Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухнех (тĕпĕ: чухне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сакӑр ҫулхи шкулта вӗреннӗ чухнех суйласа илнӗ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ывӑнма пӗлмен ӗҫчен // Елена АНДРЕЕВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3220321

Калав-повесть ҫырма Ольга Леонидовна Васильева (Федорова) Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче вӗреннӗ чухнех пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... ravlatp-r/

Эх, мӗншӗн ҫакӑн пирки вӑл ӗлӗкех, Ейӗк ҫинче чухнех шухӑшламан-ха?

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аталӑх йӗрки ҫинчен Пӑкачав тахҫанах, Дон шывӗ тӑрӑхӗнче пурӑннӑ чухнех илтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑнта, йывӑҫ ҫинче ларнӑ чухнех.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна хӑйсем кам пулнине, хӑйсен командирӗ камне вӑрманта чухнех хӑшместӗр каласа пама ӗлкӗрнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта вӗреннӗ чухнех вара ӑна вырӑс тиечукӗн хӗрне илсе панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпир унпа ку ӗҫ пирки пӗркунах, эпӗ эс хушнипе килсе ҫӳренӗ чухнех, калӑҫса татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухнех вӑл Укаслӑва кӑмӑллатчӗ, вӑл каланине итлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑйсӑррӑн ҫеҫ сикейрӗ вӑл, сывлӑшра чухнех ӑна иккӗмӗш ҫӗмрен пырса ҫапрӗ те ҫӗре ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тахҫан ача чухнех хӑварнӑ йӗр пулас.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа халех, хам сывӑ чухнех, парӑмушӑн сан улӑхна илес терӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Кӑвак ҫӗмрен» романне Юхма Мишши ҫамрӑк чухнех, утмӑлмӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчех ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Утаманӗ хамӑр ҫын, Маттур тӗреклӗ арҫын, Шур Атӑлра пулнӑ чух Паллашсаччӗ виҫӗм ҫул, Вӑл ун чухнех ытарса Систернӗччӗ калаҫса.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Куравра пирӗн юратнӑ сӑвӑҫ биологипе хими, журналистика тата медицина енӗпе аслӑ пӗлӳ илнине, поэзин илемлӗ тӗнчин алӑкне ача чухнех уҫнине пӗлме май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Мана та ӗмӗр тӑршшӗпех шалтан ача чухнех ӑнсӑртран кӗмсӗрт пулса иртнӗ пӗр ырӑ япала ӑшӑтса, ман кӑмӑл-туйӑма пурнӑҫ элексирӗ «тумлатса» тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ҫав аслӑ хуҫа (Полина сулахай ал лаппине Аслӑ Шуйттан еннелле ҫӗклесе илчӗ) ҫитнӗ-ҫитменех мана: «Малашне санӑн, мана пулӑшса, ҫӗр ҫинче пурӑнакан этемсене тӗрлӗ киленӗҫсемпе илӗртсе, «пылак» япаласемпе ӳсӗртсе, ӑсран тайӑлтарса Турра хирӗҫ усал ӗҫсем тума хӗтӗртсе пурӑнмалла, ҫынсене пурӑннӑ чухнех мана ҫеҫ пуҫҫапса, пуҫ тайса пурӑнма хӑнӑхтармалла», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Амаҫури анне ача чухнех ҫакса янӑччӗ те, — типпӗнрех таткаласа кӑларчӗ вӑл варарахпа.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗрле пурӑннӑ чухнех упӑшки хӑйне улталанине сискелетчӗ Клава, анчах килти ҫӳп-ҫапа урама кӑларас килменрен шӑв-шав ҫӗклемерӗ, упӑшки хӑех ӑнланасса шанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Эп ӗҫлеме пуҫланӑ чухнех ҫакӑн пекчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех