Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шыв, ҫыпҫӑнакан чуста пек, кашни хусканӑвах ҫыхлантарса пырать.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
ҫавӑнтах тата унӑн арӑмӗпе те тӗлӗнмелле япала пулса иртет: пысӑк кӑвас чӗресӗ ҫинче тин ҫеҫ чуста ҫӑрма тытӑннӑччӗ, тет, ку, пӑхать хайхи, кӑвас чӗресӗ ялт! сикет.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Каткинче пӑрака лӑкӑртатать, — чуста айӗнчен ӳсӗртекен пӑс тапа-тапа тухать.В кадке шумно бурлила барда, из-под теста выбивались струйки хмельного пара.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Квас чӗресӗнче кукӑль пӗҫермелӗх чуста ҫӑрса хатӗрлесен, Алевтина Васильевна, Ерофей Кузьмич харлаттарнине илтнӗ хушӑрах, пӗр шикленмесӗр тенӗ пек хӑйӗн тулли те тарлӑ питҫӑмартийӗсем ҫинчен куҫҫульне шӑлса илчӗ.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл плита патне пычӗ, чуста ҫӑрчӗ те часах чунтан тӑрӑшса ӗҫлеме тытӑнчӗ, кӑмӑлӗ унӑн халь ҫав тери ырӑ, мӗншӗн тесен вӑл пӗлет, кӑнтӑрлахи апата Володя килет те хӑй юратнӑ пашалусене курсан, хӗпӗртенипе амӑшне ыталама ыткӑнать.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл чуста илсе килчӗ.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пӗтӗмпех чуста евӗр ҫӑра та хура пылчӑкпа вараланнӑ, ӑшлӑхлӑ, йывӑр резина калушсемччӗ вӗсем.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кмет кукӑль пӗҫерме хатӗрленӗ чуста тирӗкӗпе килсе кӗчӗ, ӑна вӑл Цанко кӑмакинче пӗҫересшӗн пулнӑ-мӗн.Вошел староста, неся на противне раскатанное тесто, чтобы спечь у Цанко в доме пирог.
XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эпӗ чуста ҫӑрнӑ чух Кунтӑк ҫырла ҫиетӗп, Витре эрех ӗҫетӗп…»Пока я тесто мешаю, — Винограда корзинку съедаю Да ведро вина выпиваю…»
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Лаша ура сассине илтсе, будкӑран, чӗресрен йӳҫсе ҫитнӗ чуста тӑкӑннӑ пек, Куприяновна тухса ӳкрӗ, аллине хуйха ӳкнӗ пек ҫупса илчӗ:
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗр ултӑ-ҫичӗ вӑлтине, пӗрин ҫине ӑман, теприн ҫине чуста чӑмӑркки е ҫӑрттан тытма вӗт пулӑ тирсе, йӗркипе ывӑтать те, — пулӑсем пырса хыпасса кӗтсе ларать.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Апла пулсан, вӑл пӗрре, кӑнтӑр кунӗнче, хула ҫине вӗҫсе улӑхӗччӗ те, хурҫӑ рычаг пек аллисене аялалла тӑсса, хулари мӗнпур ӑпӑр-тапӑра, кирпӗчсемпе хаклӑ йышши чулсене, ылттӑнпа чура какайне, кантӑкпа миллионерсене, пылчӑкпа тӑр ухмахсене, чиркӳ таврашсене, пылчӑкпа вараланса чире ернӗ йывӑҫсене, ҫак нумай хутлӑ ухмахла «пӗлӗт хырчӑкӗсене» пӗтӗмпех, пӗтӗм хулана, пӗр купа туса, пылчӑкпа этем юнӗнчен ҫӑрса тунӑ чуста ӑшне путарса, йӑлтах пӑтраштарса пӗтерӗччӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Кунтан кунах ҫӑнӑх тусанӗ айӗнче, хамӑр урасемпе илсе кӗнӗ пылчӑк ӑшӗнче, шӑршлӑ, ҫӑра пӑчлӑхра чуста йӑвалаттӑмӑр, ӑна хамӑрӑн тарпа йӗпетсе кӗлентӗр тӑваттӑмӑр, Хамӑр ӗҫе эпир чунтан кураймастӑмӑрччӗ, хамӑр алӑ айӗнчен тухнӑ япалана нихҫан та ҫиместӗмӗрччӗ, хура ҫӑкӑр сушкӑран лайӑхрах пекчӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Кӗлентӗр хуранӗнче вӗрекен шыв кунӗпе, шухӑша кайнӑ пек, хурлӑхлӑн лӑкӑртататчӗ; пӗҫерекенӗн кӗреҫи пиҫнӗ нӑймака чуста татӑкӗсене вӗри кирпӗч ҫине ывӑтса, кӑмака тӗпне ҫиллес сасӑпа шӑйӑрттаратчӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Эпир ҫирӗм ултӑ ҫынччӗ — ҫирӗм ултӑ чӗрӗ машина, нӳрӗ подвала хупса лартнӑскерсем, ир пуҫласа каҫчен чуста ҫӑраттӑмӑрччӗ, кӗлентӗрпе сушка тӑваттӑмӑрччӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Вӗри ҫӑкӑрпа йӳҫӗ чуста шӑрши кӗрет…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Унтан каллех чарӑнмалла пулчӗ — ҫӑкӑр пиҫрӗ, ӑна кӑларса ыттисене хыврӑмӑр, ҫӗнӗ чуста ҫӑрса лартрӑмӑр, кӑвас хутӑмӑр…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Коновалов чуста тултарнӑ лар ҫинче тӗлӗрсе тӑсӑлса выртатчӗ, анчах эпӗ ун хӑлхи патӗнчех страницӑсене уҫса хупнӑ сасса илтсен, куҫне уҫрӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Хӑш чухне, чуста ҫӑрнӑ май е ҫӑкӑр унанӑ май, сӑмсапа мӑрӑлтатмах пуҫлаттӑм.Но иногда прорывался и начинал мурлыкать себе под нос, меся тесто и катая хлебы.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ӗҫлеме юрататчӗ вӑл, хавхаланса ӗҫлетчӗ, кӑмака начар пӗҫерсе кӑларсан е чуста ерипен хӑпарать пулсан, ҫиленмеллипех ҫиленетчӗ те чӗрӗрех ҫӑнӑх сутӑн илнӗшӗн хуҫана ятлатчӗ; ҫӑкӑрсем кӑмакаран ҫап-ҫавракан, хӑпартланса, кирлӗ чухлӗ ҫеҫ хӗрелнӗ, ҫӳхе те ҫыртсан кӑшт ҫатӑртатакан питлӗ пиҫсе тухсан, вӑл ача пек савӑнатчӗ, кӑмӑллӑччӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.