Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Вӑл чорбаджи ҫынни пулсан, мӗнех-ха вара?! — кӑшкӑрчӗ пӗри.— Ну и что ж такого, что он чорбаджийский сын? — крикнул кто-то.
ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ҫав Стефан чорбаджи ывӑлӗ Милкӑна качча илет тесе калаҫатчӗҫ те, тӗрӗс-ши ку хыпар? — ыйтрӗ майра хӑнасенчен пӗри.
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ӗнтӗ пӗр-пӗр чорбаджи хӗрне, улпут хӗрнех илӗпӗр тесе шутламасть пуль-ҫке?Уж не думает ли он, что за его сынка пойдет дочь какого-нибудь чорбаджии или боярышня?
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ку сӑмах Мичо чорбаджи кӑмӑлне кайрӗ пулмалла.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Марко чорбаджи Мичо бай мӗн каланипе нумайӑшпе килӗшет те, пӑлхав пирки асӑнсанах унпа хирӗҫме пӑхать.Во многом соглашаясь с Мичо, чорбаджи Марко возражал ему, когда заходила речь о восстании.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Элле пӗлместӗр-и виҫӗм кун Загорӑра мӗн пулса иртнине? — шанчӑксӑр каласа хучӗ Димо чорбаджи.Или не знаете, какая недавно заварилась каша в Загоре? — хмуро возразил чорбаджи Димо.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мичо чорбаджи каллех сӑмаха кӗчӗ.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ӑҫтан пӗлтӗн вара эс ҫаксене? — ыйтрӗ Марко чорбаджи.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мичо чорбаджи сӑмахне пурте хӗпӗртесе итлерӗҫ, вӑл пӗлтерчӗ-ҫке ҫак ырӑ хыпара.Все навострили уши и с удовлетворением слушали чорбаджи Мичо, который сообщал такие радостные вести.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мичо Бейзаде чорбаджи хурарах сӑнарлӑ, ҫулланнӑ ҫын, пӗвӗпе ҫӳллӗ мар, шӑлаварпа ҫӳрет, ҫине тӑла камсул тӑхӑнать.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мичо Бейзаде чорбаджи кофейньӑна пырса кӗрсен, сӑмах политикӑ ҫине куҫрӗ те, вӗҫӗ-хӗррисӗр шапӑлтатма тытӑнчӗҫ.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Дамянчо чорбаджи кама сӑмах вӗҫҫӗн сӑмахӑн куҫарса тӑчӗ?
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Чорбаджи, мӗншӗн сана тапӑнать ҫак йытӑ? — тесе ыйтрӗ онбаши пашкаса сывлакан Огняновран.
XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мичо чорбаджи мӗн систерсе каланине пухӑннӑ ҫынсем кӑмӑлласа йышӑнчӗҫ.Незамысловатый намек чорбаджи Мичо вызвал улыбку сочувствия на лицах большинства присутствующих.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Пӑлхарсене тӗрӗксен чуралӑхӗнчен хӑтараканӗ… — тесе кала кӑна пуҫланӑччӗ хӗрача, Мичо чорбаджи ӑна пӳлме те ӗлкӗрчӗ:
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Пирӗн Сыбкӑран та ыйтӑр ӗнтӗ, — терӗ Огнянова Мичо чорбаджи.— Вызовите и нашу Сыбку, сударь, — попросил Огнянова чорбаджи Мичо.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Килнӗ ҫынсенчен пӗри, асли, Мичо, чорбаджи иккен, вӑл ҫак шкула пӑхса тӑраканни, тепри — Кирияк Стефчов.Один из них, старший, был чорбаджи Мичо, попечитель школы, а другой — Кириак Стефчов.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫаксене шута илмесен те, тен, тата шӑпах ҫаксене шута илнипе те пулӗ, Юрдан чорбаджи ӑна хисеплет, вӑл Стефчова ырӑ кӑмӑлтан йышӑннине пытарса та тӑмасть.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак йӗкӗт (эпир ӑна бей патӗнчех куртӑмӑр-ха, хамӑр сӑмахра малалла та ун ятне час-часах асӑнмалла пулать) кӑмӑлӗпе те, ӳссе ҫитӗннӗ хавалӗпе те чӑн-чӑн чорбаджи ӗнтӗ, пӗтӗмпех «ашшӗне хунӑ» темелле, ашшӗ вара ҫав Юрдан Диамандиев хӑраххиех.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Юрдан Диамандиев ҫулланнӑ ҫын ӗнтӗ, ялан чирлӗ, салху та ҫиллесскер, вӑл шӑпах «чорбаджи» сӑмах ятне яракан пуян пӑлхарсен ушкӑнне кӗрет.