Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Республикин территорийӗнче Конституци нормисене чыслӑн пӑхӑнаҫҫӗ, ҫынсен ирӗкӗсемпе саккунлӑ интересӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлеҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/12/news-3995320
Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствинче хӑйсен тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫлакан пысӑк ӑсталӑхлӑ сотрудниксем ӗҫлеҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен органӗн ӗҫченӗ кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/11/10/news-3971793
Аслӑ Ҫӗнтерӗве мӗнлерех хакпа ҫӗнсе илнине эпир питӗ лайӑх пӗлетпӗр, ҫавӑнпа та Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн пынӑ паттӑрла кӗрешӳре тӑшмана парӑнтарнӑ харсӑр чунлӑ ҫынсен ҫапӑҫури тата ӗҫри паттӑрлӑхне чыслӑн сума сӑватпӑр.
Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/05/09/news-3845767
Хӗрен ним чухлӗ те какай ҫиесси килмен пек пулса, чыслӑн ярӑнса, вӗри сывлӑш юххи тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ.Коршун важно, будто ему совсем и не хотелось мяса, взмыл по горячему току воздуха.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Генерал Людендорфа хирӗҫ, сӑран ҫапса тунӑ кресла ҫинче, пӳне тӳрӗ тытса, лайӑх вырнаҫса Гофман генерал ларнӑ; вӑл та тап-таса, чылай хулӑм этем; сӑнӗ-пичӗ тарланипе, йӑлтӑртатса тӑнӑ, вӑл хӑйпе калаҫакан ҫын ҫине чыслӑн пӑхса ларнӑ; сухалӗпе уссине хырса янӑ пирки, унӑн пит-куҫӗ ҫап-ҫара курӑннӑ.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вара гургопа унӑн свити мана пит чыслӑн пуҫ тайса илчӗҫ те, хӗпӗртесе ман патран кайрӗҫ.После этого гурго и его свита весьма учтиво мне поклонились и удалились, заметно повеселев.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ӗҫ условийӗсем ансатах маррине пӑхмасӑр, Федерацин айӑплава пурнӑҫлакан службин Чӑваш Республикинчи – Чӑваш Енри управленийӗн сотрудникӗсем хӑйсен тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.
Уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/03/12/news-3800275
Мӗнпур ҫар ҫыннине служба тивӗҫӗсене чыслӑн та тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн, вӗсен ҫемйисен членӗсене вара – ҫирӗп тылшӑн тата хӑйсен хӳтӗлевҫисене пулӑшса пынӑшӑн тав тӑватӑп.
Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/02/23/news-3785796
Чӑваш Ен педагогӗсем хӑйсен тивӗҫне туллин те чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Вӗрентекен кунӗ ячӗпе саламлани (2019) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2019/10/03/glava-chu ... yaet-s-dne
Вӑл ҫара Наполеон Аустерлиц, Прейсиш-Эйлау, Бородино, Малоярославец тӑрӑх пӗлнипе чыслӑн тухмалли ҫуккине туйса илнӗ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин сумлӑ ятне чыслӑн тытса пырасса, аҫӑрпа аслаҫӑрӑн ырӑ йӑлине тӑсасса шанатӑп.
Пӗтӗм Раҫҫейри призывник кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/11/15/gla ... et-s-dnyom
Хӗре те, хӑйсен тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлакан тусӗсене — шӑнса тата ывӑнса ҫитнӗ партизансене те шеллет вӑл.Жаль было и девушку и закоченевших, усталых людей, преданно выполняющих свой долг.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл ирӗклӗн калаҫать; вӑл сӑмахсем шыраса пӳлӗнсе тӑмасть, вӑл лӑпкӑн хавхаланса, именнӗ пек чыслӑн калаҫса, вӑхӑтран вӑхӑта куҫне хупа-хупа илет.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Вӑл мана, яланхи пекех, ӑшшӑн та чыслӑн йышӑнчӗ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Овсяников кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн яланах ҫывӑрнӑ, шӑматкун мунчана кайнӑ, турӑ кӗнекисене ҫеҫ вуланӑ (вара сӑмси ҫине ҫавра та кӗмӗл куҫлӑхне чыслӑн хӑпартса лартнӑ), ир выртса ир тӑнӑ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Кошевойпа пӗрле тутарсене хӑвалама кайнисенчен те тахҫанах никам та ҫук ӗнтӗ; пурте пуҫӗсене хунӑ, пурте пӗтнӗ: пӗрисем ҫапӑҫура чыслӑн вилсе выртнӑ; теприсем Крымӑн типӗ курӑклӑ хирӗсенче ҫӑкӑрсӑр, шывсӑр антӑраса пӗтнӗ, ыттисем мӑшкӑла тӳсеймесӗр тыткӑнра ҫухалнӑ; унчченхи кошевой хӑй те тахҫанах пӗтнӗ, ӗлӗкхи юлташӗсенчен те никам та курӑнман, ун чухне вӗресе тӑнӑ козак вӑйӗ тахҫанах ҫӗре кӗрсе курӑк айне пулнӑ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хӑйсен кӑмӑлӗ хушнӑ пек тата вӗҫӗмсӗр гулять туса пурӑнма вӗренне рыцарьсем ретсенче пуҫӗсене чыслӑн пӗксе пӗр тикӗссӗн тӑраҫҫӗ, кошевой приказанисем панӑ чухне вӗсем куҫ уҫма та хӑраҫҫӗ, кошевой хӑйӗн приказанийӗсене лӑпкӑн, кӑшкӑрмасӑр, васкамасӑр, анчах ватӑ та ӗҫе пӗлекен козак пек, хӑйӗн тӗплӗн шухӑшласа хунӑ вӑрҫа ӗҫӗсене пӗрремӗш хут ҫеҫ мар пурӑнӑҫлакан козак пек парса тӑрать.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсем пӑшалпа питӗ хӑвӑрт та тӗл переҫҫӗ, шыв юххине хирӗҫ ишсе Днепр урлӑ каҫаҫҫӗ, ку вара чаплӑ ӗҫ шутланать, уншӑн ҫӗнӗ ҫынна чыслӑн козаксен ушкӑнне илеҫҫӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кунта хушши инҫе мар — икӗ утӑм ҫеҫ: чыслӑн кӗтсе илме ӗлкӗреймӗпӗр.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Упӑшки хӑнана кайма чӗнсен — вӑл пынӑ, анчах хӑнара та, килти пекех, хӑйне хӑй лӑпкӑн тытнӑ; хӑйсем патне хӑнасем пырсан, вӑл вӗсене чыслӑн пӑхса ҫитернӗ, ӗҫтернӗ, анчах хӑнасен калаҫӑвӗ пирки хӑйӗн интересне палӑртман; ҫавӑн пекех, хӑнасем ҫине — ку ҫывӑхрах та, ку аяккарах тесе, чыс тӗлӗшпе тӗрлӗрен пӑхман.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.