Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унсӑрӑн Египет чурисем пекех намӑсла чуралӑха кӗрсе ӳкетпӗр.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Чуралӑха хирӗҫ ҫӗклерӗмӗр алӑ, Ирӗксӗрлӗх йӗрки кирлӗ мар.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Хӗрӗх долларшӑнах ӑна тепӗр хут ӗмӗрлӗхе чуралӑха сутса янӑ, ҫитменнине тата, ют ҫынсене!Опять продать его в рабство на всю жизнь за какие-то паршивые сорок долларов, да еще чужим людям!
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Леш каҫ вӑл пӗрмаях ман хыҫран ишсе пынӑ-мӗн, эпӗ кӑшкӑрнине те илтнӗ, — тет, анчах хирӗҫ кӑшкӑрма хӑранӑ: ӑна тытса каллех чуралӑха сутса яма пултарнӑ-ҫке.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫӗнӗ Зеланди ҫыннисем ютран килекенсене хирӗҫ тӑраҫҫӗ, кӗрешеҫҫӗ, хӑйсене чуралӑха кӑларакан акӑлчансене кураймаҫҫӗ.Новозеландцы сопротивляются нашествию, борются, ненавидят своих поработителей — англичан.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кунта — ҫуклӑхпа чухӑнлӑхра ҫуралнисене, ҫуралсанах чуралӑха кӗнисене пурне те илемлӗ пурӑнӑҫ туса парассишӗн хӑйсене шеллемесӗр вилнӗ хамӑр тӑвансем.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тӑван ҫар пӗтнӗ тени вара — фашистсемпе килӗшни пулать, совет ҫыннисем вӑй пӗтсе фашистла чуралӑха пӑхӑнни тата юлашки шанчӑка, юлашки ҫутта чӗрере упраманни пулать.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Ҫын хӑй ҫӗршывӗ чуралӑха лекнине пӗлет пулсан, вӑл хӑйӗн чунне ниҫта та кантараймасть.— Нигде человеку вольным не быть, ежели знает он, что родная его земля в неволю попала.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— …Ҫапла вара, ӗҫ Совет государствин пурнӑҫӗпе вилӗмӗ ҫинчен, ССР Союзӗнчи халӑхсен пурнӑҫӗпе вилӗмӗ ҫинчен, Совет Союзӗнчи халӑхсем ирӗклӗ пурӑнасси, е вӗсем чуралӑха кӗрсе ӳкесси ҫинчен пырать».
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тӗлӗнсе, кичемлӗхпелен те хӑраса-сехӗрленсе ӑнланма пуҫларӗ Ромашов: шӑпа ӑна кунсеренех ҫакнашкал ҫӗршер сӑрӑ Хлебниковсемпе таччӑн тӗкӗнтерсе хире-хирӗҫ тӑратать, кашниех вӗсенчен хӑй хуйхипе чирлесе асапланать те хӑй савӑнӑҫӗпе савӑнса йӑпанать, анчах вӗсем пурте хӑйсен суккӑрлӑх-тӗттӗмлӗхне, пӗтӗмӗшпе чуралӑха, начальникле сӳрӗклӗхе, пуҫтахлӑхпа пусахлӑха пула этем сӑн-сӑпатне ҫухатнӑ, лӑштӑр тӗршӗнсе, путарӑнса ларнӑ.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ыйтатӑп санран: хам ирӗкӗмпе сан умӑнта чуралӑха парӑннине пӗлтерсе, Моисей саккунӗ тӑрӑх, пӑталаса хурсам ман хӑлхана.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
8. Эпир ҫакна пӗлетпӗр: саккунпа тӗрӗс усӑ курсассӑн, вӑл ырӑ; 9. ҫакна пӗлмелле: саккуна тӳрӗ ҫынсем валли кӑларман, ӑна йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисемшӗн, усаллисемпе ҫылӑхлисемшӗн, Турра хисеплеменшӗн, Ӑна халалланине ирсӗрлетекенсемшӗн, ашшӗ-амӑшне вӗлерекенсемшӗн, ҫынвӗлеренсемшӗн, 10. аскӑнланса пурӑнакансемшӗн, арпа ар асакансемшӗн, ҫынна чуралӑха сутма вӑрлакансемшӗн, элекҫӗсемшӗн, выльӑхпа асакансемшӗн, суеҫӗсемшӗн, тупа тунине пӑсакансемшӗн, тӗрӗс вӗрентӗве хирӗҫ пыракансемшӗн кӑларнӑ.
1 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа ҫийӗнчех тинӗс хӗрринчи хуласене иудейсене чуралӑха туянма сӗнсе ҫынсем янӑ, пӗр талант пуҫне тыткӑна илнӗ тӑхӑрвунӑ ҫын кӳрсе тӑма пулнӑ; анчах хӑй ҫине Пурне те Пултараканран тавӑру — хатӗрех тӑракан тавӑру — ҫитессе кӗтмен вӑл.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӗн-асап ҫитнӗрен, йывӑр чуралӑха кӗрсе ӳкнӗрен Иуда куҫса кайрӗ, суя тӗнлисем хушшине вырӑнаҫрӗ — канӑҫ тупаймарӗ; хӑвалаканнисем ӑна хӗсӗк ҫӗрте хӑваласа ҫитрӗҫ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑр ӗҫӗрсемпе хӑвӑр мулӑра шанса тӑраттӑр, ҫавӑншӑн чуралӑха лекетӗр, Хамос та хӑйӗн священникӗсемпе, хӑйӗн пуҫлӑхӗсемпе пӗрле тыткӑна кайӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тимлесе ӗҫлекенӗн алли хуҫа пулӗ, кахал алли чуралӑха лекӗ.24. Рука прилежных будет господствовать, а ленивая будет под данью.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсен умӗнчен ҫын янӑ: Иосифа чуралӑха сутса янӑ.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пире чуралӑха сутнӑ пулсассӑн, пире чурасем тунӑ пулсассӑн, эпӗ шарламан пулӑттӑм — ҫавӑн пек инкекшӗн те патшана чӑрмантарман пулӑттӑм!Если бы мы проданы были в рабы и рабыни, я молчала бы, хотя враг не вознаградил бы ущерба царя.
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах вӗсем, пирӗн аттемӗрсем, турткалашнӑ, чурӑсланнӑ, Санӑн ӳкӗтӳсене итлемен; 17. пӑхӑнасшӑн пулман, Санӑн тӗлӗнмелле ӗҫӳсене, вӗсен хушшинчех тунӑ ӗҫӳсене, аса илмен, чурӑс пулнӑ, Египета каялла чуралӑха таврӑнмашкӑн хӑйсем валли ҫулпуҫӗ тупнӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пророк ывӑлӗсен арӑмӗсенчен пӗри, ӗсӗклесех, Елисее каланӑ: санӑн чуру, манӑн упӑшкам, вилчӗ; чуру Ҫӳлхуҫаран хӑраса пурӑннине пӗлетӗн эсӗ; ӑна кивҫен панӑ ҫын халӗ вара манӑн ачамсене иккӗшне те хӑй патне чуралӑха илсе кайма килчӗ, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.