Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
чунсӑр (тĕпĕ: чунсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь вара ман куҫ умне Ҫтаппан пурнӑҫӗн тӳнтер енӗсем ҫеҫ туха-туха тӑраҫҫӗ, халь мана Омежников Ҫтаппан хӑйне нихӑҫан та ырӑ енчен кӑтартман пек, вӑл ача чухнех сӗмсӗр, чунсӑр ҫын пулнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑравҫӑ, чунсӑр, икӗ питлӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Саккун ҫапла хушни тӗрӗсех, мӗншӗн тесен кирек мӗнле ҫын вилнӗшӗн те — чунсӑр машина ҫӑварне лексе Варламов пек тӗп пулать-и, ҫакӑнса е чикӗнсе леш тӗнчене каять-и — ҫӗр ҫинче сывӑ юлнисем хушшинче айӑпли пурах.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шӑпах ҫав машинӑпа ӗҫленӗ чух пачах кӗтмен, тӗлӗкре тӗлленмен вилӗм тупнӑ хӗрӗхрен иртнӗ телейсӗр Варламов: улӑмпа пӗрле хӑй те чунсӑр машинӑн хурҫӑ ҫӑварне ҫакланнӑ, татӑкӑн-татӑкӑн вакланнӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӗнӗ хуҫа тимсӗр, чунсӑр пулнӑран пурӑна киле пыл хурчӗсем вилсе пӗтнӗ, улмуҫҫисем хӑра-хӑра типнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапла, юлашки вӑхӑтра Таранов пурнӑҫӗнче кунпа ҫӗр кӑна мар, чунсӑр тата чунлӑ япаласем те пӗр-пӗринпе пӑтрашӑнса кайрӗҫ, ун пек чухне ӑҫтан ҫывӑрӑн!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эсӗ, атте, ҫав териех чунсӑр ҫын-и вара?.. — хӑйӗн ҫирӗплӗхӗ чака пуҫланине туйса каларӗ Георгий.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Уншӑн эпӗ чунсӑр тунката кӑна пултӑм пулӗ — каялла самантлӑха та пулин ҫаврӑнса пӑхмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Анфиса Ксенофонтовна хӑй те, унӑн хӗрӗ Глафира та чунсӑр ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тӳрех паллӑ: Галина пек чунсӑр хӗрарӑм мар.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Елюк, ун пекех чунсӑр ан пул-ха, — йӑлӑннӑ пек каларӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ман аппа паян-ыран вилес карчӑк мар, пӗр-пӗр ҫырмари чунсӑр йӑмра мар, ҫапах та ун ҫинчен ним те ыйтмастӑр.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Вӑл пуппа сӑмахлакана чунсӑр, шелсӗр, хӑй кӑмӑлне каймансере икӗ шӑтӑкӗ витӗр халь тесен халь хыпса ҫатма хатӗр нихҫан курман тискер чӗрчун евӗр курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чунсӑр ҫав, чӗресӗр ҫав эсӗ!

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӳртӗмӗр чунсӑр!

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗлместӗп ӗнтӗ, малтанхи чунсӑр хуҫу патнех таврӑнӑн е ҫӗннине тупӑн?

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ахаль мар пулӗ ҫав пиллӗхсӗр пуличчен чунсӑр пул, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Мӗн, чунсӑр пулӗ эсӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Чӑнах, хӑш-пӗр чухне этем йӗри-таврари илеме сӑнаса пӑхмасть, унӑн ытармалла мар пархатарлӑ сӑн-сӑпатне асӑрхамасӑр, чунсӑр ҫыннӑн пурнӑҫӗпе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Анчах тӑван ҫӗршыв пире темле йывӑр инкек тӳсме хушсан та, рабочисем аякра пулмӗҫ, эпир чунсӑр ҫынсем мар, ҫӗршывшӑн ыттисенчен кая тӑрӑшмастпӑр!

И если страна потребует от нас жертв, рабочие останутся в стороне, что мы, так сказать, какие-то бесчувственные и меньше болеем душой, чем другие.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех