Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухласа (тĕпĕ: чухла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чухласа илтӗр-и хӑвӑрах пуян ҫын хисепне? — терӗ те лашине ялалла сиктерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Камышин, кунта ҫынсем пур чухне ҫиҫсе тӑракан пит-куҫпа, тепӗр чухне пуҫа пӗксе хурлӑхлӑн килнине курма тахҫанах хӑнӑхнӑскер, Левентейӗн кӑмӑлӗ пӑсӑлнине ҫийӗнчех чухласа илчӗ, ҫавӑнпа унпала нумайччен калаҫрӗ, Левентей калас пеккине каласан та, Атӑлкӑссинче мӗн пулса иртнине ӑнланса ҫитеймен пек, ыйту хыҫҫӑн ыйту пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Председатель, эс кам пуҫарса яни ҫинчен ан шухӑшла, вырӑнта чухласа илнинче унта начарри нимӗн те ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем каялла-маялла нумай ҫӳремерӗҫ, ҫарапуҫ тухнӑ каччи чакса-чакса пычӗ те хӑвӑрт тӳнсе кайса ҫынна хӑяккӑн ывӑтрӗ, лешӗ чухласа иличчен ун айӗнчен сиксе тухса, кӑкӑрӗ ҫине хӑпарса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юрӑ ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пычӗ, кун тӑрӑх Ятман хӗрсем ӗҫ пӗтерсе киле таврӑннине чухласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Амӑшӗ хӑйӗн никамӑннинчен те ҫемҫе те ачаш аллисемпе ывӑлӗн бинтпа хулӑн ҫыхса янӑ хулне хыпашласа тупрӗ, вара ывӑлӗ хулӗнчен аманнине чухласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кала Ятмана, мӗнле вӑл ҫавна ку таранччен чухласа илеймест?»

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ниепле те чухласа илеймест: мӗнле хут вӑл ывӑлӗн аллинче, мӗн пирки савӑнать Ятман ҫав териех?

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та ҫак вӑхӑтра ун пит-куҫӗ савӑнӑҫлӑн ҫутӑлса тӑрать, ҫакӑнтан тата йӗри-тавралӑха пит пӑхкаласа пынинчен вӑл хӑйӗн тӑван уй-хирӗ тӑрӑх пынине чухласа илме пулать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кайран Ахтупайпа Северьян килте ҫуккинчен чухласа илчӗ вара: арҫынсем Эрнепипе Чечекпие шырама кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл йӑнӑшмарӗ — аллах ӑна куннинче те ҫак йывӑр лару-тӑрура мӗн тумаллине вӑхӑтра чухласа илме пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл чухласа илчӗ ӗнтӗ, хан ӑна вӑрҫма мар, тав тума чӗнсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫулланнӑ хӗр хӑй туйӑмне пытарма пӗлет ҫав, ун кӑмӑлне тӳрех чухласа илеймӗн.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗнле чухласа илеймен-ха эсӗ?

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫук, Карамыш эсӗ мӗнле ҫын иккенне ҫийӗнчех чухласа илме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлашкинчен Ятламас ӑна кунта шырани усӑсӑр пулнине чухласа илчӗ те каялла ҫаврӑнчӗ, майӗпен ҫӗр пӳрт еннелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан хӑй тӗллӗнех чухласа илчӗ: Василий Шуйский князь ҫӗнӗ хулана туса пӗтерни ҫинчен пӗлтерме Мускава кайнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйне канӑҫсӑррӑн тытнинчен ҫакна чухласа илме пулать: государе темле вӑрттӑн шухӑш асаплантарать, вӑл ӑна ниепле те татса параймасть курӑнать.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вунҫиччӗре пулсан та хӑй хӗрача пулса ӳснине чухласа илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ҫапла ӗнтӗ вӗсем, — текелерӗ Павӑл, хӑй нимпе те пулӑшаймасса чухласа.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех