Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухласа (тĕпĕ: чухла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем хӑйсем ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра мӗн чухлӗ пулнине чухласа илме тӑрӑшнӑ.

Они попробовали сообразить, сколько времени находятся в пещере.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чухласа ил-ха, Бекки, эпир вӗсен айнелле анса кайрӑмӑр вӗт.

— Подумай сама, Бекки, ведь мы очень глубоко под ними.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ӑна курсанах, ун хыҫҫӑн кай, вӑл иккӗмӗш номера пырса кӗмест пулсан, вара эпир чухласа пӗлеймерӗмӗр пулать.

Если увидишь, ступай за ним следом; если он не пойдет в этот номер второй, значит, это не тот.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ахаллӗн, кам та пулин пирӗн шӑтӑксене курсанах, эпир ҫакӑнта мӗн хӑтланнине тӳрех чухласа илӗҫ те пытарнӑ укҫана хӑйсем кӑларса кайӗҫ.

А то если кто-нибудь увидит эти ямы, сразу поймет, в чем дело, и сам начнет рыть.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав ҫынна вӗлертни ҫинчен вӑл мӗн те пулин пӗлнине ҫынсем ӑҫтан чухласа илме пултараҫҫӗ-ха?

Откуда было взяться подозрению, будто он знает про убийство.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫакӑ мӗне пӗлтернине лайӑх чухласа илсе, вӑл ӑна тӳрлетме тӑрӑшрӗ: ӳкернине шӑлса пӑрахса, ҫӗнӗрен чӗркелесе хӑтланчӗ, анчах ӳкерчӗке малтанхинчен те начартарах пула-пула тухрӗ, ӗхӗлтетсе кулнисем вара тата хытӑрах илтӗнчӗҫ.

Учитель понял, что над ним смеются, и захотел поправиться, он стер губкой чертеж и начертил его снова, но только напортил, и хихиканье усилилось.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кашни хӗрачах, кашни арҫын ачах хӑйӗн ӑссӗн чухлама хӑтланнӑ, анчах чухласа хӑтланассисем тӗрлӗрен пулнӑ, ҫавӑнпа чӑннине пӗлме май та килмен.

У каждого мальчика и у каждой девочки имелись свои соображения, но не было никакой возможности докопаться до правды.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Халӗ вӑл хӑй ухмахла тата ирсӗр хӑтланнине аванах чухласа илчӗ.

А теперь это выглядело очень убого и некрасиво.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл ку япала мӗне пӗлтернине ҫӑмӑллӑнах чухласа илчӗ: Том Сойера тарӑхтарас тесе ҫеҫ хӗрача унпала калаҫнӑ-мӗн.

Докопаться до правды было нетрудно: Бекки просто воспользовалась им, чтобы досадить Тому Сойеру.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем сиввӗн, тӑшманла пӑхса итлесе тӑчӗҫ, анчах кайрантарахпа вӗсем Том мӗн тума шутланине чухласа илчӗҫ те питӗ хӗпӗртесе кайса ҫухӑрашма тапратрӗҫ: — Том питех те тӗлӗнмелле япала шухӑшласа кӑларнӑ, ун ҫинчен пире малтанах каланӑ пулсан, эпир пӑрахса каяс та ҫукчӗ, — терӗҫ вӗсем.

А они хмуро слушали, пока не поняли, в чем штука, а когда поняли, то радостно завопили, что это «здорово» и что если б он сразу им сказал, они бы ни за что не ушли.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ӑна тӳрех чухласа илме пулать…

Всякий мог бы догадаться.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ирхине вӑрансан, Том нумайччен хӑй ӑҫтине чухласа илеймерӗ.

Проснувшись утром, Том не сразу понял, где находится.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах вӑл мӗн тума шутланине Том ытла та кайран ҫеҫ чухласа илчӗ.

Он угадал ее намерение слишком поздно.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Часах ҫӗҫӗ йывӑҫ япала ҫине пырса тӑрӑнчӗ, сасси тӑрӑх вара Том ҫавӑнта пушӑ вырӑн пулнине чухласа илчӗ.

Скоро ножик ударился о дерево, и по стуку слышно было, что там пустота.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах Томӗ ҫил ӑҫталла вернине чухласа та илме ӗлкӗрчӗ ҫав, хӑйне татах ыйтусем париччен ҫапла каласа та хучӗ: — Уҫӑлас тесе, эпӗр пуҫсене насус айне тытрӑмӑр.

Однако Том сразу почуял, куда ветер дует, и предупредил следующий ход: — У нас в школе мальчики обливали голову из колодца.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫитменнине тата, ачи те кашни кун мӗн те пулин ҫӗнни шутласа кӑларать: ӑҫтан чухласа илӗн-ха?

Но ведь, господи ты боже мой, он каждый день что-нибудь да придумает, где же тут угадать.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чӑнах тӗлӗре пуҫланине чухласа илтӗм, анчах хам ӑҫтине маннӑ.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Валя ҫитӗннӗ ҫын пек хӑрушӑ вӑхӑтра мӗн тумаллине чухласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Сӑнӳкерчӗк мӗне пӗлтернине Элекҫей тинех чухласа илчӗ: «Упӑшки! Афганец-ши?» – ҫав самантра тепӗр ыйту канӑҫ памарӗ.

Алексей сразу понял суть фотографии: «Муж! Афганец?» — этот вопрос не давал ему покоя.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

8. Пӗрне Сывлӑш ӑслӑ сӑмах парать, ҫав Сывлӑшах тепӗрне ыттисем валли пӗлӳ парать; 9. ҫав Сывлӑшах хӑшне ҫирӗп ӗнентермелле тӑвакан хастар парать; ҫав Сывлӑшах хӑшне чиртен сыватма хастар парать; 10. хӑшне — хӑватсем тума, хӑшне — пророк пулма, хӑшне — сывлӑшсене чухласа илме, хӑшне — тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тата тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарса пама хастар парать.

8. Одному дается Духом слово мудрости, другому слово знания, тем же Духом; 9. иному вера, тем же Духом; иному дары исцелений, тем же Духом; 10. иному чудотворения, иному пророчество, иному различение духов, иному разные языки, иному истолкование языков.

1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех