Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупнӑ (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыран хӗррипе чупнӑ леш икӗ арҫын ача кузова хӑпарса тӑчӗҫ.

Двое мальчишек, бежавших вдоль берега, поднялись на кузов.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Маларах пурнӑҫ хӑй еккипе чупнӑ, халӗ ӑна кӑштах йӗркене кӗртес килет.

Раньше жизнь протекала своей чередой, а теперь хочется её немного привести в порядок.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Шел те, ку мӑшӑрлану ҫын куҫне улталамалли мел кӑна пулнӑ — арҫын тин кӑна Турӑ умӗнче яваплӑха илнӗ арӑмӗн аппӑшӗ хыҫҫӑн чупнӑ.

Увы, это бракосочетание оказалось лишь уловкой, чтобы обмануть людскую молву - мужчина волочился за сестрой новоиспеченной жены.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Хальхи вӑхӑтра тӑватӑ ӗне, икӗ чупнӑ пӑру, икӗ пӗчӗк вӑкӑр, лаша усрать.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Пурпӗрех пулӑшу памалла», — тесе салтаксем патне пулӑшу ыйтма чупнӑ.

Все равно нужно оказать помощь", - сказал он и побежал за помощью к другим солдатам.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Шалта темиҫе салтакпа Михаил Данилович юлнине шута илсе пӗчӗк Сережа вӗсене хӑтарма чупнӑ.

Учитывая, что внутри остались несколько солдат с Михаилом Даниловичем, маленький Сережа поспешил к ним на помощь.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Пӗррехинче улӑм купи тӗлӗнчи мӗлкесене курсан тӳрех блиндажа чупнӑ, хӑй мӗн асӑрханине аслисене хыпарланӑ.

Увидев однажды тени у стога соломы, сразу побежал в блиндаж, сообщил увиденное взрослым.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Кӳршӗ мӗн каланине асра тытса чупнӑ та, чупнӑ.

Бежал и бежал, помня слова соседа.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Хамӑр та, ашшӗпе Сергей Ивановичпа, йӗлтӗрпе сахал мар чупнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Вӗсем виҫӗ ушкӑна пайланса ҫӑмха йӑтса чупнӑ, скакалкӑпа сикнӗ, мечӗке баскетбол карҫинккине кӗрессипе тупӑшнӑ, обруч ҫавӑрттарнӑ, хӑйсен ҫаврӑнӑҫулӑхне кӑтартнӑ, ӗҫре те маттур, спортра та сатур пулнине ҫирӗплетсе панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

33. Халӑх вӗсем кайнине курнӑ, нумайӑшӗ ӗнтӗ ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ; вара пур хуларан та ҫавӑнта чупнӑ, ҫуранскерсем, вӗсенчен те маларах ҫитсе, Ун патне пуҫтарӑннӑ.

33. Народ увидел, как они отправлялись, и многие узнали их; и бежали туда пешие из всех городов, и предупредили их, и собрались к Нему.

Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вӗсем вара васкасах тупӑклӑх патӗнчен кайнӑ та, хӑраса та савӑнса ӳкнӗскерсем, Унӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ.

8. И, выйдя поспешно из гроба, они со страхом и радостью великою побежали возвестить ученикам Его.

Мф 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Амӑшӗсемпе ача ӗмӗртекенӗсем вара тин ҫуралнӑ ачисене унта та кунта — хӑшне килӗнче, хӑшне урамрах хӑварса сӑваплӑран та сӑваплӑ Турӑ Ҫурчӗ патне чупнӑ.

17. А матери и кормилицы, оставляя и здесь и там новорожденных детей, иные в домах, другие - на улицах, неудержимо сбегались во всесвятейший храм.

3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Пӑхрӑм та ҫут тӗнчере ҫакна куртӑм: ӑмӑртса чупнӑ чухне ӑнӑҫӑвӗ — ҫивӗччисене мар, ҫӗнтерӳ — паттӑррисене мар, ҫӑкӑр — ӑсчахсене мар, пуянлӑх — ӑслӑ-тӑнлисене мар, чыс-хисеп — вӗреннисене мар иккен, пурте вӑхӑтран, ӑнсӑртран килет.

11. И обратился я, и видел под солнцем, что не проворным достается успешный бег, не храбрым - победа, не мудрым - хлеб, и не у разумных - богатство, и не искусным - благорасположение, но время и случай для всех их.

Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Кайма тухсассӑн — утту чӑлханмӗ, чупнӑ чухне такӑнасси пулмӗ.

12. Когда пойдешь, не будет стеснен ход твой, и когда побежишь, не споткнешься.

Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Мӗн пулса иртнине илтсен, чатӑрти ҫынсем пурте хӑраса ӳкнӗ, 2. вӗсен ӗнтӗ сехри хӑпса тухнӑ, пӗри те тӑванӗн куҫӗ умӗнче тытӑнса тӑман, вӗсем пурте тарма пуҫланӑ, айлӑмри тата ту-сӑрт ҫӗршывӗнчи пур ҫул тӑрӑх ҫын чупнӑ.

1. Когда бывшие в шатрах услышали о том, что случилось, то смутились, 2. и напал на них страх и трепет, и ни один из них не остался в глазах ближнего, но все они бросившись бежали по всем дорогам равнины и нагорной страны.

Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Охозия, Иудея патши, мӗн пулса иртнине курсассӑн, йывӑҫ пахчинчи ҫурт еннелле чупнӑ.

27. Охозия, царь Иудейский, увидев сие, побежал по дороге к дому, что в саду.

4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Иорам вара каялла ҫаврӑннӑ та Охозияна: Охозия, пире сутрӗҫ! тесе кӑшкӑрса чупнӑ.

23. И поворотил Иорам руки свои, и побежал, и сказал Охозии: измена, Охозия!

4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫапла каласа, яш ача алӑка уҫнӑ та тухса чупнӑ.

И отворил дверь, и убежал.

4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Вӑкӑрӗсене пӑрахса хӑварса, [Елисей] Илия хыҫӗнчен чупнӑ, хуса ҫитсе каланӑ: ирӗк парсамччӗ мана аттем-аннемпе сывпуллашса килме, вара сан хыҫӑнтан пырӑп, тенӗ.

20. И оставил [Елисей] волов, и побежал за Илиею, и сказал: позволь мне поцеловать отца моего и мать мою, и я пойду за тобою.

3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех