Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чысне (тĕпĕ: чыс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тирпейлӗх ял чысне ҫӗклет, тасамарлӑх ята ярать.

Куҫарса пулӑш

Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ // Владислав АНТОНОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Унтанпа 20 ҫул ытла иртнӗ пулин те, виҫӗ тус хоккей вӑййи районта аталантӑр тесе тӑрӑшать, район чысне республика шайӗнче хӳтӗлет.

С той поры хотя и прошло 20 лет, три друга стараются за развитие в районе хоккейной игры, честь района защищают на уровне республики.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

«Кӗтне» команда тренерсӑрах вӑйӑ техникине хӑнӑхса район чысне республикӑра ҫӳллӗ шайра хӳтӗлет.

Команда "Кубня" приучаясь к технике игры без тренера, на высоком уровне защищает честь района в республике.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Хальхи вӑхӑтра Шалти ӗҫсен министерствин Чулхулари академин тата Муркаш район чысне хӳтӗлекен Анатолий Кожевников 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Раҫҫей спорт мастерӗсем Е.Машенькина, Д.Кошкина, Т.Иванова, Е.Ларионова, Л.Купташкина тата ыттисем тӑван республика чысне ҫӗршыв турнирӗсенче ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ спорт тыткӑнлать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

16. Сӑваплӑ савӑтсене ирсӗр аллипе тытнӑ, ытти патшасем ҫав вырӑнӑн мухтавӗпе чысне ҫӗклеме кӳнӗ парнесене ирсӗр аллипе йышӑнса, савӑнсах ҫылӑхлӑ аллипе ҫаратса тухнӑ.

16. Скверными руками принимая священные сосуды и иные вещи, пожертвованные от других царей на возвеличение и славу и честь святаго места, восхищая нечестивыми руками, раздавал.

2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пуян чухне чысне ҫухатнӑ ҫын чухӑна юлсассӑн мӗн тери чыссӑртарах пулӗ?

А бесславный в богатстве насколько будет бесславнее в бедности?

Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Вилӗ шӑна мирӑ шӑратаканӑн ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшне пӑсса пӑсӑк шӑршӑллӑ тӑвать; хисеплӗ ҫыннӑн чӗптӗм ухмахлӑхӗ те унӑн ӑслӑлӑхӗпе чысне ҫавӑн пекех пӑсса хӑварать.

1. Мертвые мухи портят и делают зловонною благовонную масть мироварника: то же делает небольшая глупость уважаемого человека с его мудростью и честью.

Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тӗрлӗ олимпиада-конкурса хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекеҫҫӗ, шкул, район чысне ҫӳлти шайра тытма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ҫак командӑри Валерий Осипов, Василий Львов, Пахом Евгеньев, Вениамин Васильев, Авксентий Якимов, Валентина Иванова, Галина Николаева темиҫе хут та район чысне республика шайӗнче ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вӗренмелеччӗ ҫав пусӑрӑнса, хӗр чысне упрамаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Красноярскра республика чысне хӳтӗлесе 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Раҫҫей спорт мастерӗн кандидачӗ пулса тӑнӑ.

В Красноярске, защищая честь республики заняла 2-ое место, стала кандидатом в мастера спорта России.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Удмуртпа Чӑваш республикисен чысне хӳтӗлекен Елена Наговицына 5000 метрлӑ дистанцие виҫҫӗмӗш чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрисем — Мускавра, теприсем — Сочире // Юрий ПЛОТНИКОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Нумайӑшӗ хамӑр ҫӗршыври паллӑ командӑсен чысне хӳтӗленӗ: «Ак Барс» /Хусан/, «Торпедо» /Чулхула/, «Химик» /Мускав облаҫӗнчи Воскресенск/, «Авангард» /Омск/ т.ыт.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Ҫамрӑк чухне электроаппарат завочӗн «Сталь» командин чысне хӳтӗленӗскер кунта та хоккей команди йӗркелеме шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Паянхи кадет хӑй ҫуралнӑ ҫӗршывне сутас, чысне варалас ҫук.

Сегодняшний кадет родину не продаст, честь не запятнает.

Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр // Ирина ПУШКИНА. http://hypar.ru/ru/node/15764

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех