Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарӑлса (тĕпĕ: чарӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Палламан ҫынсене курсан, ахаль те пысӑк куҫӗ пушшех чарӑлса кайрӗ ун:

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Йывӑррӑн сывланипе сӑмса шӑтӑкӗсем пӳлӗннӗ лашанни пек чарӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачасем амӑшӗ ҫумне тӗршӗнсе чарӑлса кайнӑ мӑшӑр куҫпа «атлетпа» ман ҫине пӑхса хытса кайса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Чарӑлса кайнӑ виле куҫ ҫап-ҫуттӑн йӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Куҫӗ чарӑлса кайнӑ, пичӗ тӑртанчӑк.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Ну, ответ пар ӗнтӗ, ответ пар!» — терӗҫ Викторӑн чарӑлса кайнӑ, халлӗхе чӑн-чӑн ача куҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫынсем — ӗлӗк пулсан — паянхи кун вӑрмана е улӑха каймалла та, пӗр-пӗр вырӑнта чарӑлса, йӗри-тавра хӗрӗх те пӗр силлӗ курӑк татса пухмалла.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Манӑн Старогорска каймалла, хӗрӗм, — куҫӗ чарӑлса ҫавраланчӗ Курак Мӗтрин.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Акӑ каллех пӗкрӗлсе ларчӗ вӑл, халь-халь кӑшкӑрса яма хатӗрленсе, ҫӑварне уҫса хучӗ; чарӑлса кайнӑ сарӑ хӗрлӗ куҫӗ те, мӑйӗ ҫинчи туртӑнса карӑннӑ шӑнӑрӗсем те, елпре кулли те, пӗтӗм пӗркеленчӗк-хутламӗ тапранмаҫҫӗ; аллисем ҫеҫ мӑйӑх вӗҫӗсене хыпӑнчӑклӑн пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Куҫӗ чарӑлса кайрӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан сасартӑк унӑн куҫӗ чарӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр куҫӗсем чарӑлса кайрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫаппа-ҫарамас выртакан ачана курсан, хӑранипе Савантер куҫӗ чариех чарӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хура куҫран хуралса тухса кайтӑр, чакӑр куҫран чарӑлса тухса кайтӑр, кӑвак куҫран кӑвакарса тухса кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн куҫӗ хӑранипе чарӑлса кайрӗ, пичӗ ун-кун туртӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куҫӗ унӑн мӗн пулса иртнине ӑнланайман пек чарӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Левенчук шикленсе ӳкни паллӑ: пичӗ шурнӑ, кӑвак куҫӗсем чарӑлса кайнӑ, кӑвакарнӑ тути чӗтрет.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Сасартӑк Полбутылкин-ҫур кӗленче пат шӑпланчӗ, ҫамки ҫине вӗтӗ, сив тар тапса тухрӗ, пуҫлӑх ҫинче ҫивӗчлетнӗ куҫӗсем кӗҫ-вӗҫ сиксе тухасла чарӑлса кайрӗҫ, тути хӗррисем пӗрре шуралчӗҫ, тепре кӑвакарчӗҫ, мӑкӑльт-мӑкӑльт турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

— Спирт!? — «симӗс ҫӗлен» тусне умра «телей кайӑкӗ» курӑнса кайрӗ, куҫӗсем, чарӑлса, вӗрекен пӑрака хуранӗ айӗнчи ҫулӑм йӑлхахӗсем пек ялтлатма пуҫларӗҫ; арҫын ҫӑварне килнӗ шыва лӑнкӑрт! ҫӑтрӗ, тутине леечек-лӑчӑк ҫуласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Фельдшер куҫӗ самант ҫавракаланса, чарӑлса кайрӗ, вара вӑл, йӑплака тунката пек хытса тӑрса, янахне сиксе вӗрекен хура тулӑ пӑтти пек вӗттӗн чӗтрентерсе, чӑхлатса кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех