Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухне сăмах пирĕн базăра пур.
чухне (тĕпĕ: чухне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ырӑ ҫынсем лайӑх мастерскойсем уҫма пулать, теҫҫӗ, ун чухне вӗсенче ӗҫлекенсем эпир пурте пӗлекен мастерскойсенче ӗҫленинчен нумай усӑллӑрах ӗҫлеме пултараҫҫӗ.

Добрые люди говорят, что можно завести такие швейные мастерские, чтобы швеям было работать в них много выгоднее, чем в тех мастерских, которые мы все знаем.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсӗ мӗн каласшӑн пулнине чӑнахах та пӗлмен чухне ҫеҫ ыйтӑп эпӗ.

Я стану спрашивать только тогда, когда в самом деле не знаю, что ты хочешь сказать.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ну, паллах, хӑҫан: ҫынсене лайӑх пурнӑҫ туса пама пулать тени тӗрӗс-и вӑл тесе ыйтнӑ чухне.

— Ну, конечно, когда: когда я спросила, правда ли, что можно сделать, чтобы людям хорошо было жить.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ сана хӑҫан юратса пӑрахнине, хамӑн ҫуралнӑ кунне эпир пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне, юратнине пӗлетӗн-и эсӗ?

Знаешь, когда я тебя полюбила? когда мы в первый раз разговаривали на мое рожденье.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗр-пӗринпе е ӗҫ пирки ҫеҫ, е пӗрле канма, савӑнса ҫӳреме хатӗрленнӗ чухне ҫеҫ тӗл пулмалла.

Надобно видеться между собою или только по делам, или когда собираются вместе отдохнуть, повеселиться.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах чей ӗҫнӗ чухне пӗлмен-ҫке-ха эпӗ вӑл килесси ҫинчен, санӑн пӳлӗме, ав, кӗме пултараймастӑп эпӗ.

Но ведь за чаем я еще не знал этого, а войти в твою комнату не могу.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпир санпа пӗр пӳлӗмре чей ӗҫнӗ тата апат ҫинӗ чухне курнӑҫатпӑр, вӑл пӳлӗм манӑн та мар, санӑн та мар.

Мы видимся с тобою в нейтральной комнате за чаем и за обедом.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Туслӑ-ҫке-ха эпир, хӑш чухне калаҫас килет те вара пӗр-пӗрне йӑлӑхтарса ҫитеричченех калаҫатпӑр.

— Да ведь мы дружны, иногда хочется поговорить, и говорим, пока не в тягость друг другу.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чей хыҫҫӑн тата кӑнтӑр апачӗ ҫинӗ чухне.

За чаем и за обедом.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ун чухне эпӗ уроксемсӗр тӑрса юлатӑп — вара анне пурне те ман ҫинчен эпӗ усал хӗр тесе каласа кӑтартать.

Я их потеряю тогда — ведь маменька всем расскажет, что я злодейка.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Иксӗмӗр пӗрле ташларӑмӑр-ҫке пӗркун, ҫавӑн чухне шухӑш тытрӑм эпӗ.

— Да как танцевали мы с тобою тогда, так и вздумал.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кунта кӗнӗ чухне мана йӗнине куртӑн-и эсӗ, — ку вӑл савӑннипе.

Ты видел, я плакала, когда ты вошел, — это от радости.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ун чухне эсир ирӗклӗ.

Тогда вы свободны.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Каҫарӑр мана, Вера Павловна, — терӗ Лопухов унӑн пӳлӗмне кӗрсе, — епле шӑп калаҫать вӑл, сасси те чӗтрет, апат ҫинӗ чухне кӑшкӑрса калаҫрӗ хӑй, — «тусӑмҫӑм» мар, «Вера Павловна» тет, — чӑрсӑр пулнӑшӑн каҫарӑр мана, тет.

— Простите меня, Вера Павловна, — сказал Лопухов, входя в ее комнату, — как тихо он говорит, и голос дрожит, а за обедом кричал, — и не «друг мой», а «Вера Павловна», — простите меня, что я был дерзок.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эрех сутӑн илнӗ чухне Лопухов капла пулса тухасса шанманччӗ: вӑл, апат ҫиме юлса, Марья Алексевна хӑйне хисеплеме ан пӑрахтӑр тесе, ӑна взятка анчах парасшӑнччӗ.

Лопухов не рассчитывал на этот результат, когда покупал вино: он хотел только дать взятку Марье Алексевне, чтоб не потерять ее благосклонности, назвавшись на обед.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пулӑшма май килмен чухне йӑпатма юрать-и вара?

Разве можно успокаивать, когда нельзя помочь?

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Епле хӑюллӑччӗ эпӗ ун чухне.

Какая смелая тогда я была.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ ӑна ун чухне: «паян ман ҫуралнӑ кун» терӗм.

Ведь я ему тогда сказала: «Нынче день моего рождения».

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кӑмӑллӑ-ҫке ҫакӑн пек ҫынла калаҫма: Матрена килнине илтетӗн те спальнӑна сӑмса тутри илме каятӑп тесе, кухньӑна чупса тухатӑн, унта вара 12 т. 50 пуслӑх эрех куратӑн, — апат ҫинӗ чухне виҫҫӗмӗш пайне ҫеҫ ӗҫсе яратпӑр вӗт, — кондитерски кукӑль 1 т. 50 пуслӑх — ну, кукӑль илсе укҫана ахалех сая янӑ ӗнтӗ! — ҫаксене курсан, калаҫма уйрӑмах кӑмӑллӑ.

Приятно беседовать с таким человеком, особенно когда, услышав, что Матрена вернулась, сбегаешь на кухню, сказав, что идешь в свою спальню за носовым платком, и увидишь, что вина куплено на двенадцать рублей пятьдесят копеек, — ведь только третью долю выпьем за обедом, — и кондитерский пирог в один рубль пятьдесят копеек, — ну, это, можно сказать, брошенные деньги, на пирог-то!

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ун чухне кун пек мар, савӑнӑҫлӑ пурӑнма пуҫлатпӑр, — ҫапла-и, Марья Алексевна?

Тогда не так заживем, — весело заживем, — правда, Марья Алексевна?

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех