Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлайман (тĕпĕ: чухла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Обломов ӑна чухлайман та.

Обломов не подозревал этого.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл, Гомер пекех, ҫӑмӑллӑн та ырӑ кӑмӑллӑн, ҫавӑн пекех тӗплӗн те яр-уҫҫӑн курӑнмалла сӑнарласа, вырӑс пурнӑҫӗн Илиадине каласа парать; ҫав халапа ӗлӗк-авалах пирӗн гомеридсем хывнӑ; ун чухне этем ҫутҫанталӑкри, пурнӑҫри вӑрттӑнлӑхсене чухлайман, ун чухне вӑл тухатмӑшран та, арҫурирен те чӗтренӗ, таврари пӗтӗм инкекрен хӑтӑлма Алеша Попович ҫумӗнче хӳтлӗх шыранӑ, ун чухне сывлӑшра та, шывра та, вӑрманта та, уйра та тӗлӗнмелле ӗҫсем пула-пула иртнӗ.

Она с простотою и добродушием Гомера, с тою же животрепещущею верностью подробностей и рельефностью картин влагала в детскую память и воображение Илиаду русской жизни, созданную нашими гомеридами тех туманных времен, когда человек еще не ладил с опасностями и тайнами природы и жизни, когда он трепетал и перед оборотнем, и перед лешим, и у Алеши Поповича искал защиты от окружавших его бед, когда и в воздухе, и в воде, и в лесу, и в поле царствовали чудеса.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл хӑйне ача евӗрлех тыткаланӑ: унта асӑрхайман, кунта мӗнле те пулин вак-тӗвеке чухлайман, е пӗр-пӗр ӗҫе туса ӗлкӗреймесӗр, ҫуррине ҫитсен чарӑннӑ, е ӑна вӗҫӗнчен тума тытӑннӑ, ҫав териех пӑтраштарса янӑ, кайран ниепле те йӗркине тупма пулман, ҫитменнине тата вӑлах кайран вӑрҫма пикеннӗ.

Точно ребенок: там недоглядит, тут не знает каких-нибудь пустяков, там опоздает и кончит тем, что бросит дело на половине или примется за него с конца и так все изгадит, что и поправить никак нельзя, да еще он же потом и браниться станет.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗн чухлӗ кӑна шухӑшламан, анчах эсӗ кун пек пуласса чухлайман.

Думал, думал, никак не знал, что такая стала.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пушмакӗсем пӗчӗкҫеҫҫӗ те, тулли мар урисене ҫав тери илемлетеҫҫӗ, вӗсем унӑн ури сыппи патне ҫитиех ҫӑт тытӑнса тӑраҫҫӗ; ҫакна курсан, илемлӗхе чухлайман этем те тӗлӗннипе ахлатса илмелле.

Ботинки couleur puce стягивали у щиколотки ее сухощавую ножку так мило, что даже не посвященный в таинства красоты непременно бы ахнул, хотя от удивления.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑйӗн хальхи урисен пахалӑхне пӗлменнипе, вӑл утнӑ чух вӗсемпе мӗнле пуссан авантарах пулассине те чухлайман, малалла пӗрре ярса пуссан кӗлетке йывӑрӑшне ура кӗли ҫинчен ура тупанӗ ҫинелле куҫарма, тепӗр утӑм тусан кӗлетке йывӑрӑшне каллех тепӗр урин кӗли ҫине куҫарма кирлине пӗлмен.

Он не знал их свойств и не выработал в себе привычки, своего рода рефлекса, чтобы менять положение ног при хождении, переносить тяжесть с пятки на ступню, делая шаг, и снова перекладывать тяжесть корпуса на пятку другой ноги.

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӗсем Чӑваш медицинин ҫӑлтӑрӗсем иккенне чухлайман ҫав эпир, пӗчӗкскерсем, — аса илет Нинель Яковлевна.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех