Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухнехине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑксене кура ӗнтӗ, ватӑ Корж та хӑй ҫамрӑк чухнехине аса илмесӗр чӑтса тӑраймарӗ, тет.

Сам Корж не утерпел, глядя на молодых, чтобы не тряхнуть стариною.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кала-ха, ҫарта ҫав, мӗнччӗ-ха вӑл… еплеччӗ-ха ҫавӑ… ҫавна, ну, начальник чухнехине ҫирӗп пӑхӑнаҫҫӗ.

Почему, скажи, в армии строго соблюдается… это, как его… как же его… ну, когда старший начальник…

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах та акӑ, тӗслӗхрен, Ҫурҫӗр Америкӑри вӑрҫӑ е тата акӑ Италие хӑтарни, Наполеон чухнехине илес-тӗк — гверильяссем… унтан вара революци вӑхӑтӗнчи шуансем…

Но вот, например, североамериканская война или тоже вот освобождение Италии, а при Наполеоне — гверильясы… и еще шуаны во время революции…

XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Е ҫамрӑк чухнехине аса илетӗн, е ҫамрӑк чухне пулнӑ тӗрлӗрен тӗрлӗ япаласене аса илетӗн…

То младость свою вспомнишь, то всякие разные разности, какие смолоду приключались…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл хӑй ача чухнехине, ҫуралнӑ ялне, амӑшне — хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ, ӑшӑ чакӑр куҫлӑ самӑр хӗрарӑма, хӗрлӗ сухаллӑ, хаяр сӑн-питлӗ ҫӳлӗ ашшӗне аса илме ӗлкӗрчӗ; хӑй каччӑ пулнине тата вӑрӑм ҫивӗтлӗ, самӑр та кӑпӑш ӳтлӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ, хура куҫлӑ арӑмне, Анфисӑна, унтан каллех хӑйне — хӳхӗм гварди салтакӗ пулнине аса илчӗ; унтан, пайтах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, ӗҫпе пӗкӗрӗлнӗ, кӑвакарнӑ ашшӗне, ҫӗр ҫумнелле пусӑрӑннӑ, пӗркеленчӗк питлӗ амӑшне курчӗ; ҫапла вӑл хӑй салтакран таврӑнсан ял-йышпа епле курнӑҫнине те аса илчӗ: ашшӗ пӗтӗм ял умӗнче хӑйӗн Кӗркурийӗпе, мӑйӑхлӑ, сывлӑхлӑ, маттур та хӳхӗм салтакпа, епле мухтанатчӗ…

Он успел посмотреть себя ребенком, свою деревню, свою мать, краснощекую, пухлую женщину, с добрыми серыми глазами, отца — рыжебородого гиганта с суровым лицом; видел себя женихом и видел жену, черноглазую Анфису, с длинной косой, полную, мягкую, веселую, снова себя, красавцем, гвардейским солдатом; снова отца, уже седого и согнутого работой, и мать, морщинистую, осевшую к земле; посмотрел и картину встречи его деревней, когда он возвратился со службы; видел, как гордился перед всей деревней отец своим Григорием, усатым, здоровым солдатом, ловким красавцем…

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Халӗ те иллюминатор витӗр мар пуль, — кулать ашшӗ пӗчӗк чухнехине аса илтерсе.

— Теперь уже не через иллюминатор? — смеется отец, напоминая сыну случай из детства.

Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Шкулта вӗреннӗ чухнехине аса илсен, ун чухне вӑл ытла айванччӗ те, ҫапах та ку ӗҫре унӑн хӑйне кирлӗ майлах пулса пыратчӗ.

И это вполне удалось ему, в особенности если вспомнить, что он всегда, ещё в школе, был ужасным тупицей.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ эс, сӑмахран, хӑвна ача чухнехине куратӑн-и?

Вот ты, например, видишь себя мальчиком?

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑн чухнехине халиччен те пӗр хумханмасӑр аса илме пултараймастӑп.

До сих пор не могу вспомнить об этом без волнения, —

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хулипех сарӑлнӑ тутлӑрах шӑршӑ ача чухнехине аса илтерет.

Томный, сладковатый запах, висевший над городом, напоминал детство.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Эпӗ ӑна ача чухнехине астӑватӑп, ҫӳҫӗсем те хуралнӑ-ши вара, — пӗчӗк чухне вӑл сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ ачаччӗ; Дубровский манӑн мӑшӑрӑн пилӗк ҫул аслӑраххине, ҫавӑнпа ӗнтӗ, вӑл вӑтӑр пилӗк ҫулта мар, пӗр ҫирӗм виҫҫӗсенче кӑна иккенне чӑнласах калама пултаратӑп.

Я помню его ребенком; не знаю, почернели ль у него волоса, а тогда был он кудрявый белокуренький мальчик, но знаю наверное, что Дубровский пятью годами старше моей Маши и что следственно ему не тридцать пять лет, а около двадцати трех.

IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Паллах, йывӑр ун чухнехине аса илме.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

11. Эпӗ ача чухне ачалла калаҫаттӑм, ачалла шухӑшлаттӑм, ачалла ӑнласа илеттӗм; ҫитӗнсе ҫитсессӗн ача чухнехине пӑрахрӑм.

11. Когда я был младенцем, то по-младенчески говорил, по-младенчески мыслил, по-младенчески рассуждал; а как стал мужем, то оставил младенческое.

1 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех