Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тияккӑн алӑкран тухрӗ, игуменпа пӗрле галерейӑ карлӑкӗ патнелле утрӗҫ те, тияккӑн аллисене сулкаласа, пӳлӗм чӳречи енне кӑтарта-кӑтарта, хӗрсе кайсах ӑна темӗн пирки кӑласа пама тытӑнчӗ.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав хӗвел пек илемлӗ хӗр хӑйӗн чӳречи умне тухса тӑрасса кӗтет вӑл, пурнӑҫӗн пӗтӗм тӗллевӗ те ҫакӑ ҫеҫ юлать; хӑй чунӗн патшине курса савӑннисӗр пуҫне урӑх пурнӑҫ ҫук унӑн, хӑйӗн пурнӑҫӗ иксӗлсе ҫитиччен урӑх пурнӑҫ пулман та унӑн; хӑйӗн пурнӑҫӗ сӳнсе ларсан вара, вӑл хӑй ҫурчӗн чӳречи умне ларнӑ та яланах пӗр шухӑшпа аппаланнӑ: тата курӑп-ши-ха эпӗ ӑна?
3 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хозяйка хӑйӗн юлашки сӑмахне пуҫларӗ, Марья Алексевна шухӑшӗсемпе ӗҫӗсем ирсӗр пулни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ, вара малтан Павел Константиныча хӑйӗн арӑмне хӑваласа кӑларса яма хушрӗ: анчах Павел Константиныч тархасласа ыйтрӗ, тата хуҫа арӑмӗ хӑй те кӑна ахальтен, ячӗшӗн ҫеҫ каларӗ; юлашкинчен, резолюци ҫакӑн пек тухрӗ: Павел Константиныч управляющи вырӑнӗнчех юлать, чӳречи урамалла тухакан хваттер урӑх вӗсенче юлмасть, Павел Константиныч хыҫалти картишне пурӑнма куҫать, унӑн арӑмӗн пӗрремӗш картишӗнче хозяйка курма пултаракан пӗр вырӑна та ура ярса пусма юрамасть, урама вӑл хозяйка чӳречинчен чи инҫетри хапхаран ҫеҫ тухса ҫӳреме пултарать.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр чӳречи патӗнче, сӗтелӗн пӗр вӗҫӗнче, Марья Алексевна заказне чыслӑн пурнӑҫа кӗртсе, Верочка ашшӗ валли ҫӑмран нагрудник ҫыхса ларать; тепӗр чӳречи патӗнче, сӗтелӗн тепӗр вӗҫӗнче, Лопухов ларать: хӑрах чавсипе сӗтел ҫине таяннӑ, тепӗр аллине вӑл кӗсйине чикнӗ; унпа Верочка хушши пӗр-икӗ аршӑн пулать, унтан ытла мар.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Яков Лукичӑн пӳртӗнче кайри пӳлӗм пур, чӳречи килкартине тухать.Горенка у Якова Лукича в курене есть, с одной окошкой во двор.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ман ҫуртӑн чӳречи айӗнче тӑрса, эсӗ: «Тухсам, хӳхӗм чиперукӑм, манӑн ҫӳҫӗм йӑлтах каҫхи сывлӑмпа йӗпеннӗ!» — тесе хама чӗннӗ чух, эпӗ палларӑм сана, эпӗ аса илтӗм сана, савнӑҫ та, шиклӗх те ҫатӑрларӗ ман чӗрене.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
… Ман пӳлӗм чӳречи площадь еннелле тухать, ҫав площаде пилӗк урам, михӗсенчен паранкӑ тӑкнӑ пек, кунӗпех ҫынсене кӑлара-кӑлара тӑкать, ҫынсем кӗпӗрленеҫҫӗ, чупаҫҫӗ, унтан вӗсене каллех урамсем карланкӑ пек ҫӑтса яраҫҫӗ.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Вӑл виҫӗ хутлӑ чул ҫуртчӗ, тӑрри ишӗлсе аннӑччӗ унӑн, чӳречи каҫакӗсем ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗччӗ, тӗпсакайӗсенчен ҫу каҫах шӗвӗ пылчӑк шӑрши ҫапатчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пекарнине подвала тунӑ, маччи ҫаврака тӑрӑллӑ, виҫӗ чӳречи ҫӗре путса кӗнӗ.Пекарня помещалась в подвале со сводчатым потолком, ее три окна были ниже уровня земли.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Подъезд чӳречи ванчӑк иккен.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
Акӑ вӑл хӑйӗн дачин чӳречи умӗнче ларать (вӑл дачӑра, хуларан темиҫе ҫухрӑмра пурнать), ун ҫумӗнче чечек ҫыххи выртать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Авӑ Сирӗн кабинет чӳречи, авӑ Адмиралтейство башни, ун ҫине сехет вырнаҫтарнӑ.Вон окна вашего кабинета, а вон адмиралтейская башня с часами.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Машинӑн пӗр чӳречи те юлман, хӑйсем кантӑк ванчӑкӗсемпе витӗннӗ.Стекол в машине не было. Зато все четверо были просто осыпаны мелким стеклом.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Акӑ Мерседесӑн сулахай енчи чӳречи уҫӑлчӗ, унтан Толян кӗлетки пилӗк таран курӑнса кайрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Хыҫалти пусман ҫӳлӗ чӳречи ани ҫинче Гаврик ларнӑ.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫур сехет хушшинчех вӑл халлапри пӳрт пек тайлӑк та чӳречи таран юр айне юлса пытаннӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӳрчӗ сӑрт аяккинче тӑрать, ҫав хыҫал енчи чӳречи ҫӗртен ытла ҫӳлтех мар.Дом стоял на косогоре, и это окно на задней стороне приходилось довольно низко над землёй.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Доктора алӑкӗнчен шаккамаллаччӗ ӗнтӗ, анчах эпӗ темшӗн итлерӗм те чӳречи патне утрӑм.Проще было постучать доктору в дверь, но я почему-то послушался и подошёл к окну.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ҫывӑрать пулас-ха, — терӗ кинемей, — эсир леш енчен ҫаврӑнса кӗрӗр, авӑ унӑн чӳречи.— Он, верно, спит ещё, — сказала баба, — Вы обойдите, вон его окно.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир пӗр чӳречи патӗнчи пукансем ҫинче лараттӑмӑр.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951