Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чыс сăмах пирĕн базăра пур.
чыс (тĕпĕ: чыс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ туса ҫитерсен те, уявра та ҫав шыва ӗҫсе сӑмах калас, унпа хӑналаннине чи пысӑк чыс теес.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чыс, тивӗҫлӗх тата паттӑрлӑх — ҫар ҫыннисен паха енӗсем нумай.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен професси пур // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ur-3494333

– Сире, ачасем, легендарлӑ комдив ячӗллӗ хисеплӗ шкул коллективӗн пайӗ пулма чыс пулчӗ.

— Вам, ребята, выпала честь стать частью шкoльного коллектива, который нoсит имя легендарного кoмдива.

Республика кунӗнче 905 шкул ачине "шаймуратовецсене" халалланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... an-3475773

«Анчах мӗншӗн-ха эсир Ольга Алексеевна ҫавӑн пек «чыс судне» пыма килӗшӗ тесе шутлатӑр?» — ыйтрӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Аслӑ конюхра ӗҫлеме пӗр чӗптӗм чыс та ҫук унӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапах та упӑшки чыс туса черкке тыттарсан, Васса кӑмӑлӗ уҫӑлнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чыс та мухтав уй-хир ӗҫченӗсене!

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫченӗсене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/09/08/%d1%83%d0% ... 80%d0%bda/

Манӑн аттене ҫакӑн пек пысӑк чыс тунӑшӑн Сире тав сӑмахӗсем калатӑп.

Куҫарса пулӑш

2024 ҫулта Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/06/2024 ... uralnaranp

Хисеп те чыс, ырлӑх та сывлӑх сана, Украинӑри тусӑмӑр!

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Вӑл десантниксен «чыс», «тивӗҫ», «шанчӑклӑх» ӑнланусене чӗнӳ вырӑнне хурса пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

«Ку сирӗн уйрӑм ӗҫӗрсене, массӑллӑ паттӑрлӑхпа ҫирӗплӗх, Тӑван Ҫӗршыва тата Раҫҫей патшалӑх интересӗсене хӳтӗленӗ чухне палӑрнӑ ҫирӗплӗхпе хастарлӑха пысӑк чыс тата йышӑнни», - тенӗ Путин.

«Это высокая честь и признание ваших особых заслуг, массового героизма и отваги, стойкости и мужества, проявленных при защите Отечества и государственных интересов России», — заявил Путин.

Путин 71-мӗш гварди мотострелковӑй полкӗн боецсене саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/politika/2023-08 ... an-3382905

Кайса чыс тӑвас пулать карчӑка.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Тухса каяс умӗн салтак ачисем анне умне чӗркуҫленсе тӑчӗҫ, аннене тав туса, ҫӑкӑр-тӑвара чыс туса юрларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Чыс тени, намӑс тени ҫук пулсан вара — хӑрушӑ, ай-ай, хӑрушӑ, Бианка…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Мӗншӗн тесен вӑл хӑйне ҫапла тыткалани — хӑйне ыттисенчен ҫӳле хуни, ҫын сӑмахне пачах та картманни, ҫын кирек мӗн каласан та, ун сӑмахӗ пирки шухӑшланине, уншӑн савӑннине е кӳреннине палӑртса, ӑна ытла та пысӑк чыс туни, ун умӗнче тивӗҫлӗхе чакарни.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чыс кӳмеҫҫӗ-ҫке вӗсем сана.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Каярахпа чарлансем виҫӗ палубӑллӑ пӑрахута та кун пекех чыс тумӗҫ!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӑван Ҫӗршывӑмӑрӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи тумхахлӑ ҫулӗсем пирки асра тытма, мирлӗ пурнӑҫ парнелесе хӑварнӑ паттӑрсене чыс тума май парать.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 1418 ҫурта ҫутнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/10/shup ... curta-cutn

«Ҫӗнтерӳ» мемориаллӑ комплексра Шупашкарта акцине хутшӑнакансем «Ҫӗнтерӳ» сӑмаха ҫуртасем лартса чыс тунӑ, вӗсенчен кашни ҫурти вӑрҫӑн пӗр кунне палӑртать, пӗтӗмпе вӗсем 1418 ҫурта ҫутнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 1418 ҫурта ҫутнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/10/shup ... curta-cutn

Ҫав япала Ямаш Ваҫҫине те, Палтай Кавӗрлине те чыс кӳмест.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех