шавра ирттереҫҫӗ.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак хӑрушӑ, ним ӑнланмалла мар шавра пит те хӑнӑхнӑ хӑлха ҫеҫ нумай ҫынсен килӗшӳллӗ хорӗ питӗ инҫетре: «а-а-а…» тесе юрланине уйӑрса илме пултарнӑ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Халӗ ҫав шавра ҫӗнӗ, васкавлӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ —авиабомбӑсем ҫав тери хытӑ кӗмсӗртетрӗҫ, вӗсем таҫта пӗр вырӑна, пӗр купана йӑтӑнса анчӗҫ, чӗтӗрекен ҫӗре темӗн пысӑкӑш мӑлатуксемпе ҫапнӑ пекех туйӑнчӗ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
- 1