Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунри (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Альбина Вячеславовна, сирӗн ӑста алӑрсем малашне те чунри илеме тӗрре хывччӑр!

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ ӑстин пысӑк ҫитӗнӗвӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/03/tr ... -pisk-itnv

Стервиз ӗҫ ӑнса пынӑшӑн савӑнни пекки те турӗ темелле, анчах та чунри вӗчӗрхенӳпе тарӑху йӳҫсе те йӳҫсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрманҫӑ хӑлхи, унччен мамӑк чиксе хупласа лартнӑ пек пулса кайнӑскер, янках уҫӑлса каять, чунри тӑвӑну та иртенҫи пулать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Выртсассӑн та — чунри шуйхану куҫа хуптармастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ҫӗр мӑнӑш тав мана тӑван кӗтеслӗ тунӑшӑн, чунри ырӑ кӑвара тӗлкӗштерсех тӑнӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

11 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӗтӗм вӑя чунри тӑнӑҫлӑха упраса хӑварас тесе тӑкаклӑр.

Старайтесь направить все силы, чтобы сохранить внутреннюю гармонию.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑлтӑрсем ӗмӗтленмелли, чунри лӑпкӑлӑхпа киленмелли тапхӑр пулассине систереҫҫӗ.

Звёзды вошли в этап мечтаний и некого релакса.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӗрача ун чухне кролик ҫурисене шелленипе чӗтрене ернӗччӗ, чунри ҫак йывӑрлӑхпа чылайччен ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унӑн ытахальтен ҫеҫ персе янӑ сӑмахӗсене ытлашши чӑна хурса йышӑнмарӗ-ши вӑл — иккӗленӳллӗ туйӑмсем чунри савӑнӑҫа хуплама пуҫларӗҫ.

Пустые слова он принимал близко к сердцу и стал чувствовать себя очень несчастным.

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

«Тепӗр чухне чунри сасӑ илтӗнет, теҫҫӗ. Ҫавӑ калаҫрӗ пулас», — пӑшӑлтатрӗ Кирле.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫывӑх ҫыннӑрсен пулӑшӑвӗпе ӑнланӑвӗ те чунри ҫуната ҫӗклетӗр, тарават та ӑш пиллӗ кил хуҫин ыр кӑмӑллӑх вучахне татах та хӗмлентерсе тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑванлӑха яланах упрасчӗ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82a%d0 ... 81%d1%87e/

Ку вӑл — унӑн ӳчӗн пӗр пайӗ, чунри хусканӑвӗсене уҫса, каласа пама пулнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Уйрӑмах шурӑ каҫсенче Невски проспект хитре, вӑл ҫип ҫапнӑ пек тӳрӗ те, хӑйӗн ирӗклӗхӗпе ятарласах чунри шухӑш-туйӑмсен анлӑ вӗҫевне тата сарма пулӑшасшӑн пек, — сарлака.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тинех анчӑк, тискер, тӳрккес вӑй пусарнӑ, чикӗнтернӗ пуҫне ҫав-ҫавах шик картине татӑклӑнах ҫӗмӗреймесӗр пӗксе, тарӑнах тымар яма ӗлкӗрнӗ чунри мӗскӗнлӗхе ҫӗнкелесе, сиркелесе, шӑмӑ купи еннелле ҫаврӑнчӗ, васкамасӑр купа патне ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кӗтнӗ ҫутӑ шанӑҫ «панк хырӑмланнӑ» супӑнь хӑмпи пекех патӑрт! ҫурӑлнӑн, чунри халиччен сӗртӗнме те хӑймасӑр упраса усранӑ ылтӑн хӗлӗх пат! татӑлса кайнӑн туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ирхи ырӑ тӗлӗкӗм, ҫурхи ҫутӑ ӗмӗтӗм, чунри вӗҫӗмсӗр ыратӑвӑн тӑмхи…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Аван, аван, — Сирӗлчӗ чунри сивлекӗ, — Пулӑшӑп май пур таран.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Укҫа ӗҫлесе илмелле - ҫак сӑмахсемпе сирӗн чунри пӑлханусем ҫыхӑннӑ.

Нужно зарабатывать деньги - с этим лозунгом и будут связаны ваши душевные волнения.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чунри чӑрмава сирме пултаратӑр.

Вы сможете преодолеть в себе внутренние барьеры.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Килтисем чунри лӑпкӑлӑха тавӑрма пулӑшӗҫ.

Поэтому в этот период гармоничные отношения между членами семьи помогут ощущать радость и покой.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех