Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарас (тĕпĕ: чар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Епле чарас халӗ тин? —

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

50-мӗш ҫулсенче унччен Гельголанд ҫинче пурӑннисем хӑйсен тӑван утравне аркатассине чарас тӗллевпе тӗнче кампанине пуҫарса янӑ.

В 50-е годы бывшие жители Гельголанда начали международную кампанию, требуя прекратить разрушение их родного острова.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Чӳк, 21: Египетӑн аслӑ шейхӗ Аль-Азхар Аслӑ Британире ислам организацине романа сарма чарас тӗлӗшпе суд процесне пуҫарма ыйтса ҫырать.

21 ноября: великий шейх Египта Аль-Азхар обращается к исламской организации в Великобритании с запросом о начале судебного процесса по запрещению распространения романа.

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

Каччӑпа ҫывӑх ларнӑран чӗри хыттӑн тапма пуҫланине сисрӗ Роза, ӑна вӑл епле чарас тесен те чараяс ҫук ӗнтӗ халь.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малалла йӗрлеме чарас тесен, кусене халех пӳртрен кӑларса ямалла».

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чарас темерӗм.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗнтерес, малашнехи вӑрҫӑсене чарас тесен пирӗн, тӑлӑх арӑмсен, кӗрешмелле, ҫав тӗллевпе пӗрлешмелле пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑк унӑн Антонова тытса чарас, вӑл Виктор тӗрӗс калани пирки иккӗленмест-и, ӑна ӗненет-и, тесе ыйтас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мустай мӗн те пулин тума шухӑш тытрӗ пулсан, никам та чарас ҫук ӑна.

Куҫарса пулӑш

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Эппин, чарас ҫук, тетӗн…

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хирӗҫлес пулсан та, чарас ҫук вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑйӗн пуҫ мимине Тарановӑн шухӑшлама вӑхӑтлӑха чарас килет, анчах ҫавнашкал меслете тӗнчере хальлӗхе никам та тупайман-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑй вӗлернӗ савнине ҫӳҫӗнчен ачашлама тытӑнчӗ, ҫамкинчен, куҫӗнчен чуптурӗ, хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ, суранне аллипе хупларӗ, юхакан юнне чарас пек аппаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах никама ним сӑмах каласа та ӗнентерес, салтаксене халӑх ҫӑкӑрне ҫиме чарас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӳлӗх пӳлсе упрасан Вырӑс турри чарас ҫук, Ҫуллахи пек ӗҫ ансан Питӗр нумай тытас ҫук.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хир чечекне ҫеҫкеленме чарас мар!

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чарас пулсан вырӑсла ан калаҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

4. Анекдотсем итленӗ хыҫҫӑн чикӗрен тухса, каҫӑхса кайса, вара тытса, ӳксе, йӑваланса, апла-капла хуҫӑлкаласа кулма, куҫҫуль сирпӗтсе ахӑрма, ахӑрашма, ахӑлтатма, лахлатма, лахӑлтатма, чӑхлатма, йӑхлатма, ыхыклама, лӗхлетме, ихӗлтетме, ихӗрме, ихиклетме, хиклетме, епреме чарас.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

2. Чирлӗ ҫынсене, хавшаксене, ватӑсене, катӑк ӑслӑ кулуҫахсене сывлӑх органӗсем ирӗк памасӑр анекдотсем каласа култарма чарас.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

— Хамӑр килӗшсен цехком пире чарас ҫук, мӗншӗн тесен ку пуриншӗн те усӑллӑрах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех